Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Саккунсем кăларакан Пухăвăн председателĕн çумĕ Тамара Дмитриева шефа илнĕ «Гнёздышко» ача çуртне çитсе курнă.
Кăрлач уйăхĕнче Саккунсем кăларакан Пухăвăн кашни депутатне облаçри ача çурчĕсем тата ятарлă шкулсем çумне сирĕплетни пирки эпир çырнăччĕ. Вĕсен тивĕçĕ -- асăннă çуртра ӳсекен ачасен прависем пурнăçа мĕнлерех кĕрсе пынине йĕрлесси. Парламент членĕсем, асăрхавçăсен (попечитель) канашĕпе пĕрле шефа илнĕ учрежденисен ĕçне тĕплĕн тишкерсе тăраççĕ.
«Гнёздышко» ача çуртĕнче пурĕ 69 ача пурăнать, вĕсенчен улттăшĕ çеç тăлăх, ыттисем ашшĕ-амăш пур çинчех кунта лекнĕ. Вĕсем «çемьесемпе» (ушкăнсене çапла калаççĕ) пурăнаççĕ. Тамара Дмитриева пĕлтернĕ тăрăх, ачасен пӳлĕмсенче таса, тирпейлĕ. Воспитательсем вĕренекенĕсене юратаççĕ: илемлĕ пултарулăх ĕçне явăçтараççĕ, «Аквапарка», фестивальсене илсе çӳреççĕ, экскурсисем йĕркелеççĕ.
Тамара Дмитриева асăннă çуртра ӳссекенсене пурнăç çулĕ çине кăларас ыйтăва хускатнă. «Юлашки çулсенче вĕсене хăй тĕллĕн ура çине тăма çăмăл марри пирки нумай калаçаççĕ. Çак çивĕч ыйтусемпе ĕçлеме ятарлă служба йĕркелемелле. Вĕсен вĕренсе тухаканăнсен пурнăçне йĕркелесе яма пулăшмалла. Çак служба асăннă йышши ачасен пурнăçне çăмăллатĕ»,- тенĕ вăл.
 
: 1281, Хаçат: 14 (1106), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: