Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
"Ача" тата "çемье" сăмахсем пĕр-пĕринпе сылтăм куçпа сулахай куç пекех çирĕп çыхăннă. Çемье çирĕп, ашшĕ-амăшĕ аван пулсан ачисем те лайăх çитĕнеççĕ – вĕренмесĕр аташса-çапăçса çӳремеççĕ. Çавăнпа тулли те йĕркеллĕ çемьесем ытларах пулни обществăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Шел пулин те, йĕркесĕр çемьесем пирĕн обществăра пур-ха, сахал та мар. Хăш-пĕр çемьере ашшĕ-амăшĕ пĕр чарăнми эрех ĕçет, теприсем наркотик ăшне путнă, вĕсемшĕн ачисем чи юлашки вырăнта тăраççĕ.
Юлашки çулсенче Ульяновск облаçĕнче ача çураласси ӳсет. Кăçал кăна çут тĕнчене 5461 ача килнĕ. Вĕсенчен 51 проценчĕ хĕрача, 49 – арçын ача. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан кăçал 491 ача ытларах çуралнă. Раççейре вара пач урăхла, ачасем 90-мĕш çулхисемпе танлаштарсан ытларах çуралаççĕ пулин те, юлашки вунă çулта 17 çула çитмен çамрăксен йышĕ 6,6 миллион чакнă. Халĕ ку çулхи çамрăксем - 25 миллион.
Ульяновск облаçĕнче социаллă хӳтĕлев органĕсен кăтартăвĕпе регионта 157 пин çемье пурăнать, вĕсенче 223 пин çула çитмен ачана воспитани параççĕ. 2009 çултанпа танлаштарсан çемьесен шучĕ 10 процент чакнă.
Çак çемьесенчен 27013-шĕ – йĕркесĕр, вĕсене правăна сыхлакан органсем шута илнĕ, тĕрĕслесех тăраççĕ. Облаçра 12060 тулли мар, нумай чухне ашшĕпе амăшĕ уйрăлнă, 5300 пĕччен амăшĕ. Çакна пула 10 пин ытла ача амăшĕсĕр е ашшĕсĕр ӳсет. Уйрăмах çак енĕпе Ульяновск тата Димитровград хулисем палăрса тăраççĕ. Çаплах регионта 4915 нумай ачаллă, 4738 сусăр ача çитĕнтерекен, 2041 йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемье пурăнать. Эппин, çак çемьесенчи ачасем хăйсен çемйисене йĕркесĕр тесе калама пултараççĕ.
Статистика кăтартăвĕсем тăрăх çак курăнать: çемьери начар лару-тăрăвăн пĕр сăлтавĕ – мăшăр уйрăлни. 2009-2012 çулсенче мăшăрланакан çемьесен шучĕ самай нумайланнă. Кăçал Ульяновскра 4517 çĕнĕ çемье чăмăртаннă (пĕлтĕрхинчен 67 нумайрах). Апла пулин те уйрăлакансен шучĕ те чакман - 2221. Облаçри кăтарту тата хăрушăрах – уйрăлакансем чăмăртанакан çемьесенчен ытларах.
Уйрăлнин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри – мăшăрсем сахал укçа ĕçлесе илни, ашшĕ-амăшĕнчен пĕри эрехпе иртĕхни.
Социаллă служба специалис-чĕсен кăтартăвĕсемпе, йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесен 57 проценчĕ ĕçкĕпе иртĕхет. Чи хăрушши – вĕсенчен 20 процентĕнче амăшĕ ĕçет.
Çак кăтартупа ытларах Мелекесс (профилактика органĕсенче учётра тăракан çемьесен 94 проценчĕ ĕçет), Ульяновск хулинчи Засвияжски (70 проценчĕ ĕçет), Карсун (55,7 проценчĕ ĕçет) районĕсем палăрса тăраççĕ. Кăçал 369 ашшĕ е амăшĕ эрех чирĕнчен наркодиспансерта сипленнĕ. Çулталăкăн пĕрремĕш çурçуллăхĕнче 108 çынна ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнă. Вĕсенчен эрех ĕçнĕшĕн 43 хĕрарăмран 61 ачине туртса илнĕ.
Çемьесем начар пурăннин тепĕр сăлтавĕ – чухăнлăх, укçа çителĕксĕрри е ашшĕ-амăшĕн укçа ĕçлесе илес тесе мĕнпур вăхăтне ирĕксĕрех ĕçре ирттерме тивни.
Социаллă пулăшу ыйтакан 2807 çемьерен 30 процентĕнче ашшĕ-амăшĕ ĕçсĕр, ĕçлеме те шутламасть, 7 проценчĕ пĕр-пĕр пособи илнипе пурăнать (ĕçсĕрлĕхшĕн, çемье пуçĕ вилнипе, пĕчĕк ачашăн параканнипе, инвалидноçпа).
Çемьере йĕрке пулманни час-часах инкек патне те илсе çитерет. Йĕркесĕр çемьесенче ачасене кӳрентернĕ, мăшкăлланă тĕслĕх пĕрре кăна пулман ĕнтĕ. Кун пирки халĕ пытармаççĕ, массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтерсех тăраççĕ.
Ульяновск облаçĕнче кăçал ашшĕ-амăшĕ ачисене хытă кӳрентернĕ 8 тĕслĕх ятарлă органсем патне çитнĕ (пĕлтĕр – 3): Засвияжски, Чукун çул, Çĕнĕ Спасск, Кăлаткăпуç, Кузоватово, Сăр районĕсенче. Кун пирки пĕлтерменнисем тата мĕн чухлĕ пулĕ?
Килтисем кӳрентернине пулах ачасем хăйсем çине алă хураççĕ. 2011 çулта 36 ача хăй çине алă хума тăнă, 11-шĕ пурнăçран уйрăлнă. 2012 çулта 15 ача пурнăçпа сывпуллашма тăнă, пиллĕкĕшĕ вилнĕ. Димитровградри, Радищево, Чартаклă, Засвияжски, Чукун çул районĕсенчи ачасене çăлса хăварайман.
Раççей правительстви сĕнĕвĕпе иртнĕ çул Ачасен шанăç телефонĕ ĕçлеме тытăннă. Ульяновск облаçĕнче те кун пек телефон пур. Кăçал кăна облаçри 1600 ача унта шăнкăравласа пулăшу ыйтнă.
Йывăр, йĕркесĕр çемьесен ыйтăвне уйрăмшарăн полици е социаллă хӳтĕлев органĕ татса параймасть. Çак йывăр ĕçе пурин те пĕрле кар! тăрса пурнăçламалла. Çемье уйрăм патшалăх тетпĕр пулин те шкул, полици, шкула çитмен ачасен ĕçĕсен комиссийĕсен, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен ачана пурăнма йывăррине курса тăрсах айккинелле пăрăнмалла мар. Пĕрлĕхре – вăй. Паянхи ачасем ыранхи тулли праваллă граждансем. Общество пуласлăхĕ вĕсен аллинче. Эппин, пирĕн ачасене тăрăшса, ырă тĕслĕхсемпе воспитани памалла.
 
: 748, Хаçат: 43 (1187), Категори: cемье

Комментарисем:

Rohit (2014-05-08 20:58:26):
You saved me a lot of haslse just nowĕ

Carli (2016-06-30 21:39:09):
Saya tertarik untuk memulai usaha keripik buah karena bahan baku di daerah saya cukup berlimpahĔ saya berminat untuk mesin kapasitas 8-10kgĔ detail biaya untuk memulai usaha mohon dapat dikirim ke e-mail sayaĕ Temsiakarih

Keyaan (2016-07-02 02:37:16):
To thinkĔ I was consufed<Ӳa> a minute agoĕ

Linx (2016-07-02 08:54:50):
In the coactipmled world we live inĔ it's good to find simple solutionsĕ http,ӲӲlzioiilhĕcom [urlçhttp,ӲӲhqkhgcjj cĕcom]hqkhgcjjc[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲtbxyllĕ com]tbxyll[Ӳlink]

Fantine (2016-07-04 20:57:35):
I was so confused about what to buyĔ but this makes it undtlseandabreĕ http,ӲӲjnuxlqĕcom [urlçhttp,ӲӲingzrchv ĕcom]ingzrchv[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲnkvmsrh bdĕcom]nkvmsrhbd[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: