Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен регионра облаçăн тата район шайĕнчи 24 призыв комиссийĕ ĕçе пуçăннă. Вĕсен ларăвĕсем витĕр 8000 çамрăк ульяновец тухмалла. Вĕсенчен 1178-не хĕсмете кайма хатĕрлемелле. Область çак тĕлĕшпе пилĕкçуллăх планне пурнăçласа пырать.
Кĕрхи призыв пуçланнăранпа 305 çамрăка салтака кайма хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Призывниксенчен ытларахăшĕ Оборона министерствин, 174-шĕ – МВД чаçĕсенче, 15-шĕ - Кремль полкĕнче çĕршыв умĕнчи чысĕсене пурнăçлĕç.
Пулас салтаксен пĕрремĕш ушкăнне чӳкĕн 1-мĕшĕнче ăсатмалла.
Медицина комиссийĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, призывниксен 60 проценчĕ сывлăх тĕлĕшĕнчен салтака кайма юрăхлă.
Тупса палăртнă анлăрах сарăлнă чирсем: ăс-хакăлпа – 16, шăмă тата мускулпа – 14, юн тытăмĕпе çыхăннисем – 12 процент. Çурхи призывра 17 çамрăка тахçантанпа (хронический) ĕçкĕлĕхпе тата наркоманипе чирлĕ иккенне çирĕплетнĕ.
Ульяновск облаçĕн çар комиссарĕ Александр Тригубенко полковник пĕлтернĕ тăрăх, çар хĕсметĕнчен пăрăнма хăтланакансен шучĕ чакса пырать. Вĕсем çурхи призывра пиллĕкĕн пулнă. Следстви органĕсем «таркăнсемпе» ĕçлеççĕ.
«Хĕсметрен пăрăнма, тарса пурăнма ан тăрăшăр. Паян-и, ыран-и çакăншăн явап тытма тӳр килетех», - тет çар комиссарĕ.
Раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен пыракан кĕрхи призыв вăхăтĕнче «хĕрӳ» телефон линийĕсем ĕçлеççĕ: область правительствин – 41-23-73; пухăнмалли вырăнăн (сборный пункт) – 35-00-01; салтак амăшĕсен комитечĕн – 44-30-11.
 
: 688, Хаçат: 43 (1187), Категори: Утаман

Комментарисем:

Jeana (2016-06-30 16:41:53):
Now that's sutleb! Great to hear from youĕ

Kacy (2016-07-02 08:50:51):
If you're looking to buy these arieclts make it way easierĕ http,ӲӲniuoqoomydjĕ com [urlçhttp,ӲӲulplbkĕc om]ulplbk[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲybyerxg jhyiĕcom]ybyerxgjhyi[Ӳlink]

Candid (2016-07-02 14:42:06):
So that's the case. Quite a revtiaelon<Ӳa> that isĕ

Cactus (2016-07-04 20:53:51):
Aplatenrpy this is what the esteemed Willis was talkin' 'boutĕ http,ӲӲjxdscgĕcom [urlçhttp,ӲӲwcfkhwbb jfĕcom]wcfkhwbbjf[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲnfqzays pelĕcom]nfqzayspel[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: