Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Василий Ксенофонтович Журавлёв 1952 çулхи нарăсăн 28-мĕшĕнче Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи Саплăкра çуралнă. 1970 çулта вăтам шкул пĕтернĕ. 1973-1974 çулсенче Ульяновскри милици шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Ун хыççăн пилĕк çул Кивĕ Майна районĕнче халăх пултарулăх ушкăнне ертсе пынă. 1980 çулта Ульяновска куçса килнĕ те тăватă çул СИЗОра контролёрта вăй хунă. Тăватă çул Засвияжски районĕн прокуратуринче водительте пулнă. Çав хушăра куçăмсăр майпа Хусанти музыка училищинче баяниста вĕреннĕ. 2008 çултанпа тивĕçлĕ канура. Сăвăсем хайлама хĕрĕх пиллĕкре анчах тытăннă: мĕн курнине сăвăлатса кăтартнă. Чи пирвайхи «Анне» ятлă сăвви Çĕпрел районĕн хаçатĕнче («Тăван ен») пичетленнĕ.
Василий Журавлёв хăйĕн сăввисенче хальхи саманари пурнăçăн тӳнтер енĕсене сăнарлама тăрăшать.
 
 
ПУЯНСЕН ВĂРÇИ
Сахар, Макар, Кавĕрле
Пухăнчĕç паян пĕрле
Пурнăçа сӳтсе явма –
Сывлăшран укçа тума.
Ял хирĕсем – Сахарта,
Тырри-пулли – ампарта.
Каçăртать паян пуçа:
«Хамăр ялта - хам хуçа!»
Макарăн икĕ лавкка.
Кавĕрлен пĕрре анчах.
Кăкăрне шакка-шакка
Ак Макар илет сăмах:
«Итлĕр: Сахар, Кавĕрле,
Туянатăп «Шеврале».
Ывăл валли – лимузин,
Кирлĕ тепĕр магазин!...»
Лĕх-лĕх! турĕ Кавĕрле:
«Пуйрăмăр пурте пĕрле.
Ытла ан вĕç эс, Макар,
Конкурентсем пулар мар.
Эсĕ хăв та вĕт, Сахар,
Ял-йышсене сахал мар
Улталатăн хывăхпа,
Туслă мар эс халăхпа».
Акă кайрĕç «мат на мат»:
«Эс сутатăн суррогат!»;
«Эс – улпут!», «Эсĕ – купса!»;
«Эс – çĕр хурчĕ!», «Эс – сăпса!»…
Пĕр-пĕрне тăшман туса
«Туссем» кайрĕç уйрăлса.
Хытă вăрçрĕç виçĕ «тус»,
Вăрçнин хакĕ – виçĕ пус.
 
МУХТАНЧĂК КУКША
Пирĕн ялта пур «патша»,
Ячĕ ун – «Фермер Кукша».
Вăл çӳрет пуç каçăртса,
Мухтанать кăкăр çапса:
«Мулкач çулĕ – ырă çул.
Лайăх çитĕнет тыр-пул.
Пухса илсен тыр-пула
Ташлаттарăп эп яла!»
Эх, Кукша, мухтан, мухтан!
Тыр-пулна пуçтар малтан!
Уяр пулчĕ иртнĕ çул,
Хиртех ĕнчĕ пур тыр-пул.
Çĕр пайне те халăха
Эс памарăн кĕркунне.
Хирте пухнă хывăха
Ăсатрăн Чăваш Ене.
Кăçал Турă панипе
Çумăр çăвать çăвĕпе.
Çӳлти Турă памасан
Нимĕн те пулмасть вĕт сан.
«Хам эп Турă! – тет Кукша,-
Çак ялта эпĕ патша!
Халăх вăл – ыйткалакан,
Эпĕ – çăкăр паракан!
Комбайнпа тракторне
Туянма кирлĕ укçа.
Соляркине бензинне
Укçаллах илет хуçа!
Çĕр улми, утă, тулли –
Халăха трантармалли.
Эп пулмасан ял пĕтет,
Сутмалăх та ман çитет».
…Çумăр çурĕ çăвĕпе:
Утă пĕтрĕ йĕпепе.
Уй-хиртех тырри-пулли
Юлчĕ пуль шăши валли.
Çумăр чарăнмасть ара:
Çĕр улми – лачакара.
Хăй пуçне хыçать Кукша:
«Эпĕ мар кунта патша…»
Сăмахсемшĕн ӳкĕнме
Халь çӳрет ял чиркĕвне.
 
АНАТКАС ХĔРĔ
Ачаран вăрттăн саваттăм
Анаткас чиперккине.
Уншăнах вăййа тухаттăм –
Систермен юратнине.
Юрласа пике анатчĕ
Çăл патне ик витрепе.
Çунтаратчĕ, тыткăнлатчĕ
Мана хăйĕн юррипе.
Эп çӳлтен вăрттăн сăнаттăм
Вăл епле шыв ăснине.
Шухăшра эп ăсататтăм
Пикене тăван килне.
Сарă çӳçлĕ, хăмăр куçлă…
Çак кунччен вăл манăçман.
Ман пулас килетчĕ туслă –
Калама вара хăйман.
Вăрттăн тĕл пулу шырарăм
Пусарма йӳç тунсăха.
Вăй пухса ăна каларăм
Калас тенĕ сăмаха.
Вăл тав турĕ, пуçне тайрĕ:
- Çулсем пирĕн пĕрле мар.
Урăххи мана юратрĕ,
Ырă кӳршĕм, эс каçар…»
Туй шавларĕ, туй кĕрлерĕ
Кĕркунне Анаткасра.
Чунра сӳнчĕ чун хĕвелĕ,
Сăнĕ çеç юлчĕ асра.
Хăнана яла килсессĕн
Чарăнатăп çăл умне.
Лăпланать чĕремçĕм ĕçсен
Ăш çунтармăш çăл шывне.
 
ПАСАРТИ ПĂТĂРМАХ
Кайрăмăр Кĕркурипе
Мускава, çĕр улмипе.
Пĕрлех пычĕ Варвари –
Кĕркурин куштан майри.
Ман тавра çын пухăнать –
Ман çĕр улми сутăнать.
Такмаклать ак Варвари:
«Кĕркури! Сан чыс пур-и?»
Пĕтерет сутса Ваççа:
Ман умрах турĕ укçа!
Çĕр улмийĕ сарăскер,
Хĕрлĕ куçлă, тутлăскер.
«Пăрăнать халăх манран.
Хăвала ăна çумран!
Кунта тăни усăсăр,
Киле кайăн пĕр пуссăр!»
«Ан янра-ха, Варвари,
Ваççан сорчĕ – «Розари».
Çынна кăшлама ăста,
Сут ав кишĕр, купăста…»
«Тен, эпир те, Кĕркури,
Ваççаран сорт илер-и?» -
Тесе ыйтать Варвари.
Пуçне сĕлтет Кĕркури.
Çитрĕ тепĕр кĕркунне.
Кайрăм Мускав пасарне.
Пĕлтĕрхи куштан майра
Пуç таять халь ман умра:
«Тавтапуç сана, Ваççа,
Çĕнĕ сорт парать укçа!
Кил, вырнаç эс юнашар,
Пĕлтĕрхишĕн эс каçар…
Пĕрлех сутар «Розари», -
Тет, кăмăллă Варвари.
 
Василий ЖУРАВЛЁВ.
 
Ульяновск хули.
 
: 987, Хаçат: 43 (1187), Категори: Поэзи хумe cинче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: