Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пурнăç ирĕк инкек çук чухне,
Шухăшсем çук çамрăк пуç çинче.
Мерчен куçлă ылтăн çĕррĕме,
Тупаймарăм шывăн тĕпĕнче.
 
Чĕкеç чĕлхиллĕ чĕвĕл-чĕвĕл Клава, ашшĕ-амăшĕ килĕнче, вĕсен шанчăклă çуначĕ айĕнче, пĕр хуйхă-суйхă курмасăр ӳссе çитĕнчĕ. Килĕнче ялан туслăх хуçаланнăран хăйĕн малашнехи кун-çулĕ çаплах пулĕ терĕ пулас. Хĕвел сăнлă, ырă кăмăллă Клава Володьăна пĕрре курсах юратса пăрахрĕ.
Чăнласа та кăмăла каймалли каччă Вова. Пĕвĕпе çӳллĕ, кăтраланса тăракан хура çӳçлĕ, çĕрлехи тĕттĕмре тӳпере çунакан çăлтăр пек кăвак куçĕсем илĕртӳллĕ, чĕлхипе те чăлах мар. Çар çынни тумĕпе тата килĕшӳллĕрех вăл…Офицерсем хатĕрлекен училищĕре вĕренекен каччă хоккей командинче те вылять.
Пĕррехинче, офицерсен клубĕнче, Вовăпа Клава вальс çемĕпе çĕр хута ташларĕç. Çамрăк хĕрпе каччăн пуçне чĕкеç ташши çавăрчĕ тейĕн, пĕр-пĕрин хушшинче çывăх туйăм çуратрĕ. Ăшă кăмăллă Клавăна Володя хăйĕн мăшăрĕ пулма ӳкĕтлерĕ. Суту-илӳ техникумĕнче вĕренекен хĕр аллине диплом илмесĕрех, ашшĕ-амăшĕ хирĕçлерĕ пулин те, качча кайрĕ. Çиçĕм пек хăватлă-çке вăл юрату! Никам тытса чарайми вăй! «Çар çыннисен пурнăçĕ – чăматан», – тенĕ ĕлĕкренех. Ăçта яраççĕ –çавăнта каймалла. Çамрăк мăшăр аякри çула тухса кайрĕ туй иртсенех. Хĕвеллĕ Ту текен яла çитсе вырнаçрĕç. Хăтлă хваттер, юнашарах вăрман, пулă тытса киленмелли пĕве. Юмахри пек илемлĕ вырăн кунта. Çамрăк мăшăр килсе тĕпленсен Вовăн ашшĕпе амăшĕ те ачасене çывăх пулас тесе куçса килчĕç. Туслă кил-йышра килĕштерсе пурăнаççĕ, çут тĕнчене пĕчĕк пепке çураласса кĕтеççĕ. Володьăна килте курма çук, вăл е службăра, е хоккей командипе тĕрлĕ çĕрте пулать.
Кун хыççăн кун иртет, Клава упăшкине тунсăхласа çитет. Алăри пĕчĕк ывăлĕпе Витьăпа савăнать пулин те, хăш-пĕр чухне мăйĕ çинчи пурçăн шарфĕпе куçне хупласа ĕсĕклесе йĕрет. Пĕччен кичем чухне алăри Витьăпа уçăлма тухать
Вăштăр-вăштăр çурхи çил вĕрнипе пĕве варринчи çĕмĕртлĕхрен ырă шăршă сарăлать. Клава çак пĕве хĕрричи пусма çинче кĕпе-йĕм чӳхеме юратать. Хăйпе пĕрле пĕчĕк ывăлне илсе килет. Тутлă шăршă сарнă чечексемпе курăк хушшинче тăватă çулхи Витя çухалсах каять. Сулхăн çил вăркăшса килсе Клавăн çурăмне сĕртĕнсе çӳçентерсе ярать, чунне шиклентерет. Çав хутлăхра пусмаран инçех те мар ача сасси илтĕнсе каять. Шыв хумĕсен ункисем аяккалла саланса кайнине курсан кăшкăрсах ярать Клава. Пулă тытса ларакан Костя ачана çăлас тесе шыва сикет. Анчах та…Мерчен пĕрчи пек пĕчĕк пепке сывлама пăрахнă. Амăш чĕри ĕмĕрлĕхе суранланать.
Пурнăç пыл та çу пек юхнă вăхăтра çак инкек сиксе тухнишĕн айăпне веçех Клава çине тиерĕç. Хуйхăпа Володя кăштах ухмаха тухмарĕ. Пульницара пайтах сипленмелле пулчĕ. Сывалса тухнă хыççăн Клавăна килĕнчен хăваласа ячĕ. Ашшĕпе амăшĕ темле тăрăшсан та ӳкĕте кĕртеймерĕç Володьăна. Килĕнчен тухса кайиччен Клава хурланса куççуль юхтарчĕ, ерипен сад пахчине тухса юрă юрларĕ
Йĕрсе шыçăннă куçне тутăрпа шăлса Клава вокзал еннелле чăматан йăтса утрĕ.
-Сывă пул, Хĕвеллĕ Ту. Сывă пул, савнă мăшăрăм Володя. Канлĕ çывăр, тăпру çăмăл пултăр юратура çуралнă ывăлăм, Витюша,- тесе ĕсĕклерĕ Клава. Тӳсме çук пысăк хуйăхпа ашшĕ-амăшĕ килне таврăнас темерĕ, юлташĕ пурăнакан пысăк хулана çул тытрĕ. Çывăх юлташĕ Валя ăна ĕçе вырнаçтарчĕ. Ушкăнра, ĕçре Клава кăштах хуйхи-суйхине сиркелеме пуçларĕ, вăхăт-тухтăр ерипен сыватать. Çак çылăхлă çĕр çинчи васкаварлă юратушăн инкек тӳсрĕ вăл. Сарăлса çитнĕ чечек пек çамрăк хĕрарăм нумайччен çунса, хуйхăрса асапланчĕ. Иртни çинчен халь шухăшлама та йывăр. Анчах чунри канăçсăрлăх кунсерен ӳссе пычĕ, ача амăшĕ пулнă хĕрарăм тантăшĕсен шăпине хапсăнма тытăнчĕ.
-Куççульпе çăвăнса ларнипе мĕн пулать?-шухăшларĕ Клава.
Хуйхи-суйхине сирсе хĕр тантăшĕсемпе пĕрле уçăлма тухса çӳрерĕ, çамрăк каччăпа паллашрĕ. Клавăн чĕрине çунтаракан ырату чакма пуçларĕ. Çапах та иртнине хăвăрт манса кайма пултараймарĕ.
Ара, пурнăçăн йĕрки çапла, çын яланах пуласси пирки ĕмĕтленет. Ăнланать Клава, çутă пуласлăх питĕ аякра, тĕттĕм кунĕсем асĕнчех. Сашăна епле кăмăлласан та хăйĕн ытамне илме хăяймарĕ вăл, çăлтăр евĕр çунакан куçĕсене аяккалла тартрĕ.
-Клава, каласам тĕрĕсне, хамăр мĕн чухлĕ тăрăшсан та пирĕн пуласлăх пулмĕ-ши?-ыйтрĕ Саша хĕрарăм куçĕнчен тинкерсе.
-Нимĕн те ан ыйт-ха хальлĕхе, эсĕ паян çумра чухне эпĕ телейлĕ,-терĕ Клава йăвашшăн.
Именчĕкне пусарса Сашăна мăйĕнчен ытакласа илсе хăй енне тайрĕ. Çак кунран пуçласа Клава пуçĕнчи хуйхи ерипен сĕвĕрĕлме, сӳнме пуçларĕ. Тулли уйăх шуса тухса вăрман хыçне пытаничченех уйрăлмарĕç вĕсем.
Çак телейлĕ тĕлпулусем çинчен «ырă çынсем» Сашăн чи çывăх çыннисене, ашшĕпе амăшне пĕлтернĕ. Клавăн иртнĕ пурнăçĕ пирки веçех Сашăна каласа панă. Килте килĕшӳ çухалчĕ, ашшĕ Саша çине хаяр сасăпа кăшкăрчĕ:
-Манса кай ун çинчен! Пурпĕрех унпа пĕрле пулас çук санăн. Тĕнчене çăраççипе питĕрсе хуман, амăшĕ пĕтмесен –хĕрĕ пĕтмест! Çын арăмне кин тăвас çук!
-Атте, анне, халап итлеме эсир пĕчĕк ачасем мар-çке. Курайман çынсенчен темĕн те илтме пулать, айăплама та ăста-çке ун пеккисем. Хам тупнă телее хам алăран вĕçертмĕп!-тесе Саша килĕнчен тухса каять.
Никам курман-илтмен çĕре çитсе вырнаçаççĕ Клавăпа Саша. Вĕсен ытарма çук ывăлпа хĕр пĕрчисем çуралаççĕ.
-Питĕ шел çапла пулса тухнишĕн, пĕртен-пĕр ывăлăн ачисене алă çинче йăтса çӳресе ӳстересшĕн, Сашăна телейлĕ тăвасшăн çунтăмăр-çке,- тесе ӳкĕнеççĕ халĕ карчăкпа старик.
Сашăн ашшĕпе амăшĕн сивĕ сăмахĕсем Клавăн çурăмĕ тăрăх сĕртĕнекен сивĕ çиле аса илтереççĕ.
 
Чăнлă районĕ,
Каша ялĕ.
 
: 1010, Хаçат: 43 (1187), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: