Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юпан 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери 17-мĕш чĕлхе фестивалĕ иртнĕ. Фестивале Раççейпе республикăн экономика аталанăвĕн тата вĕрентӳ министерствисем, «Ăнăçулăх чĕлхи» ют чĕлхисен шкулĕ тата «Хавал» пĕрлешӳ пулăшнипе Чăваш Республикин çамрăксен Эсперанто ассоциацийĕ йĕркеленĕ.
Фестиваль хăнисен шутĕнче Татьяна Борисовна Агранат (Мускав, филологи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, Раççейри ăслăлăх академийĕн Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕн аслă ăслăлăх ĕçлевçи), Ирина Владимировна Самарина, (Мускав, Раççейри ăслăлăх академийĕн Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕн чĕлхе хутшăнăвĕсене тишкерекен центрĕн ĕçлевçи), Арцём Федоринчик, (Украина, Кейӳ, чĕлхеçĕ), Михаил Хаминский (Мускав, чĕлхеçĕ, Мускаври чĕлхе фестивалĕн йĕркелӳçи), Реми Буасона (Франци, волонтерсен пĕтĕм тĕнчери программин ĕçĕ-хĕлне хутшăнаканĕ, Lаnguаgе Еxсhаngе Сlub (Кейӳ) проект пуçаруçи), Полин Колен (Франци, волонтер) пулнă.
Пурĕ 40 яхăн чĕлхепе паллаштарнă: авалхи вырăс, авалхи грек, авалхи славян, азербайджан, акăлчан чĕлхин Америка варианчĕ, араб, Балтика тăрăхĕнчи сайра усă куракан финн чĕлхисем (вод, ижор, лив, вепс, ингерманланд), белорус, вьетнам (пĕтĕмĕшле паллаштарнă), галис, грузин, гэлао, испан, итальян, Калифорнири идейсен чĕлхи (пĕтĕмĕшле паллаштарнă), каталон, китай, латин, нидерланд, нимĕç, руна, словак, таджик, турккă, тутар, украин, фанг, Финлянди саам чĕлхисем (пĕтĕмĕшле паллаштарчнă), финн, хрантсус, чăваш, эди (Папуа Çĕнĕ Гвиней), эсперанто, яппун чĕлхисемпе.
 
: 853, Хаçат: 43 (1187), Категори: Чaваш тeнчи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: