Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чӳк – Аслă Турра, унăн çемйине тата ăна пулăшакансене (чĕрĕ тата чĕрĕ мар çут çанталăка, этемĕн пĕрлĕхне, çынсене упракан чунсене) парне панипе çыхăннă йăла-йĕрке. Çак сăмахăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăл парне панине те, йĕркене туса ирттермелли вырăна та, çӳл тӳпери темĕнле аслă чуна та пĕлтерет. Унпа Турă ячĕпе сăмах каланă чухне та усă кураççĕ.
Авалхи чăвашсен халапĕсем тата тĕн ĕненĕвĕсем тăрăх Тĕнче виçĕ пайран – çут çанталăк, общество тата çын - тăракан уйрăлми пĕрлĕх пек курăнать. Ăна Турă хăйĕн йĕкĕреш пиччĕшĕ Киремет пулăшнипе туса хунă иккен. Анчах çакăн хыççăнах Киремет усал вăйсен ирĕкне лекнĕ. Çавăнпа Турă ăна Çӳлти тĕнчерен хăваласа янă.
Турă Тĕнче пайĕсем пĕр-пĕринпе килĕшӳре пурăнччĕр тесе тăрăшать. Шуйттан вара хăйне пăхăнакан усал вăйсем пулăшнипе çынна çураçăва аркатакан киревсĕр ĕçсем тума хĕтĕртет. Турă айăпа кĕнĕ этеме явап тыттарма, ăна тĕрĕс çул çине тăратма хăйĕн тарçисене ярать. Авалхи чăвашсен мĕнпур йăли тĕнчери йĕркелĕхе тытса тăрассипе е арканнă шайлашăва йĕркене кĕртессипе çыхăннă. Çын – общество умĕнче, общество çут çанталăк тата Турă умĕнче яваплă.
Тĕнчери килĕшӳлĕхе чӳклесе тытса тăраççĕ. Шуйттан хĕтĕртнипе общество лăпкăлăхне шуйхатнă çыннăн Турра парне парса айăпне каçарттармалла. Унсăрăн хайхискерĕн киревсĕр ĕçĕсем обществăна пĕтерме, юлашкинчен вара Тĕнчене аркатма пултараççĕ.
Шайлашăва яланах аялтисем – çынсем - пăсаççĕ. Йĕркене вара çӳлтисем – Турă енчисем. Çын айăпа кĕрсен пĕчĕк чӳк туса айăпне каçарттарнă.
Кунсăр пуçне чăвашсен пысăк чӳксем те пулнă. Паллă пĕр-пĕр пулăмпа çыхăнтарса халăх пĕрле чӳк тунă.
Çулсерен авалхи тĕнсене тытса пыракансем тырă пиçнĕ вăхăтра Мăн е Аслă чӳк е уй чӳкĕ, çумăр ыйтса çумăр чӳкĕ ирттернĕ. Мĕнпур ял-йыш ятĕнчен панă парне обществăри йĕркелĕхе, тĕнчери килĕшӳлĕхпе шайлашăва тытса тăма тивĕç пулнă.
Христос тĕнĕ сарăлнă май чӳк йăли-йĕрки манăçа тухма пуçланă: ăна сайра-хутра çеç ирттеркеленĕ, хăш-пĕр вырăнта виçĕ чӳк пĕрлешсе кайнă.
 
: 985, Хаçат: 43 (1187), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: