Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Упамсар шкулĕн – хăйĕн ырă йăли-йĕрки
 
Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсарти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул облаçри 206 вăтам шкул хушшинче ирттернĕ ят-сум кăтартăвĕпе 10-мĕш вырăн йышăннă, тулли мар вăтам пĕлӳ параканнисем хушшинче – 2-мĕш. Икĕ хутлă пĕлӳ çуртĕнче кăçалхи вĕренӳ çулĕнче 62 ача вĕренме пуçланă. Вĕсемсĕр пуçне тата сакăр шăпăрлан шкул умĕнхи хатĕрленӳ урокĕсене çӳрет. Ачасемпе 14 вĕрентӳçĕ ĕçлет. Кăçал паян ĕçлекен шкула куçнăранпа – 25 çул.
Упамсар шкулĕпе пирĕн редакци тахçантанпах çыхăну тытать. Унăн малтанхи директорĕ Раиса Георгиевна Чернова пире кашнинчех хапăл йышăнатчĕ. Паян вăл тивĕçлĕ канура пулин те ĕçлет-ха. Хальхи лару-тăрупа вара çамрăк та малкурăмлă пуçлăх Альбина Владимировна Долгова директор паллаштарать. Вăл çак ялсемех. Чăваш кил-йышĕнче 1966 çулхи авăнăн 21-мĕшĕнче çуралнă. (Кăçал çуралнă кунĕ тĕлне – авăнăн 24-мĕшĕнче — хĕрĕ амăшне мăнук (София) çуратса парне тунă). Вăтам шкул хыççăн Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Çар çыннине качча кайнăскер чылай çул хушши Димитровградра пурăннă, шкул çулне çитмен ачасене воспитани парас тĕлĕшпе ĕçленĕ. Мăшăрĕ пенсие кайсан Долговсем Упамсарта тĕпленеççĕ. Упăшкин тăван ялĕ Малаел пулнине пăхмасăрах.
— Çапла майпа, 2000 çултанпа эпĕ тăван шкулта вăй хуратăп,-терĕ Альбина Владимировна хăйĕн ĕçĕпе тата ĕçтешĕсемпе кăмăллă пулнине систерсе. – Директор лавне туртма сĕнсен килĕшрĕм.
Пирĕн шкула çӳрекенсем Ульяновск облаçĕнчи вĕрентӳ министерстви, Çĕнĕ Малăкла районĕнчи халăх вĕрентĕвĕн пайĕ йĕркелекен конкурссене хутшăнма тăрăшаççĕ, хавхалансах ют регионсене те тухса çӳреççĕ. И.Я.Яковлевăн çуралнă кунне халалласа Самар облаçĕнче ирттернĕ ача-пăча фольклорĕн ăмăрту-куравĕнчен, Чăваш Республикинчи чĕлхеçĕ-ăсчахсен «Чĕвĕлти чĕкеç: чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» конкурссенчен Тав çырăвĕсемпе таврăнчĕç. Ачасем хастар пирĕн, вĕсене ăс параканĕсем пултаруллă. Шел, кăçалтан чăваш чĕлхипе литератури урокĕсене предмет шайĕнчен кружок тĕллĕн хăварма тиврĕ. Ачасем килĕсенче тăван чĕлхепе калаçмаççĕ, чăвашла пĕлмеççĕ. Аслă трибуна умне тăрса «Чарăнăр! Мĕн тăватăр?» тесе кăшкăрсан та усси пулас çук. Ял вырăсланать. «Атăлçи халăхĕсен культури» кружока пуçламăш классен вĕрентӳçи Надежда Вармандеевна Романова ертсе пырать. Хальлĕхе 15 ача çӳрет унта. Тĕрлĕ наци ачисем хушшинче чикансем те пур. Хастар вĕрентӳçĕ ачасемпе хăвăрт пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Вăл çурла (август) уйăхĕнче иртнĕ чăваш чĕлхипе литературин вĕрентӳçисен педагогика конференцийĕнчен çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăмпа таврăннăччĕ. «Пĕр урок сыпăкĕпе ун тулашĕнчи мероприяти» видеоӳкерĕве ентешĕсем кăмăллă пулнă иккен. Пĕлтĕр пирĕн Упамсар шкулĕнче , облаçри тăван чĕлхе вĕрентӳçисен семинарĕ иртрĕ. Тавах ĕçтешĕмсене пулăшса хавхалантарса пынăшăн. Пĕлӳ çуртĕнче пурнăç вĕрет. Шкулти хореографи ăсталăхĕн кружокĕн ертӳçипе В. В. Лепёшкинапа Н.В.Романова ку кĕр кунĕнче Ульяновск облаçĕнчи наци культурисене çĕнетсе аталантаракан Центрпа УОЧНКА йĕркелесе ирттерекен «Путене» конкурса хутшăнма хатĕрленеççĕ. Пĕлтĕрхи «Путенерен» виççĕмĕш степеньлĕ дипломпа таврăнтăмăр. Пирĕн шăпăрлансен ташшине ытараймарĕç жюри членĕсем. Димитровградри таврапĕлӳ музейĕ кăçал Упамсар шкулĕпе ятарлă килĕшӳ турĕ. Çитес çулхи пуш уйăхĕнче музей никĕсĕнче Патриархăмăр юбилейне халалланă И.Я. Яковлев вулавĕсем иртĕç. Кăçал музейсем хушшинче ирттернĕ «Чи аван этнографи музейĕ» пĕрремĕш область конкурсĕнче пирĕн шкулти музей пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Диплома Ульяновск область вĕрентӳ министрĕ Екатерина Уба алă пусса çирĕплетнĕ. Авăн уйăхĕнче иртнĕ зонăри II музей фестивалĕнчен Хисеп хучĕпе таврăнтăмăр. Аталанатпăр, тăрмăшатпăр. Куллен мĕн те пулин çĕнни тупăнать.
Упамсар шкулĕн хăйĕн ырă йăли-йĕрки йышлă. Мĕнпур пархатарлă ĕç ачасемшĕн тăвăнать. Шкул пахчинче вĕсем валли пахча çимĕç, улма-çырла ӳстереççĕ. Маттурсем хĕлĕпех хăйсем шăварнă кишĕр- чĕкĕнтĕртен, купăстаран хатĕрленĕ апат çиеççĕ. Усăллă пахча çимĕçе чĕрĕлле упрама нӳхреп-тавраш та пур. Столовăйра хальхи вăхăтпа шайлаштарса тунă кăмака-плита тăрать. Ăна нумаях пулмасть туяннă. Шкулта сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнни куçкĕретех. Кунта спортзалсăр пуçне тата тренажёр пӳлĕмĕ те пур. Ачасем те, аслисем те сывлăхĕсене çирĕплетме çӳреççĕ.
Тата нумай-нумай çул пурăнма ырлăх сунас килет Упамсар шкулне, 30, 50, 100… çулхи юбилейĕсене паллă тумалла пултăр.
 
: 1017, Хаçат: 44 (1188), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: