Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
РФ ЮНЕСКО ĕçĕсен комиссийĕн яваплă секретарĕпе Григорий Орджоникидзепе «Ульяновск- культурная столица» фонд директорĕ Татьяна Ившина калаçу ирттернĕ. Унта 2013 çулта Ульяновскра йĕркелеме палăртнă тĕнчери «Культура нового поколения» форума ЮНЕСКО ĕçĕсен комиссийĕ хутшăнасси пирки калаçса татăлнă.
«Ульяновск – культурная столица» фонд дирекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пулас форумра Раççей Федерацин субъекчĕсенчи тата пăхăнман патшалăхсен пĕрлешĕвĕн çĕршывĕсенчи ачасен пултарулăх çурчĕсен представителĕсемпе тĕлпулу йĕркелеме палăртнă. Ульяновск облаçĕнчен форума Халăх культурин центрĕпе «Ульяновск – культурная столица» фонд представителĕсем хутшăнĕç. Вĕсем «Роль учреждений культуры в сохранении нематериального культурного наследия (национальные праздники, мероприятия, связанные с национальными обычаями)» темăпа пухăннисем умне тухса калаçĕç.
-ЮНЕСКО представителĕсем форума хутшăнни пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен культурăна сыхласа хăварас тата аталантарас ыйтура ку организацин витĕмĕ юлашки çулсенче ӳссе пырать. Кунсăр пуçне вĕсем тĕрлĕ çĕршывсенче пысăк проектсемпе ĕçлеççĕ, апла пулсан вĕсене пирĕн те хутшăнма май пулать, - тенĕ Татьяна Ившина.
 
: 830, Хаçат: 44 (1188), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: