Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2008 çултанпа Тĕнчери шкул вулавăшĕсен Канашĕ юпа уйăхĕнче пур çĕршывсенче те шкул вулавăшĕсен уйăхлăхне ирттерет. Раççей те аякра тăрса юлмасть. Ачасене кĕнеке тĕнчине явăçтарасси пĕр енчен çăмăл ĕç пек, тĕрĕссипе вара вăл пĕлӳ патне илсе пыракан çул. Ахальтен мар вырăссен аслă писателĕ Максим Горький çапла каланă: «Мĕнпур лайăххине мана кĕнеке вĕрентнĕ».
Шкул вулавăшĕсен уйăхлăхĕ пирки эпĕ Çĕнĕ Майнăри пĕрремĕш номерлĕ шкулăн вĕрентӳçинчен Зоя Васильевна Ерофееваран пĕлтĕм. Вăл икĕ томлă «Краткая чувашская региональная энциклопедия» кĕнекене туянасшăнччĕ. Малтанах эп тĕлĕнтĕм, мĕншĕн тесен вăл тахçанах çак кĕнекепе усă курса çамрăк таврапĕлӳçĕ-журнали стсемпе мероприятисем ирттернине пĕлетĕп. Зоя Васильевна хальхинче энциклопедие тăван шкулне парнелеме туяннине пĕлтерчĕ. «Вĕрентекенсем те, ачасем те унпа туллин усă курччăр», - терĕ.
Ку шкул вулавăшĕн заведующийĕ - Лариса Васильевна Брянцева. Вулавăшра ялан тирпейлĕ, стендсене пĕлсе çакнă. Лариса Васильевна кĕнеке фондне çĕнетессипе, сыхлассипе нумай ĕçлет. Çавăнпа та Зоя Васильевна вулавăша энциклопеди парнелесен питĕ савăнчĕ. Унта Çĕнĕ Майна хула тăрăхĕнче пурăнакан, пурăннă паттăр та ĕçчен çынсем пирки те материалсем нумай.
 
Димитровград хули.
 
: 789, Хаçат: 44 (1188), Категори: Ырă тĕслĕх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: