Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнче студентсемпе шкулта вĕренекенсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Тĕслĕхрен, Ульяновскри аслă пĕлӳ паракан вĕрентӳ заведенийĕсенче 3 пин тенкĕ калăпăшлă Кĕпернаттăрăн И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен стипендине çирĕплетнĕ. Ăна ППЭ (ЕГЭ) обязательнăй икĕ дисциплинăпа тата профильлипе 225 баллран ытларах панă вăтам шкултан вĕренсе тухакансене параççĕ.
Кунсăр пуçне «Молодёжь Ульяновской области» программа шайĕнче çамрăк тĕпчевçĕсене Кĕпĕрнаттăр гранчĕпе тивĕçтерме тесе укçа-тенкĕ уйăрнă.
Шкулта вĕренекен отличниксен стипендийĕ çинчен те саккун проекчĕ хатĕр. Ăна панă чухне регион аталанăвĕн тухăçлăхне шута илеççĕ. Лайăх вĕреннине палăртнă чухне авиастроени, ядерлă физика, медицина тата ытти направленисене тимлĕх уйăраççĕ.
Атăлçи тăрăхĕнче – Иккĕмĕш
Облаçри ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин пĕлтернĕ тăрăх, облаçри хуçалăхсенче мĕнпурĕ 1 320 пин тонна тĕш тырă вырса илнĕ. Кашни çын пуçне — 1 тонна. Акнă çĕрсен 94 проценчĕ пушаннă ĕнтĕ. Атăл тăрăхĕнчи федераллă округра регион 2-мĕш вырăнта пырать. Тухăç гектартан – 24,8 центнер.
Мелекесс районĕнчи Крупская ячĕллĕ хуçалăх мĕнпурĕ 62 пин тонна тĕш тырă вырса кĕртнĕ. Чартаклă , Кивĕ Майна тата Чăнлă районĕсем — 100 пин тонна, вĕсенчен кăшт çеç каярах Сăр тата Майна районĕсем. Мелекесс районĕ чĕрĕк миллион тонна пухса кĕртнĕ, гектартан – 34,1 центнер!Çĕнĕ Спасск районĕ тырçине вĕçленĕ.
Ял хуçалăх министрĕ сăмахĕпе, вăл РФ ял хуçалăх министерствине тухса каймалла. Унта кĕске сроклăх кредит илме, лайăх йышши вăрлăх туянма тата акнă çĕрсене страхлама 157 миллион тенкĕлĕх килĕшӳ тума палăртнă. Унсăр пуçне тата 22 миллион тенкĕлĕх килĕшӳ — «Соцразвитие села» программăпа килĕшсе çамрăк специалистсене çурт-йĕр туянма. Çаплах 11 миллион тенкĕлĕх «Развитие мясного скотоводства» проектпа килĕшӳ тума палăртнă.
Муниципаллă пĕрлĕхсен
аталану программи
Программа документне хатĕрлеме кĕпĕрнаттăр район администрацийĕсен пуçлăхĕсене хушнă. Ăна 2012 – 2020 çулсене пурнăçламалла. Облаçри экономика министрĕ Олег Асмус сăмахĕпе, аталану стратегийĕпе тăрăшарах Барăш, Инза, Майна, Ульяновск районĕсем ĕçлеççĕ. Стратегие йĕркелеме Мускаври “Центр стратегических разработок – Регион” хастар хутшăнать.
Çу уйăхĕнче специалистсем облаçра социологи ыйтăвĕ ирттернĕ, çынсем экономикăн хăш-пĕр пайĕн ĕçне хак панă. Облаçра пурăнакансем транспорт ыйтăвне, экологи лару-тăрăвне, халăха ĕçпе тивĕçтерес службăн, социаллă службăн ĕçĕсене, суту-илӳпе обществăлла апатлану, тивĕçтерӳ службисен, коммуналлă хуçалăхăн тата Ульяновск влаçĕн ĕçне хак панă. Сергей Морозов çакăн пек ыйтăмсене кашни районтах ирттерме хушнă.
-Аталану стратегийĕн тĕллевĕ - çынсен пурнăçне лайăхлатасси. Кашни районăн стратегийĕ облаçрипе килĕшсе тăмалла, облаçри – çĕршывăннипе. Ĕçе çакăн пек йĕркелесен кăна Ульяновск облаçĕ аталанма пултарать, - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
 
: 1021, Хаçат: 36 (1128), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: