Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кунтикавра пурăнакан Лидия Никодимовна Тихонова (Васиярова) юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче 75 çул тултарнă. Мăшăрĕпе – Анатолий Михайловичпа – вĕсем пилĕк ача çуратса ӳстернĕ. Йăх-тымарĕ юпленсе, сарăлса пырса 22 çынна çитнĕ ĕнтĕ. Вăл шутра – сакăр мăнук.
 
Тихоновсен çемйи Кунтикавра хисеплисенчен пĕри. Çавăнпа та ял 90 çул тултарнă ятпа иртнĕ уявра урамри пысăк сценăна Лидия Никодимовнапа Анатолий Михайловича юнашар ӳкерсе пысăклатнă баннер илемлетрĕ. Вĕсем – чăваш тумĕпе. Аллисенче – çăкăр-тăварпа кăпăклă сăра. Шел, 50 çул пĕрле пурăннă хыççăн (2011 çулта) çемье пуçĕ чире пула çĕре кĕнĕ.
Лидя аппа халĕ пĕчченех пурăнать. Ачисем мăшăрланса хăйсен çемйисене çавăрнă. Славик ялтах тĕпленнĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ лавкка тытаççĕ. Чĕмпĕрте пурăнакан Кольăн, Надьăн, Вовăн, Мишăн çемйисем те тăтăшах килсе çӳреççĕ тăван килне. Пĕлтĕр çуртне юсанă, чӳречисене пластиклипе улăштарнă. Мăшăрĕ пурăннă чухнех пӳртне шыв кĕртнĕ, юхса тухмалла тунă. Амăшне пулăшу кирлĕ самантра ачисем яланах юнашар.
-Халĕ рехет,-тет Лидя аппа.- Шел, ватăлтăм.
Лидия аппан хăтлă çуртĕнче калаçса ларнă май вăл ачалăхне, çемье чăмăртаннă çулсене аса илчĕ.
-Эпĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнче, Çĕнĕ Йĕлмелĕнче çуралнă. Пирĕн аттепе анне пĕрлешнĕ кăна пулнă, вĕсене раскулачит туса Мускава янă. Вĕсем ялтан инçех мар Тимен ялне тарса килсе вырнаçнă. Часах аттене салтака илсе кайрĕç. Эпир аннепе юлтăмăр. Виçĕ класс тутар шкулĕнче вĕрентĕм. Тутар ачисем хушшинче эпир те тутарла калаçаттăмăр. Атте салтакран таврăнсан тĕлĕнсе кайрĕ. Пире чăвашла калаçманшăн вăрçрĕ. Кайран эпир Кунтикава куçса килтĕмĕр. Пире «тутар ачисем» терĕç. Кунта çичĕ класс пĕтертĕм. Атте вара нумаях пурăнаймарĕ. Тăватсăмăра анне пĕчченех ӳстерчĕ. Шкул пĕтерсенех фермăра ĕне сума тытăнтăм. Пĕр çул пире, ача-пăчана, Санька тете Ленинград облаçне вăрман касма илсе кайрĕ. Кашасем те пурччĕ унта. Вăрман варринче икĕ хутлă çурт тата пĕр ларёк ларатчĕ. Çулталăка яхăн нушалантăмăр кунта. Пĕренесене шпал пек касса якататчĕç. Эпир тиесе яраттăмăр. Ĕçленĕ укçапа киле посылка яма тăрăшнă. Çав хушăра сакăр посылка çитсă ятăмăр. Унтан таврăнсан фермăрах ĕçлеме тытăнтăм. Йăмăкпа пĕр бригадăраччĕ,- каласа парать Лидя аппа.
Çемье мĕнле чăмăртаннипе кăсăклансан вăл именерех çапла каласа пачĕ.
-Пулас мăшăрпа эпир пĕр урамрах – çичĕ кил урлă пурăннă. Пĕрле çапăçса ӳсрĕмĕр темелле. Вăл вăхăтра ялта çамрăксем нумайччĕ. Темшĕн вăл мана суйласа илчĕ. Икĕ çул çӳренĕ хыççăн Толя туй тума шутларĕ. Эпĕ качча кайсан пăянам çуртне – пĕчĕкскере – пурăнма куçрăм. Ăшă вите пулманнипе ĕнине сума пӳрте илсе кĕретчĕç. Ачамсене пăянам ӳстерсе пачĕ. Эпир шав ĕçре пулнă. Вăл пит сапăр çынччĕ. Ачасем çитĕнерехпе çулсерен 8-9 гектар чĕкĕнтĕр çумлаттăмăр. 1962 çулта мăшăрпа çурт лартрăмăр. Кайран – шатрун çурт (халĕ пурăнаканнине). Тольăпа лайăх пурăнтăмăр. Мана нихçан та кӳрентермен. Тăванĕсемпе те килĕштернĕ.
Тăван тенĕрен, хăйĕн йăх-тымарĕпе те çыхăну çухатмасть вăл. Унăн иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ – Николай Ильич Калаков – нумай вăхăт УлГУра преподавательте ĕçлерĕ. Халĕ – Мускаври çар академийĕнче вĕрентет. Вăл кашни Çимĕкех тăванĕсене Çĕнĕ Йĕлмеле пуçтарать. Лидя аппа кăçал та хăй çуралнă ялне Мишша ывăлĕпе кайса килнĕ.
-Çапла тăвансемпе, хăта-тăхлачсемпе, ачам-пăчампа, мăнуксемпе йăпанса пурăнатăп. Ачасем питĕме хĕретмерĕç. Пурте хăйсен телейĕсене тупрĕç. Мишша Ульяновскри ОМОН пуçлăхĕн çумĕ. Хĕрӳ вырăнсенче нумай хут пулчĕ. Телее, чĕрĕ-сывă таврăнчĕ. Веçех аван, пурнăç ватлăх енне шуса пыни çеç кăштах кулянтарать,- тет вăл йăл кулса.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 1097, Хаçат: 44 (1188), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: