Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
УНШĂН МОТОР ШАВĔ ТЕ ЮРĂ-КĔВĔ
 
Пурнăç тĕллевне вăл хăех палăртнă. Ун патне çывхармалли çул-йĕре те хăех шыранă. Тупнă. Чи пысăк тĕллевĕ унăн – чăн-чăн ÇЫН пуласси, çемьеллĕ, йĕркеллĕ, çăкăр-тăварлă пурăнасси пулнă. «Пурăннинчен хакли нимĕн те çук», – тесе çирĕплетет Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашра телейне тупнă Николай Владимирович Беляков.
 
Вăл 1946 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче çемьери тăватă ачаран пĕрремĕш тĕпренчĕк пулса çут тĕнчене килнĕ.
Ашшĕ – Владимир Фомич – 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче çĕршыва хӳтĕленĕскер, Çĕнтерӳпе нумай-нумай орденсемпе, медальсемпе таврăннăскер, колхозра бригадирта, заправщикра, счетоводра вăй хурса чапа тухнăскер пулнă. Амăшĕ – Анна Ильинична – ял хуçалăхĕнче трактористкăра вăй хурса сумлă ят çĕнсе илнĕ. Вĕсем аслă ачин – Николайăн – малашнехи пурнăç шăпине те татса панă темелле. Вăл ялти шкултан сакăр класс пĕтерсе тухнă та Çинкĕлти ял хуçалăх управленин училищине вĕренме кĕнĕ. Унта анлă шайлă тракторист-машинист профессине тивĕçнĕ.
Николай Беляков салтак ячĕ тухиччен колхоз уй-хирĕсене сухаланă. 1964 çулта çар комиссариачĕ урлă водителе вĕренсе тухнă.
Çĕнĕ Улхаш каччи Эстонийĕн Тапа хулинчи вĕçев çарĕнче моторист-водитель пулса хĕсметре тăнă.
1968 çулта яла таврăннă çамрăк раштав уйăхĕнче автобус водительне вĕренсе тухать.
1970 çулта пурнăç тути-масине самай астивнĕ Николай Беляков çемье çавăрать – ял хĕрĕпе Галина Фёдоровна Микушкинапа – пĕрлехи пурнăç çулĕ çине тăрать. Сăмах май, ун мăшăрĕ тивĕçлĕ канăва кайичченех пуçламăш класс ачисене вĕрентсе «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçет.
Н.В.Беляков 1998 çулччен – 27 çул - Аслă Нагаткинри ял хуçалăх техникин организацийĕнче водитель пулса вăй хурать. Çак хушăра çемьере тăватă ача çут тĕнчене килет: Владимир (1971, Ульяновск таксисчĕ), Ирина (1972,педагог), Полина (1974, педагог) тата Борис (1978, Ульяновск таксисчĕ). Пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă.
Беляковсем яла куçса килеççĕ те 2004 çулччен, вырăнти колхоз арканиччен, тĕрлĕ ĕçсенче вăй хураççĕ.
Николай Владимирович РФ ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе наградăланса «Ĕç ветеранĕ» ята тата кăкăр паллине тивĕçет.
Беляковсен çичĕ мăнук. Пысăк хуçалăх тытаççĕ. Ĕмĕр ватăсемпе пурăнаççĕ: 93 çул тултариччен асламăшне пăхса пурăннă, паян вĕсен хӳттинче – Николай Владимировичăн сусăр йăмăкĕ – Зоя.
Ентешĕмĕрĕн тепĕр пултарулăхне те палăртса хăвармалла. Вăл хăй тĕллĕн вĕреннĕ маçтăр-хут купăсçă. Хăй вăхăтĕнче ялта унсăр нимĕнле ĕçкĕ-çикĕ те иртмен. Ĕçе каяс умĕн те аллине хут купăс тытса кунĕпе ĕçлемелăх вăй-хал тата кăмăл-туртăм илнĕ.
Техникăпа мĕн ачаран туслă хут купăсçă мотор шавĕнчи юрă-кĕвĕ туйăмĕпе киленнĕ.
 
 
 
Чăнлă районĕ,
Çĕнĕ Улхаш ялĕ.
\
 
: 958, Хаçат: 44 (1188), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: