Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тереньга районĕнчи Подкуровка ялĕнче пурăнакан чăвашсем хушшинче ăстасем чылай. Кам мĕн енĕпе пултаруллă. Лидия Петровна Власова вара тĕрлеме ăста. Сакăр ковёр тĕрленĕ вăл хăй аллипе. Килĕнче халĕ улттăшĕ упранаççĕ, иккĕшне парнеленĕ – амăшĕпе аппăшне. Кашни эрешĕпе, тĕсĕсемпе уйрăлса тăракан кавирсем кил-çурта илем кӳреççĕ кăна мар, амăшĕ чун ăшшине парса ĕçленипе ăшă та çутă параççĕ.
-Тĕрĕ тĕрлесси – маншăн мĕн ачаран хăнăхнă ал ĕçĕ. Эп Чăваш Енри Елчĕк районĕнчи Вăрăмхва ялĕнче çуралнă. Пирĕн патри хĕрарăмсем – тĕрĕ ăстисем. Пире те, ачасене, пĕчĕклех йĕппе çип тыттарнă. Качча кайнă чухне парне пама тесе мĕн чухлĕ ал шăлли тĕрлемен-ши! Кавир тĕрлесси, паллах, хăнăхнă тĕрĕрен уйрăлса тăрать. Ăна кунта, мăшăрпа Подкуровкăна куçса килсен вĕрентĕм. Ман мăшăр Вячеслав Васильевич выльăх тухтăрĕччĕ. Пĕррехинче, куçса килсенех, ун патне пĕр вырăс хĕрарăмĕ ĕнесен юнне илмелли пысăк йĕп ыйтма килчĕ. Мĕн тăватăн унпа тесе ыйтсан кавир тĕрлесшĕн тет. Украинăна тăванĕсем патне курма кайсан вĕренсе килнĕ хăй. Пыр, сана та вĕрентеп терĕ. Станокне йывăç ещĕкрен тунă. Çапла ĕç пуçланса кайрĕ. Хам ун чухне строительство материалĕсен склачĕн заведующийĕнче ĕçлетĕп. Пĕрре тĕрлеме тытăнсан кавире пĕтериччен пăрахас килмест. Пĕр кавире тĕрлеме уйăх кирлĕ. Çапла ирхи 3-4 сехет те çитсе каятчĕ ал ĕçĕпе аппаланса. Вара кайран ытти кавирсене декретра тĕрлерĕм. Эрешĕсене хамах шутласа кăларатăп, тĕсĕсене килĕштерсе çыхăнтаратăп. Пĕлтĕр тунсăха путнипе каллех тĕрлеме лартăм, - каласа парать вăл.
Ялти ытти чăваш хĕрĕсене те кавир тĕрлеме вĕрентнĕ Лидия Власова.
Лидия Петровна 4 çул складри ĕçе йĕркелесе пынă хыççăн фермăна куçнă. Унта мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех, 22 çул ытла вăй хунă. Вăл амăшĕсенчен тин уйăрнă пăрусене пĕчĕк ачана пăхнă пек ачашласа, чунне парса, юратса пăхнă. Çавăнпа та пăрусем ӳтне ыттисенчен ытларах хушнă. Лидия Власован сăн ӳкерчĕкĕ ялан Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă.
Икĕ ывăл çитĕнтернĕ вĕсем мăшăрĕпе. Виталийпе Алексей ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен ӳснĕ, вĕренӳре те малтисем пулнă, кашни çулах Хисеп хучĕсемпе вĕçленĕ. Тăрăшуллă ĕçчен çемьене колхоз коттедж панă. Килте пĕр-пĕрне хисеплени, юрату хуçаланнă, сăвă-юрăпа, кулăпа кил-çурт тулнă. Анчах çемьери телее ăнсăртран пысăк хуйхă çапса аркатать. 18 çул пĕрле пурăннă хыççăн 1994 çулта кил хуçи Вячеслав Васильевич çухалать.
-Таврари ялсенчи (Ясашлă Ташла, Скугареевка) çыннисен выльăхĕсем чирлесен те мăшăрăма чĕнтеретчĕç. Эп ĕне суса кĕтĕм те каçхи апат хатĕрлетĕп. Мăшăр хапха умĕнче тăратчĕ. Апата чĕнсен, эп халь кăна чей ĕçсе тухрăм тесе кĕмерĕ. Кăшт вăхăт иртсен тухса пăхрăм урама – çук. Çĕрле вăранса кайрăм – çук. Ирпе те çук, тепĕр кун та. Никам та курман. Килет-ха тетĕп хама лăплантарса. Эрнерен ял Советне кайрăм, милицие заявлени çыртăм. Телевизорпа та кăтартрĕç. «Канаш» хаçатра та пĕлтерчĕç, «Жди меня» кăларăма та çырса пăхрăмăр. Çук, паянхи кунччен те çук. Ăçта кăна çитмерĕм, камран кăна ыйтмарăм упăшка пирки. Пĕрисем сывă теççĕ, теприсем вилнĕ теççĕ. Пĕлместĕп, ăçта кайса кĕчĕ. 39 çулта хăраххăн тăрса юлтăм, 18 çул ĕнтĕ йĕрсе упăшкана кĕтетĕп,- калаçăвне тăсать вăл юхакан куççульне шăлнă май.
Мăшăрĕ çухалсан çулталăкран аслă ывăлĕ Виталий шкул пĕтерет. 1995 çул. Ĕç укçине те вăхăтра тӳлемеççĕ. Упăшки çук, пенси те памаççĕ уншăн. Йывăр пулсан та ачи ыттисенчен кая пулман. Шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă Виталий хăй вăйĕпе техника çар училищине вĕренме кĕрет. Халь çар çынни, çемйипе Ростовра пурăнать. Иккĕмĕш ывăлĕн Алексейăн та аттестачĕ çинче «тăваттăпа» «пиллĕк» паллăсем кăна пулнă. Вăл юрист профессине алла илнĕ, облаçри судра приставра ĕçлет, çемйипе Ульяновскра пурăнать. Çапла Лидия Петровна выльăх-чĕрлĕх усраса ачисене ура çине тăратать.
Халĕ икĕ ывăлĕн çемйипе, мăнукĕсемпе савăнать Лидия Петровна. Ачисене пулăшас тесе хальччен ĕне усрать, çулла яла канма килекен хула çыннисем хаваспах Лидя аппа патне пырса тутлă сĕт, тăпăрчă, хăйма туянаççĕ.
 
: 966, Хаçат: 44 (1188), Категори: Халах пултарулахе

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: