Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Кашни çыннăн пурнăçĕнчи историллĕ пĕлтерĕшне вăл Тăван çĕршывшăн мĕн тунипе хаклаççĕ, çынлăхне вара – Тăван çĕршыва мĕнле юратнипе», - тенĕ Н.Г.Чернышевский.
Хальхи вăхăтра çамрăксене кăна мар, мĕнпур халăха Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси, ку енĕпе тĕрĕс воспитани парасси Раççей патшалăхĕн тĕп вырăнта тăракан ĕçĕ пулса тăчĕ. Çамрăксен кăна мар, аслăрах ăрури çынсен те тĕнче тавракурăмĕ, мораль текен ăнланусем юлашки 20 çулта самай улшăнчĕç. Çавăнпа та патриотла воспитани парассине малашне тĕпе хурса ĕçлемелле. Çак пысăк тĕллеве пурнăçлассипе вĕрентӳ учрежденийĕсем нумай ĕçлеççĕ. Анчах ку сахал. Тĕнчери лару-тăру улшăннă май, ĕç коллективĕсемпе обществăлла организацисем те çак ĕçе хутшăнмалла. Раççей халăхĕнче çĕршыва юратмалли туйăм çĕклемелли тĕрлĕ мероприятисем йĕркелемелле. Çакна шута илсе иртнĕ çул пирĕн çĕршывра «Патриотическое воспитание граждан Российской Федерации на 2011-2015 годы» патшалăх программине йышăннă. Документăн тĕп тĕллевĕ - Тăван çĕршыва юратни урлă нацисене пĕрлештересси.
2011 çулта регионта Сергей Морозов кĕпĕрнаттăрăн «О создании областного государственного автономного учреждения «Центр патриотического воспитания населения Ульяновской области» хушăвĕ тухнă. Центр çав çулах ĕçлеме тытăннă, ăна офицерсен çуртĕнче ятарлă пӳлĕмсем уйăрса панă.
Ульяновск облаçĕн халăхне патриотла воспитани парас ĕçе тивĕçлĕ канăва кайиччен облаçри çар комиссарĕ пулнă Владимир Никитович Витрянюк ертсе пырать. Паян вăл хаçат тĕпелĕн хăни.
 
-Владимир Никитович, Центр ĕçĕпе кĕскен паллаштарăр-ха.
- «Центр патриотического воспитания населения Ульяновской области» учреждение 2011çулта йĕркелерĕмĕр, мана çичĕ çын пулăшать. Центрта виçĕ çар çынни, ыттисем - ахаль граждансем.
Эпир виçĕ енлĕ пысăк ĕç илсе пыратпăр: пĕрремĕшĕ – çынсене çарпа патриотла воспитани парасси. Ку ĕçе Вячеслав Иванович Трифонов йĕркелет. Тĕп тĕллев – Ульяновск облаçĕнче Раççейри çар мухтавĕн кунĕсене палăртасси. Çар мухтавĕн кунĕсем пирĕн çирĕме яхăн, тĕслĕхрен, кăрлачăн 27-мĕшĕ – Ленинград блокадине сирни, нарăсăн 2-мĕшĕ - Сталинград çапăçăвĕнче фашистсен çарне аркатни, нарăсăн 23-мĕшĕ, Çĕнтерӳ кунĕ, çĕртмен 29-мĕшĕ – партизансемпе подпольщиксен кунĕ, раштавăн 5-мĕшĕ – Мускав çывăхĕнчи çапăçу хыççăн фашистсене каялла хăвалама тытăнни, раштавăн 24-мĕшĕ – А.В.Суворов ертсе пынипе вырăс çарĕ турккăсен Измаил крепоçне илни тата ыттисем те. Облаçри шкулсенче, профтехучилищĕсенче çак кунсене халалланă тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелетпĕр.
-Мĕнле организацисемпе çыхăнса ĕçлетĕр?
- Облаçри ветерансен организацийĕсемпе – «Боевое братство», ШĔМ, ФСБ, шыв айĕпе çӳрекен кимĕре службăра тăнисен, çар танк, çыхăну, çарпа техника училищисенчен вĕренсе тухнисен пĕрлĕхĕсемпе - тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Облаçри пур муниципаллă пĕрлĕхсенчи вĕрентӳ учрежденийĕсемпе, тĕрлĕрен клубсемпе, организацисемпе çыхăнатпăр, вĕсене патриотла воспитани ыйтăвĕсемпе ĕçлеме методика енчен пулăшатпăр.
- Ĕçĕн иккĕмĕш енĕ мĕнпе çыхăннă?
- Çарта тата ытти вăй тытăмĕнче службăра тăнисене социаллă пулăшу парасси. Ку ĕçе Юрий Борисович Неклюдов ертсе пырать. Пирĕн пата тĕрлĕ ыйтусемпе килекенсем нумай, кăçал кăна 200 ытла çын пулăшу ыйтнă. Ытларахăшĕ ĕç тупса пама ыйтать. Вĕсенчен 80-шне пулăшма пултартăмăр.
- Мĕншĕн пулăшу илнисем сахал?
- Мĕншĕн тесен офицерсем пурте аслă пĕлӳллĕ çынсем, хулара, облаçра вара пушă ĕç вырăнĕсем ытларах рабочисем валли. Эпир, паллах, никама та шанăçсăр кăларса ямастпăр. Пирĕн даннăйсен бази пур, ĕç тупăнсан чĕнсе илетпĕр.
Ку енĕпе облаçри çар комиссариатĕнчи социаллă уйрăмпа тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, вĕсем нумай пулăшаççĕ. Кам мĕнле ыйтупа килнине çырса пыратпăр – социаллă енĕпе-и, сывлăх сыхлавĕн-и, шалти политикăпа çыхăнни-и. Çав ыйтусене шута илсе çулталăкра икĕ хутчен пуху ирттеретпĕр. Унта хăш енĕпе ыйтусем ытларах, çав министерствăсен представителĕсене чĕнетпĕр, хуравлама, вĕсене татса пама ыйтатпăр.
- Виççĕмĕш енĕ?
– «Солдаты Отчизны» кĕнеке валли материалсем пухса йĕркене кĕртесси. Ку пысăк ĕçе Вячеслав Петрович Ташлинский ертсе пырать.Тĕрĕссипе пирĕн облаçра «Никам та, нимĕн те манăçăнмасть» лозунг 1990 çултанпах ĕçлет. Çав вăхăтран облаçра «Книга памяти» (вăрçăра пуçĕсене хунисем пирки) валли материалсем пухма тытăнчĕç. Аслă вăрçа хутшăннисеннипе çыхăннă документсем пирĕн патра упранаççĕ. Çавăнтан ĕçлеме пуçларăмăр. Облаçра çапла 13 томлă «Книга памяти», 12 томлă «Солдаты Победы» тата 7 томлă «Труженики тыла» кĕнекесем пичетленчĕç. 2010 çулта кĕпĕрнаттăр хушăвĕпе Иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăн тĕрлĕ çар хирĕçĕвĕсене хутшăннă ульяновецсем пирки материалсем пухма тытăнтăмăр. Ку тапхăрта - 1946-2010 çулсенче – вăрçа хутшăннисем «Солдаты Отчизны» темиçе томлă кĕнекене кĕрĕç.
Нумаях пулмасть кĕнекен пĕрремĕш томне пичетлесе кăлартăмăр. Вăл – Чечняра Конституци прависене тавăрассишĕн çапăçса пуçĕсене хунă пирĕн облаçри салтаксем пирки. Хулăн кĕнеке пулчĕ, 1500 тиражпа тухрĕ, укçи-тенки – область бюджетĕнчен.
-Миçе ульяновец Чечняра пуçне хунă?
-Чечняри террористсене пĕтерес çĕре 4 пин ытла ульяновец хутшăннă. Пĕрремĕш (1994-1995) тата иккĕмĕш (1996-2010) кампанисенче 141 салтакпа офицер пуçне хунă, çиччĕшĕ хыпарсăр çухалнă, 200 ытла çын суранланнă, сусăрланнă. Кĕнекене 141 ят кĕчĕ, сăн ӳкерчĕксемпе. Шел, пурин сăн ӳкерчĕкĕ те пулмарĕ. Ĕненме йывăр пулин те, хăш-пĕрисен пĕр сăн ӳкерчĕк те çук, тăванĕсем те пĕтнĕ.
-Тата мĕнле кĕнекесем кăларма палăртнă çав хушупа?
-Хальхи вăхăтра совет вăхăтĕнчи «сивĕ вăрçă» тапхăрĕнчи çар хирĕçĕвĕсене хутшăннисен кĕнекине хатĕрлетпĕр.
-Мĕнле çар хирĕçĕвĕсем пирки пырать калаçу?
-1946-1982 çулсенче кăна СССР 30 ытла çар хирĕçĕвĕсене хутшăннă, 17 çĕршывра, 4 континетра çапăçнă пирĕн салтаксем - Китайра, Венгрире, Даманск утравĕсенче, Алжирта, Египетра, Йемен Араб Республикинче, Вьетнамра, Сирире, Анголăра, Мозамбикра, Эфиопире, Кубăра, Камбоджере, Бангладешра, Лаосра. Çав «пытарнă вăрçăсене» çĕршер ульяновец хутшăннă, пуçне хунă, сывлăхне çухатнă. Çак çынсем пирки материалсем пухатпăр – пурăнаканнисем тата пурнăçран уйрăлнисем пирки. Хальлĕхе списокра 500 хушамат.
-Нумай чухне эсир асăннă çĕршывсенче пулнă салтаксем çар хирĕçĕвĕсене хутшăннине çар билечĕсемпе кăна ĕнентереймеççĕ. Сирĕн пата кун пеккисем пулăшу ыйтма килеççĕ-и?
-Тĕрĕс, нумай чухне çапăçусене хутшăннине салтаксем ĕнентереймеççĕ. Инçех каймалла та мар, хăш-пĕрисем Чечняра пулнине те çирĕплетеймеççĕ. Пĕрремĕшсене тĕрлĕ çар вăйĕсенчен пуçтарса вăрçа кĕртнĕ. Документсене вара йĕркене кĕртмен, çырса палăртман. Çар архивĕнче сахал çын ĕçленипе пулать тесе шутлатăп çакна. Тĕрĕслĕх шыраса пулăшу ыйтма килекенсем пур. Хăшне пулăшаятпăр, хăшне - çук, архивсенчен хурав час çитмест.
-Кĕнекене Афган вăрçин ветеранĕсем кĕреççĕ-и?
-Афган çĕршывĕнче службăра тăнисем пирки (пурин пирки те) уйрăм кĕнеке кăларатпăр. Унта вилнĕ 103 ульяновец çинчен 1994 çултах кĕнеке тухнăччĕ. Паянхи куна 350 çын хăй пирки сведени панă.
-Çамрăксене патриотла воспитани парассипе мĕнле ĕçлетĕр?
-Ульяновскри 1-мĕш гимназире, 31, 48, 61, 44, 21, 15, 56, 57-мĕш номерлĕ шкулсенче час-часах мероприятисем йĕркелетпĕр. Нумаях пулмасть Карсун, Çинкĕл, Радищево районĕсенче Куликово уйĕнчи çапăçу иртнĕренпе 200 çул çитнине халалланă уяв ирттертĕмĕр. Унта Ульяновскри патриотла воспитанипе ĕçлекен клубсем хутшăнчĕç. Çапăçăва мĕнле пулнă çавăн пек кăтартса пачĕç, тумĕсем те çав вăхăтрисем.
-Ульяновскра çамрăксене патриотла воспитани парассипе ĕçлекен миçе клуб?
-Шел пулин те, тĕрĕс цифра калама пултараймастăп. Облаçри район администрацийĕсем клубсем пирки сведенисем пачĕç, хулара миçе пулнине пĕлместпĕр, эпир кăна мар, çамрăксен, вĕрентӳ министерствисем те пĕлмеççĕ. Хамăр шутласа пăхнă тăрăх Ульяновскра 80 клуб. Çакна шута илсе область правительствинче ятарлă канашлу ирттересшĕн. Унта пур министерствăсен, ведомствăсен, пĕрлешӳсен ертӳçисене, Ульяновск хула администраци представителĕсене чĕнетпĕр. Йĕрке тумаллах. Мĕн ĕçлеççĕ çав клубсем, программи мĕнле, кам вĕсене укçа-тенкĕпе пулăшать? Ку ыйтусене хуравламалла. Çамрăксемпе ĕçлекен клубсем çĕршыва, унăн политикине хирĕç пымалла мар. Тата вĕсене патшалăх, область укçа-тенкĕ парса тăмалла, аталанма пулăшмалла. Çак ыйтусене канашлура татса парасшăн.
-Ĕçри малашнехи плансем еплерех?
- Çар мухтавĕн тата наци мухтавĕн центрĕсем йĕркелесшĕн. Ку центрсенче Ульяновск облаçĕнчи мĕнпур паллă çынсем пирки сведенисем пухасшăн. Тĕслĕхрен, облаçра Совет Союзĕн Геройĕсемпе Социализмла Ĕç Геройĕсен шучĕ официаллă статистикăпа эпир шутлани уйрăлса тăрать. Пирĕн шутпа облаçра 76 Социализмла Ĕç Геройĕ тата 157 Совет Союзĕн Геройĕ. Тен, вĕсем тата ытларах. Пĕр вăхăтра Ульяновск облаçĕнче çуралнисене кăна çав списока кĕртнĕ. Облаçра çуралман пулсан та, анчах ĕмĕрĕпех регионта пурăннисене мĕншĕн хамăр геройсен шутне кĕртмелле мар? Çак ыйтăва пĕтĕм ветерансен организацийĕсемпе пĕрле пухăнса сӳтсе явасшăн.
Геройсемпе çыхăннă тепĕр пысăк ĕç – вилнисен вилтăпри çине тивĕçлĕ палăксем лартасси. Пĕррехинче, 90-мĕш çулсенчех, пĕр района çын пытарма кайсан Ĕç паттăрĕн вилтăприне куртăм, пĕчĕк тимĕртен тахçанах тунă япала ларать. Пит кулянтăм. Ун чухне ку ыйтупа Ю.Ф.Горячев патне кайрăм. Пулăшрĕ. Районсенче миçе Героя палăк лартмаллине çырса пама ыйтрăм. Список пачĕç, нумай мар. Икĕ çул каялла каллех пĕр районти масар çинче пултăм. Çавăн пекех вилтăпри куртăм. Улталанă иккен ун чухне районтан. Çавăн чухне тĕрĕс сведенисем панă пулсан халĕ çак ыйту çĕнĕрен çĕкленес çукчĕ. Саккунпа кашни паттăрăн вилтăпри çинче икĕ метр çӳллĕш палăк пулмалла. Хальхи вăхăтра пĕр палăк лартма 150-160 пин тенкĕ кирлĕ.
Укçана федераллă бюджетран уйăрмалла. Паттăрсене вилсен те тивĕçлипе хаклама пĕлмелле. Ку – пурăнакансен тивĕçĕ.
-Владимир Никитович, сире калаçушăн тав. Ырă ĕçĕрсенче ăнăçусем сунатпăр.
-Сире те тав. Малашне хамăр мероприятисене чĕнсе вĕсене «Канаш» хаçатра çутатма ыйтатпăр.
 
: 797, Хаçат: 44 (1188), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: