Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăтăр çул каялла пулса иртнĕ пулăмшăн паян та ӳкĕнетĕп. Эпир мăшăрпа ун чух хулара пурăнаттăмăр-ха. Пăянамăн виçĕ ывăл. Кашни канмалли кунах ачи-пăчи мĕнĕпе яла каяттăмăр. Савăнатчĕ вара пăянам кинĕсемпе мăнукĕсем килсен. Эпир, килĕнтешсем, çуса-тасатса хăвараттăмăр, чуста хурса кукăль-пӳремеч таврашĕ пĕçереттĕмĕр. Арçынсем кил-таврашĕнчи ĕçсене пĕтерсен мунча хутса яратчĕç. Каçхине сĕтел тавра ларса темĕнччен шавласа лараттăмăр. Пăянам сĕтел хушшинчен маларах тăрса майĕпен вырăн саратчĕ: кинĕсемпе мăнукĕсене кравать çине, ывăлĕсене – урайне вырттаратчĕ. Кашнин валлиех ăшши çитетчĕ пăянамăн. Пĕр япала çеç кăмăла каймастчĕ – вăл ывăлĕсене эрехпе иртĕхтерни. Мунча хыççăн алă-ура кантăр тесе пĕр-ик черкке панине эпир нихçан та хирĕç пулман, анчах виçĕ литрлă банка кăларса лартни тарăхтаратчĕ. Пĕртăвансем калаççа ларнă май ӳсĕрĕлсех каятчĕç. Ирхине вара мухмăрпа аптăратчĕç. Пăянам мухмăра каллех ярса паратчĕ. Пирĕн пĕчĕк ачасем-çке… хулана таврăнмалла…Хальхи пек çăмăл машинасем пулман ун чух, пуйăса тухмаллаччĕ. Çумра – ӳсĕр упăшкасем. Калама çук тарăхаттăмăр. Пĕр кинĕ çавăнпах яла пыма та пăрахрĕ.
Пĕрре çапла пăянам патĕнче каннă хыççăн хулана кайма пуçтарăнтăмăр. Пăянам пире кучченеç – пĕрер кĕленче аншарли — парасшăн. Ывăлĕсем парнене хаваспах илчĕç. Эпĕ упăшка аллинчен туртса илсе пăянама тыттарса сывпуллашмасăрах ачасене çавăтса урама васкарăм. Çĕр метр пек утсан каялла çаврăнса пăхрăм: пăянам тутăр вĕçĕпе куççульне шăлса тăрать. Чĕрем ыратса кайрĕ, анчах таврăнса лăплантармарăм, чĕрене хытарса малалла утрăм. Мĕн-ма çавăн чух пăянампа кăшт çемçерех пулмарăм-ши? Çавăншăн халĕ те ӳкĕнетĕп.
Пăянам вилнĕренпе нумай çул иртрĕ ĕнтĕ. Халĕ хам та пăянам пултăм, ялта пурăнатпăр. Ачасем мăшăрланнă, хулара пурăнаççĕ. Пĕррехинче хама та пăянам вырăнĕнче пулма тиврĕ. Пĕр канмалли кун ывăлсемпе кинсем çăмăл машинисемпе яла пырса çитрĕç. Пирĕн патăмăрта çав вăхăтра шăпах аякран килнĕ тăвансем хăнараччĕ. Эпир, аслисем, мунча хыççăн çывăрма выртрăмăр. Çамрăксем апатланмалли пӳлĕмре шавласа ларчĕç. Хăнасем канччăр тесе эпĕ выртас умĕн вĕсене шăпрах пулма ыйтрăм. Ман сăмахсене пĕри те хăлхана чикмерĕ ахăр. Темиçе хут асăрхаттарсан та шăпланмарĕç. Хăнасенчен аван мар тесе чăтса выртаймарăм, юлашкинчен хытăрах каларăм пулас. Кинсем çилленни ир паллă пулчĕ. Эпĕ сывлăх суннине хирĕç пĕри те хуравламарĕ. Ирех тăрса ачасем валли пĕрер витре хăяр пуçтартăм. Аслă кинĕ манăн çемçерех, вăл илчĕ. Кĕçĕнни алăк умнех лартса хăварчĕ. Çăмăл машинăна ывăл çумне кĕрсе ларчĕ те манпа сывпуллашмасăрах хура кантăклă алăкне шаплаттарса хупрĕ. Манăн куççуль шăпăртатса юхса анчĕ. Çавăн чухне тин хамăн пăянама вăтăр çул каялла мĕнле кӳрентернине ăнланса илтĕм. Çавăнпа каланă ватăсем, çынна йывăр туни йывăрпах таврăнать тесе.
 
: 715, Хаçат: 44 (1188), Категори: Салампи

Комментарисем:

Галина (2015-02-01 23:35:32):
Эрехпе хăяра танлаштармалла мар пуль. Эрех такама та ятлаçтарать.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: