Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хунямасемпе кинĕсем хушшинчи вăрçăсем çинчен час-часах илтме тивет. Çакă кăмăла хуçать. Хам хуняма пуличчен урăхла шутлаттăм: пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма çук-и вара теттĕм. Акă хам та кин кĕртрĕм. Пирĕн хушăмăртан та пĕрре хура кушак чупса каçрĕ.
Саша ывăлăм хваттере хĕр çавăтса килсенех ăна тӳрех килĕштертĕм. Хулара çуралса ӳснĕ пек те мар вăл: кăмăлĕпе хăш-пĕр сăпайлă чăваш хĕрĕнчен те ирттерет, ĕçченлĕхĕ те пур. Туй хыççăн килти мĕнпур ĕçе хăй тăватчĕ. Виçĕ пӳлĕмлĕ хваттерте пурăнтăмăр килĕштерсе. Çуркунне çитсен эпĕ хам çуралнă яла васкатăп. Çамрăксене канлĕрех, ирĕкрех пултăр тетĕп-çке. Хама та уçă сывлăшра чаваланни пăсмасть. Кĕркуннепе каялла хулана таврăнатăп. Çамрăксем малатан ача çуратасси пирки шухăшламарĕç, Ирина кин вĕренсе тухасса кĕтрĕç. Çапла пилĕк çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнтăмăр.
Кăçал та унчченхи пекех ялта çу каçрăм. Иринăпа кашни кун тенĕ пекех телефонпа калаçрăмăр. Çумăрлă кунсем пуçлансан мана ялта кичем пулса кайрĕ. Эпĕ хулана таврăнтăм. Хваттер алăкĕ умне пырса тăрсан çăрана уçă кĕменнипе чĕре сӳ туса кайрĕ. Ак тамаша, алăкĕ те урăх. Ĕненменнипе подъезд умне тухрăм – çук, йăнăшман. Эпĕ йӳтеме ватă мар-ха. Кӳршĕ тухрĕ, ывăлпа кин çĕнĕ алăк лартнине пĕлтерчĕ. Эпĕ васкаса кĕсьерен телефон туртса кăлартăм.
-Манран хваттере вăрттăн сутса ярас терĕр-им? Укçине хăвăр кĕсйĕре чикесшĕн пултăр-и? – Саша сăмах чĕниччен çине-çине ыйту патăм. Вăл çăмăл машинипе туххăмрах вĕçтерсе çитрĕ.
-Мĕн калаçатăн эс, анне? Кивĕ алăк витĕр çил вылятчĕ, çавăнпа çеç çĕннине лартрăмăр,-ăнлантар чĕ ывăл мана çĕнĕ уçă кăларса тыттарса.
Ĕненмерĕм, чуна шĕкĕ кăшларĕ. Йывăр кутамккасене алăк умне хăварса хваттере таплаттарса кĕтĕм, лăпланас тесе хам пӳлĕме кĕрсе лартăм.
Ман пӳлĕмре мĕн тунă вĕсем? Çутă шпалер, çĕнĕ вырăн, çĕнĕ шкап…
-Пĕтрĕмĕр! Мана хваттертен хăваласа ярасшăн-и эсир?-кăшкăрса ятăм эпĕ. Çав вăхăтра Ирина та ĕçрен таврăнчĕ. Ман хаяр сасса илтсен çума пырса тăчĕ те лăплантарма тăрăшрĕ.
-Эп сана лайăх кин тесе шутланă. Эсĕ вара ман çурăм хыçĕнче ывăла мана хирĕç çавăрнă. Хура чунлă эсĕ!-куççуль витĕр кăшкăртăм кин çине.
Ирина хăйсен пӳлĕмне кĕрсе кайрĕ. Саша ăнлантарасшăн пулнине илтмĕш пултăм.
-Лăплан-ха, анне, Ирина эс ялтан киличчен юсав ирттерме сĕнчĕ. Сана валли кĕтмен парне пултăр терĕ. Эсĕ тӳрех кăшкăрашма пуçларăн.
Хамăн пӳлĕме питĕрĕнсе лартăм. Чун тăвăнса килнипе пĕрле çитĕннĕ Вера патне шăнкăравларăм.
-Мĕн аташатăн эсĕ, Лида? Ачусем çакăн пек пулнишĕн савăнмалла çеç. Хăйсен укçипе юсав ирттернĕ. Санран пĕр пус та ыйтман. Эсĕ вара…-вăл та ачасем майлă пулни тарăхтарчĕ. Калаçса пĕтермесĕрех телефона сӳнтертĕм. Çавах вĕсене тăрă шыв çине кăларатăп. Акă хваттертен тухса кайнă пек тăвăп та ачасем мĕн калаçнине вăрттăн итлесе ларăп. Хваттер алăкне хыттăн хупрăм та шăппăн çеç пӳлĕме кĕтĕм. Ман хыççăн никам та чупса тухмарĕ. Эх, вĕчĕрхенетĕп. Çамрăксем калаçни илтĕне пуçларĕ. Саша Иринăна лăплантарать. Пăх-ха эсĕ ăна, арçын темерĕн, арăмĕн кĕпи айне кĕрсе ларнă.
-Мĕнпе айăпа кĕтĕмĕр-ши? Лайăх пултăр тесе тăрăшрăмăр вĕт-ха. Шăм-шакĕ ыратать тенĕрен тухтăрсем сĕнекен тӳшек туянтăмăр. Вăл пур хваттере вăрттăн сутса яма хатĕрленнĕ тет. Тĕттĕм шпалер вырăнне çутăраххине çыпăçтартăмăр,- макăрать кин.
Пит пĕçере пуçларĕ. Вĕсем маншăн тăрăшнă, эпĕ çакна ăнланман.
-Ирина, лăплан-ха. Кăшт вăхăт ирттĕр-ха, пĕтĕмпех манăçать. Аннене те çĕнĕлĕхсене хăнăхма вăхăт кирлĕ. Яла çул тытрĕ пуль ĕнтĕ. Ыран илсе килĕпĕр ăна. Ларса калаçăпăр та пĕтĕмпех майлашса кайĕ акă,- лăплантарать Саша мăшăрне.
Пӳлĕмрен тухса ачасем патне кĕтĕм. Каçару ыйтрăм. Иринăпа Саша тĕлĕнсе пăхрĕç. Хыççăнах кин ыталаса илчĕ. Куçран куççуль чарăнмасăр юхрĕ. Çав кунран эпĕ ачасем пирки пĕрре те начар шухăшламан. Каçсерен ятарлă тӳшек çине çывăрма выртатăп. Эх, ватă шăмă-шакă валли темерĕн…
 
: 758, Хаçат: 44 (1188), Категори: Салампи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: