Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Юрий Кудаков композитор 70 çул тултарнă тĕле)
 
2012 çулхи октябрĕн 31-мĕшĕнче чăвашсен ку чухнехи паллă композиторĕсенчен пĕри Юрий Дмитриевич Кудаков хăйĕн 70 çулхи юбилейне паллă турĕ.
Юбилей – утса тухнă кун-çул çине çаврăнса пăхса пултарулăх çӳпçине пĕтĕмлетмелли лайăх сăлтав. Юрий Дмитриевич пултарулăхне илес пулсан вăл яш чухнех музыка тĕнчине иленнĕ те унăн асамне яланлăхах кĕрсе ӳкнĕ. Çав пултарулăх çӳпçи чи малтан хăйĕн тухăçлăхĕпе тĕлĕнтерет пире. Музыка тĕнчинче аллă çул ытла ĕçлесе вăл патшалăх театрĕсем лартнă 27 спектакль валли кĕвĕ çырнă. Çав шутра А. Чебановăн «Праски инке хĕр парать», «Çĕмĕрт пахчи шурă çеçкере», «Савниçĕм, сан пĕлесчĕ» (либреттисем Г. Терентьевăн), «Кăвак сирень айĕнче», «Пирĕн автан — сирĕн чăх» (Н.Сидоров либретти), «Шăматкун каçхине», «Юратусăр телей çук», «Шупашкарти савни», «Шупашкарти савнин Шупашкарти каччи», «Шупашкарти савни – Шупашкарта», «Кӳршĕ хĕрĕ» (Н Сидоров пьесисем тăрăх), «Тайăлнă кинеми» (Л. Марье пьеси) тата ытти те.
Кунсăр пуçне вăл пĕтĕмпе çичçĕре яхăн юрă çырнă. Вĕсенчен чылайăшĕ халăх хушшинче анлăн сарăлнă. Хăш-пĕрисене çеç аса илетпĕр: «Хурлăхан», «Кăвак чечексем», «Çулçă тăкăнать кĕркунне», «Каçарсам», «Мĕн калам-ши сире, тăвансем?», «Атте-анне пахчи», «Аса ил-ха, савни», «Çыру çырсамăр салтаксем патне», «Пиçет пилеш, пиçет палан», «Çуралнă кун», «Юрлас килет, тăванăм», «Чăваш çĕрне пырса курăр», «Пире тăван кĕтсе тăрать» тата ытти те. Вĕсене пултарулăх ушкăнĕсенче те, концертсенче те, радиопа телевидени передачисенче те тăтăшах илтме пулать. Ю. Кудаковăн 200 ытла произведенине Чăвашрадио тата телевиденийĕн фончĕсем валли çырса илнĕ. Юрă кĕнекисем те чылай çапăнса тухнă ун. Ю. Кудаков юррисем хăйсен тĕрлĕ енлĕ тематикипе те, халăх кĕввине çывăх çепĕçлĕхĕпе те уйрăлса тăраççĕ. Юлашки çулсенче вăл çаплах районсен, ялсен тата тĕрлĕ вĕренӳ заведенийĕсен гимнĕсене сахал мар çырчĕ. Çав шутрах Чăнлă районĕнчи ял халăхĕ ыйтнипе «Тимĕрçен юррипе» «Чăвашкасси юррине» те асăнмалла. «Председатель» кĕнеке валли эпир унпа «Кив Улхаш» юрă çыртăмăр.
Ю Кудаков композитор-баянист юрăçăсен концертмейстерĕ пулса Чăваш Енре, Тутар, Пушкăрт, Мари Эл Республикисенче, Ярославль облаçĕнче, Мускавра, Украинăра вырăнти халăха хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарнă. Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнче вăл пулса курман чăваш ялĕ çук та.
Эпир унпа çав тĕлпулусенче паллашса туслашнăччĕ. Çакăн хыççăн пĕрле 16 юрă çыртăмăр. Каярахпа вĕсем «Ах, мĕн-ма-ши?..» (2007) тата «Юрăсем» (2011) ятлă юрă кĕнекисенче çапăнса тухрĕç. Малтанхи кĕнекери «Ах, мĕн-ма-ши?..» юрă «Кăвак сирень айĕнче» музыкăллă комедире те янăранăччĕ. 2012 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче çав юрăсенчен хăш-пĕрисем («Арăм», «Эх, аннеçĕм, анне», «Сăпка юрри», «Ах, мĕн-ма-ши?..») Шупашкарти К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче иртнĕ пултарулăх каçĕнче янăрарĕç. Вĕсене Чăваш халăх артисткисем Тамара Гурьевапа Зоя Лисицина, Полина Константинова артистка тата оперăпа балет театрĕн артистчĕ Геннадий Эсекел юрларĕç.
Ю.Д. Кудаков Чăваш Республикинчи Çĕмĕрле районĕнчи Хутар ялĕнче колхозник çемйинче çуралса ӳснĕ. Ача чухнех музыка тĕнчине иленнĕ те пурнăç тăршшĕпех унăн асамне кĕрсе ӳкнĕ. Канашри педагогика институчĕн музыкăпа педагогика факультетĕнче вĕренсе (1963-1967) профессиллĕ музыка пĕлĕвĕ илнĕ. 1967 çултанпа Чăваш патшалăх педагогика институчĕн музыка инструменчĕсен кафедрин преподавателĕнче вăй хунă (1981 çултанпа—аслă преподаватель, 1992 çултанпа – доцент).
Музыка тĕнчинче нумай çулсем хушши хастар ĕçленĕшĕн Ю.Д. Кудаков «ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ», «Чăваш музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. СССР Культура министерстви ăна «Ялти шефла культура ĕçĕн отличникĕ» (1980) паллă парса чысланă. Ю.Д. Кудаков профессиллĕ чăваш музыкинчи паллă ят, талантлă педагог, композитор. Ăна çаплах «Çĕмĕрле районĕн хисеплĕ гражданĕ» сумлă ят парса чысланă.
Паллă композитора эпир çитмĕл çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламлатпăр, ăна пултарулăхра çĕнĕ ăнăçусем тума ырă сунатпăр. Шупашкарта манăн юбилей каçĕнче вăл Ульяновск-Чĕмпĕр чăвашĕсене хăйĕн çĕнĕ ĕçне парнелеме ыйтрĕ. Ку вăл – пĕрле çырнă «Юрату» ятлă юрă. Паян эпир «Канаш» хаçат вулаканĕсене унпа паллаштаратпăр.
 
 
Ю Р А Т У
Кĕвви Ю.КУДАКОВĂН, сăвви А.ЮМАНĂН.
Юрату – чĕр пурнăç,
Юрату – телей.
Вăл яланах пултăр,
Çиçтĕр хĕвелле.
Кама мĕскер пӳрнĕ,
Кама мĕн пиллет—
Йăлт манран килет,
Йăлт санран килет.
Хушса юрламалли:
Ах, шăпа – шăпаçăм,
Эс ан пул кăра!
Пул эс – ирхи шуçăм,
Ялтăра чунра!
 
Эс – пĕртен-пĕр савнăç,
Чĕрере ялан.
Санпала эп – сăвăç,
Юрăç санпалан.
Сансăрăн эп – тăлăх,
Чи телейсĕр çын.
Ӳкĕнни те кăлăх,
Читлĕхре ман чун.
Хушса юрламалли.
Эп сана юратрăм
Туслăн çӳреме.
Тунсăхпа шуратрăм
Çырă çӳçĕме.
Эп сана упрарăм
Вутлă чĕрере,
Тӳпери çунатăм,
Çĕр çинчи тĕрек.
Хушса юрламалли.
 
: 1128, Хаçат: 44 (1188), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: