Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнчи çĕрсене “Тагайская птицефабрика” компани акса тăрать.
Çуркунне Пухтел çĕрĕсем çине 1 пин гектар тулă, 500 гектар урпа, 200 гектар рапс, 2 пин гектар хĕвел çаврăнăш, 100 гектар пĕр çулхи курăк акса хăварнă.
 
– Çурла уйăхĕ пуçламăшĕнчен хуçалăхра хĕрсех вырма пырать. Урпа, рапс пухса кĕртрĕмĕр. Çурхи тулла выратпăр. Кăçал тыр-пул тухăçĕ пысăк пултăр тесе эпир çуркунне, çулла нумай вăй хутăмăр: тулă пуссисене гербицидпа азот удобренийĕ сапрăмăр, икĕ хутчен апатлантартăмăр. Гектартан 40 центнертан сахал мар тухăç илессе шантăмăр. Анчах ял хуçалăхĕнче палăртмалла мар иккен. Çурхи тулă калчи пирĕн малтан çумăрпа, кайран шăрăхпа аталанаймарĕ. Çавăнпа тухăçĕ хăш-пĕр уйра гектартан 20 центнер кăна пулчĕ. Аванрах уйсем те пур, унта 30 ытла центнер илетпĕр. Тыр-пул пахалăхĕ вара кăçал аван, - каласа парать “Тагайская птицефабрика” компанин Пухтелĕнчи уйрăмĕн тĕп агрономĕ Андрей Викторович Тюрин.
Хуçалăхра утă уйăхĕнче курăка çулса типĕтнĕ, ĕçлекенсене валеçсе панă. Сăмах май, “Тагайская птицефабрикиа” çĕнĕ технологисемпе, çĕнĕ йышши техникăпа усă курнипе ĕçлекенсем нумай кирлĕ мар, 30 çын кăна. Ӳсен-тăран çăвĕ тума акнă рапспа хĕвел çаврăнăш кăçал пысăк тухăç памалла. Рапса вырнă, 100 тонна патшалăха сутнă. Хĕвел çаврăнăшĕ хальлĕхе пулса çитеймен. Пуçĕсем типсе çитсен кăна пуçтармалла. Унăн вăрлăхне ятарласа Сербирен туяннă, гибрид сорчĕ.
Тырă вырнă çĕрте икĕ “ÇLААS-МЕGА” комбайн ĕçлет. Сергей Анатольевич Сулеевпа Дмитрий Анатольевич Старостин комбайнёрсем пиншер тонна тырă вырса çапнă . Вĕсем иртен пуçласа сывлăм ӳкичченех ĕçлеççĕ. Икĕ ЗИЛ тата ГАЗ автомашинăсем тырра йĕтем çине турттараççĕ. Иван Михайлович Козлов - малтисен ретĕнче. Вăл ГАЗ-53 машинипе комбайн айĕнчен 900 тонна тырă йĕтеме леçнĕ. Йĕтемре ĕçлекенсем те нумай мар – виçĕ машинист тата тăватă рабочи. Хуçалăх кĕрхи çĕртмене те тытăннă. Владимир Николаевич Михеевпа Виктор Геннадьевич Козлов механизаторсем ют çĕршывра кăларнă “Джандир” тракторпа икĕ сменăпа ĕçлеççĕ. Вĕсем 500 гектар çĕре сухаласа кĕрхи культурăсене акса хăварма хатĕрленĕ. 380 гектарĕ çинче вара – акнă.
Вырмара тăрăшакансене тӳлевсĕрех кунне икĕ хутчен апат çитереççĕ. Людмила Саморзина поварпа Галина Воронкова пулăшакан кăнтăрлахи тата каçхи апат пĕçереççĕ. Ĕçлекенсене тутлăран та тутлă çитерме тăрăшаççĕ.
Акмалли вăрлăхсене те хуçалăхрах хатĕрлеççĕ. Кĕлете 100-шер тонна “Эстер” тата “Икада-66”, “Рыжик” çĕнĕ сортлă вăрлăхсем хунă.
– Чи пахи – эпир ĕçлекене ĕç укçи вăхăтра паратпăр. Вырма вĕçленмен-ха, анчах çĕртмере вăй хуракансем 15-25-шер пин тенкĕ ĕçлесе илчĕç. Комбайнёрсемпе водительсен ĕç укçи 50 пинтен сахалтарах пулмĕ, - тет тĕп агроном.
“Тагайская птицефабрика” компани пухтелсене вут-кăвартан сыхлама пушар дружини йĕркеленĕ. Икĕ машина ĕçе тухма яланах хатĕр.
Çĕр пайĕсемшĕн пухтелсене компани кăçал ултшар центнер тырă пама палăртать. Ял çумĕнчи çĕрсем çинче тырă вырнă чухне хуçалăх ял çыннисем пуçтарччăр тесе улăма юриех вакламасăр хăварать. Аякри уйсенче комбайн улăма тӳрех вакласа сапалать.
 
: 1006, Хаçат: 36 (1128), Категори:

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: