Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăмпа запеканки
1,5 стакан рис кĕрпи, кăмпа тутиллĕ техĕмлĕх, 1 пуçлă сухан, 1 апат кашăкĕ çăнăх, 4-5 çăмарта, 300-500 г шампиньон, 200 г хытă сыр, 50 г услам çу, салат çулçи, вĕтетнĕ ешĕл çимĕç кирлĕ.
Кăмпан пĕр пайне вĕтетмелле, тепĕр çуррине тăрăхла касмалла. Сухана шуратса çурма çаврашкан турамалла. Суханпа вĕттĕн туранă кăмпана 2 апат кашăкĕ услам çупа ăшаламалла. Типĕ çатмара çăнăх ăшаламалла, ăна ăшă шывра ирĕлтернĕ техĕмлĕхпе хутăштарса кăмпа пиçекен çатмана ямалла, 5 минут пăшăхламалла. Пиçнĕ çăмартана çурмалла касмалла. Рис кĕрпине техĕмлĕх янă шывра вĕретмелле. Рис кĕрпи сарăлсан услам çу сĕрмелле. Рис ямалла, кашăкпа тунă путăксене çăмарта шурри хумалла. Çăмарта çине тăрăхла туранă кăмпа сапаламалла. Духовкăра 15 минут пĕçермелле. Апата салат çулçи сарнă савăта хумалла, çиелтен вĕтетнĕ ешĕл çимĕçпе илемлетмелле.
Икерчĕпе ветчина рулечĕ
3 çăмарта, 160 мл сĕт, 1 стакан çăнăх, вĕтетнĕ хура пăрăç, 4 чей кашăкĕ тип çу, петрушка, укроп, 200 г ветчина кирлĕ.
Сĕтпе çăмартана лăкамалла, тăварпа пăрăç, вĕтетнĕ ешĕл çимĕç, çăнăх ярса чуста çăрмалла. Çур сехет лартнă хыççăн çӳхе икерчĕсем пĕçермелле. Ветчинана çӳхен касмалла, икерчĕ çине хурса чĕркемелле. Апата ешĕл çимĕçпе илемлетмелле.
Купăста катлечĕ
Çур килограмм купăста, 3 стакан манна кĕрпи, 150 миллилитр сĕт, 2 апат кашăкĕ çăнăх, 1 çăмарта, тăвар, услам çу кирлĕ.
Купăстана вĕри шыва ярса 10 минут лартмалла. Унтан аш арманĕпе авăртмалла. Çатмара услам çу ирĕлтермелле, купăстапа манна кĕрпи, тăвар ямалла, 10 минут пăшăхламалла, сивĕтмелле. Унтан çăмарта, çăнăх хушмалла, пăтратмалла. Хутăшран катлет тумалла, услам çу янă çатмара ăшаламалла.
 
: 589, Хаçат: 44 (1188), Категори: Тĕпел

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: