Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Правительство çуртĕнче Национальноçсен Канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр илсе пычĕ. Унта кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашлуçи (советникĕ), УОЧНКА пуçлăхĕ В.И.Сваев хутшăнчĕ.
Чи малтан Национальноçсен Канашĕ 2013 çулта ирттерекен планпа паллаштарчĕ. Ун тăрăх чăвашсен çакăн пек уявсем пулмалла: «Сарпике» конкурс (февраль), Çăварни (март), Яковлев вулавĕсем (апрель), Ульяновск хули Акатуйĕ тата область Акатуйĕ (июнь), «Путене» конкурс (октябрь), «Чăваш шăпчăкĕ» конкурс тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ Кĕрешӳ турнирĕ (ноябрь).
«Халăхсен туслăхĕ» парка чĕртсе тăратас пирки строительство министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Т.М. Тарасова каласа пачĕ. Кĕпĕрнаттăра пулăшаканĕ Т.И.Ившина тепĕр çул 3-мĕш культура форумне ирттерес шухăшпа паллаштарчĕ. «Наци ялĕ» этнокультура комплексне хута ярас пирки шалти политика министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан И.А.Самойлов сăмах илчĕ. Вăл ку ĕçре чăвашсем хастарлăх кăтартнине палăртрĕ. «Ульяновский областной ресурсный центр развития туризма и сервиса» учреждени директорĕ С.Г.Лаковский Ульяновскра СССР музейне тăвас пирки каласа пачĕ. Ун пекки Раççейре те çук-ха.
Юлашкинчен С.И.Морозов культура енĕпе сахал ĕçлени пирки асăрхаттарчĕ. «Пирĕн туризмпа ытларах ĕçлемелле пулать. Çулталăкра 5 миллион турист йышăнма пултаратпăр эпир. Вĕсем пирĕн пата укçа илсе килеççĕ вĕт. Çапла экономика та çĕкленме пултарать»,- терĕ Сергей Иванович.
 
: 1003, Хаçат: 45 (1189), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: