Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Эпĕ ачаранах çар çынни пуласшăнччĕ, яланах пакунсем йăтса çӳреме ĕмĕтленеттĕм»,-тет Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Управленийĕн Ульяновск хулинчи Чукун çул районне пăхса тăракан полици уйрăмĕн пуçлăхĕн пулăшаканĕ, Хăюлăх орденĕн кавалерĕ, полици майорĕ Александр Токмаков.
 
Яшлăхри тĕллевĕн малтанхи пайне пурнăçлама май килеймест чăваш каччин. Пакунсене вара çакатех. Хĕсмет вăхăчĕ вĕçленсе пынă май чăваш çемйинче ӳснĕ пограничник контрактпа çартах хăварма ыйтса рапорт çырать. Командирсем те хирĕç пулмаççĕ Александр Токмаковăн татăклă шухăшне. Çар чаçĕн командирĕ, таджик çынни, темшĕн салтак йышăнăвне хапăл пулман. «Аса илмелли нумай. 1991 çулхи çурла (август) уйăхĕнче тупа турăмăр – виçĕ кунтан Совет патшалăхĕ арканчĕ. Малтанласа камшан-мĕншĕн çар тивĕçне пурнăçлани паллă марччĕ. Кайран веçех йĕркеленсе кайрĕ. Эпĕ ытти (Самар, Ульяновск облаçĕсенчен, Тутарпа Пушкăрт Республикисенчен, Чăваш Енрен, Украинăпа Беларуçран çара илнĕ) маттур йĕкĕтсемпе Кыргызстан Республикинчи Новопокровка посёлокĕ патĕнче Тăван çĕршыв чиккине хӳтĕлеттĕм. Çĕршыв салансан чылайăшĕ хăйсен çĕршывĕсене кайрĕ – чикĕ сыхлакансен чаçĕнчех юлтăм. Дедовщина тетĕр-и? Çар хĕç-пăшалĕпе служба иртнĕ çĕрте дедовщина пулма пултараймасть. Салтаксем питĕ туслăччĕ. Вăхăчĕ лăпкă пулнă тесен те юратчĕ. Икĕ çул сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ», - терĕ Александр Николаевич.
Александр Токмакова çарта хастарлăх кăтартнăшăн II степеньлĕ «Отличник пограничных войск» кăкăр паллипе наградăлаççĕ. Хĕсмет хыççăн малалла ăçта ĕçлесси пирки чăваш каччи пуçĕнче иккĕленӳ пулман.
— Кам калать çĕр çинче тĕлĕнтермĕшсем пулмаççĕ тесе? Киле килсен виççĕмĕш куннех мана хăй патне Çĕнĕ Ульяновскри милици уйрăмĕн пуçлăхĕ чĕнсе илчĕ. Уйăхран, 1993 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче, ун сĕтелĕ çинче мана милици уйрăмне офицер пулса ĕçе илни çинчен калакан приказ выртатчĕ, - каласа парать Александр Николаевич. - Эп сержантсен составĕнчен. Тĕп тĕллев – урамри обществăлла йĕркене сыхласси, вăрă-хурахсене тытасси, ӳсĕрсене урăлтаркăçа çитересси. Алапукари (Тутарстан Республики) аслă милици шкулĕнчен вĕренсе тухсан кĕçĕн лейтенант звание тивĕçрĕм, икĕ эрнерен пухса пĕрлештернĕ отряд йышĕнче ĕçлĕ командировкăна Чечня Республикине ячĕç. Вырăна çитсен хăюллă офицерсен тивĕçĕ тӳрремĕнех йывăр преступленисене – çын вĕлернĕ-вăрланă, взрывпа аркатнă тĕслĕхсене, терроризм, хурахла тискер ĕçсене – уçса парассипе тачă çыхăнчĕ. Эпир хула варринчех пурăнаттăмăр. Пиртен инçе те мар – чеченецсен харпăр çурчĕсем вырнаçнăччĕ. Вăрçă пынăран чылайăшĕ ĕçсĕр пулнă. Арканнă çуртсем, кантăк ванчăкĕсем, кулленхи çапăçусем, ачасемпе ватăсен куççулĕ – чуна çӳçентеретчĕç паллах. Анчах та сыхлăха нихçан та çухатман. Боевиксенчен тем те кĕтсе илме пулатчĕ.
Пульницаран таврăннă чух (2000 çулхи утă (июль)уйăхĕн 19-мĕшĕ) вĕсем пыракан УАЗ автомобиле Шали районĕнчи Чири-юртпа Çĕнĕ Таги ялĕсем хушшинче боевиксем пеме пуçлаççĕ, иккĕшне (милиционерсем пĕри Павловка районĕнчен, тепри –Ульяновскран пулнă) вилмеллех амантаççĕ. Çунакан машинăран аманнă тусĕсене илсе тухнăшăн чăваш офицерне Александр Токмакова командовани Хăюлăх орденĕпе наградăлать. Александр Николаевич пуля хăйне лекесрен хăрамасть, сурансенчен юн палкаса тухнине пăхмасăр юлташĕсене пулăшма çунакан техникăна васкать. Халĕ те полици майорĕ машина водителĕн харсăрлăхне асра тытать. «Пире унăн профессионализмĕ, хăюлăхĕ çăлса хăварчĕ, эп пулăшма васкани вара вăл – манăн тĕп тивĕç, çапла кирлĕ пулнă,-терĕ.-Ик-виç кунтан эп госпитальте чухне çав «зелёнкăрах» (йывăç-тĕм ӳсекен витĕр тухма çук тăкăс вырăн, унта боевиксем туратсене касса кăларса вăрттăн çĕре пытанса ларнă) Мускав СОБРне персе пăрахнă. Ун чух броньăланă автомобильсем, шел, сайра пулнă. Халь салтаксем е офицерсем ларса пыракан броньăллă Урал, УАЗ е ГАЗель машинăсемпе юнашар тата вĕсене хуралласа çӳрекеннисем иккĕрен сахал мар пулмалла".
2010, 2011 çулсенче Александр Токмаковăн иккĕмĕш, виççĕмĕш хут хĕрӳ вырăнта — ĕçлĕ командировкăсенче РФ шалти ĕçсен министерствин куçса çӳрекен çар отрячĕн йышĕнче Ингушети Республикинче Карабулак хулинче пулма тӳр килет. Пĕр хутчен çеç мар, тĕрлĕ вырăна сирпĕнтерсе янă çĕре ĕрете кĕртме тивнĕ офицерсене. Ытларах чухне тĕрлĕ инкек-синкеке сирсе яма пултарнă йĕрке хуралçисем. «Кунти вырăнсем пит илемлĕ, уйрăмах Республика Грузипе чикĕленекен вырăнти курорт зонисем куçа йăмăхтараççĕ. Телее, Çурçĕр Кавказ Республикисенче вăрçă-харçă пымасть паян. Заводсем çĕнĕрен хута кайнă, ял хуçалăхĕ аталанать», - терĕ Александр Николаевич. Ингушетире ентеш çывăх тус тупнă: Магомед Салам полицейскипе куллен çирĕп çыхăну тытать. Кăçал командировкăна кайма май килмен ăна, пуçлăхĕ, Владимир Николаевич Кузоваткин, ыйтнипе Ульяновскрах юлмалла пулнă.
Александр Токмакова йĕрке хуралĕнче хастарлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Тăван çĕршыв пысăк наградăсем парса чысланă: «За безупречную службу» I, II тата III степеньлĕ медальсем, «За отличие в службу УВД Ульяновской области», РФ Шалти ĕçсен министерствин Хисеп хучĕ тата ыттисем те. 16 тата 14 çулхи ывăлĕсене уйрăмах ашшĕн кăкăрĕ çинчи Хăюлăх орденĕ (орден Мужества) мăнаçлăх çуратать. Ахальтен мар Кирилпа Андрей иккĕшĕ те ашшĕ пек малтан чикĕ хуралçисем, кайран Ульяновскра обществăлла йĕрке хуралçисем пулма ĕмĕтленеççĕ. Александр Николаевич вара хăй ашшĕне – Николай Петровича –çирĕп кăмăллă пулма вĕрентнĕшĕн тав тăвать.
 
: 843, Хаçат: 45 (1189), Категори: Паллa дата

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: