Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шупашкарта октябрĕн 26-27-мĕшĕсенче Чăваш наци конгресне йĕркелесе янăранпа 20 çул çитнине халалласа тăванлăхпа пĕрлĕх уявĕ иртрĕ. Унта УОЧНКА (председателĕ В.И.Сваев) йĕркеленипе пирĕн облаçран та 20 ытла делегат кайрĕ.
 
Çавра сĕтел
Малтанхи кун Наци библиотекине Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи тата чикĕ леш енчи чăваш наци культура пĕрлешĕвĕсен ертӳçисем пуçтарăнчĕç. Вĕсем республикăн патшалăх влаçĕн, культура учрежденийĕсен органĕсен ертӳçисемпе тĕл пулчĕç. Çавра сĕтел теми - диаспорăри культура обществисем Чăваш Ен патшалăх влаç тытăмĕпе культура, вĕренӳ тата спорт тĕлĕшĕпе çыхăну тытса ĕçлесси, умри çивĕч ыйтусем тата вĕсене татса парасси.
Ăна ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов ертсе пычĕ. Мероприятие çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, ЧР вĕренӳ министрĕн çумĕ Светлана Петрова, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Геннадий Архипов хутшăнчĕç.
Вадим Ефимов регионсенче, çавăн пекех чикĕ леш енче те, чăваш наци юхăмĕ вăй илсе пынине палăртрĕ. Сăмахран, юлашки пилĕк çулта чăваш культура пĕрлĕхĕсен шучĕ 71-тен 90 çитнĕ. «Çак пулăм, - терĕ министр, - йăхташсем хăйсен культурипе, йăли-йĕркипе кăсăкланнипе, вĕсене упраса хăварассипе çыхăннă».
Ульяновск облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕн председателĕ Владимир Сваев вĕренӳ ĕçĕнче чăваш учебникĕсем, методика хатĕрĕсемпе пособисем çитменнине асăнчĕ. Çакăн пирки ЧР вĕренӳ министрĕн çумĕ Светлана Петрова çапла пĕлтерчĕ: «Ун пирки çулленех çырса пĕлтеретпĕр пулсан та 2007 çултан пуçласа чĕмпĕрсем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене пулăшма кăларнă пĕр кĕнеке те туянман». Урăхла каласан Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳ министерстви Шупашкара саккас паман.
Питĕр чăвашĕсем кăçал чылай пысăк ĕç тунă. Вĕсенчен пĕри хулари Пискарево асăну комплексĕнче Ленинграда нимĕç фашисчĕсенчен хӳтĕлесе пуç хунă 5 пин ытла ентеш ячĕпе (вĕсенчен 300-шĕ çак масарта выртать) Асăну плити уçнă.
Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Геннадий Архипов общество майĕпе ĕçлекен организацин тем тĕрлĕ ыйтăва та татса пама тивни пирки пĕлтерчĕ. Хальхи вăхăтра Наци телекуравĕнче вырăсла кăларăмсем ытларах пулни, чăваш специалисчĕсем çителĕксĕр ĕçлени, ЧНКна тытса тăма патшалăх пулăшманни, Акатуя патшалăх шайĕпе ирттерменни, влаç тытăмĕнче тăван чĕлхепе калаçманни тата ытти те канăçсăрлантарать ăна.
 
Анлă лару
Иккĕмĕш кунне Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче анлă лару пулчĕ. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн пуçлăхĕ Ю.А. Попов хутшăнчĕ. Малтан ЧНК президенчĕ Г.Н.Архипов «Эпир пурте пĕр тĕмрен – чăваш çеçкинчен» ятпа доклад туса пачĕ. Вăл виçĕ çул каялла чăваш наци радиовне йĕркелесе яни пысăк утăм пулнине пĕлтерчĕ, наци телевиденийĕ тăван чĕлхепе нумайрах калаçмалли çинче пусăм турĕ. Шупашкарта чăваш çурчĕ çукки – ăнланмалла мар пулăм. Тухса калаçакансем наци юхăмне аталантарнă çĕрте ЧНК пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕç, çав вăхăтрах çивĕч ыйтусем тăратрĕç. Чи малтан чăваш чĕлхине çăлса хăвармалли программа кирлине палăртрĕç. Мĕншĕн тесен чăвашсен йышĕ юлашки сакăр çул хушшинче 200 пин чакнă, юлашки 25 çул хушшинче вара 410 пин çын чакнă. Çаплах чăваш историне тавăрмалла пирĕн. Власть тата общественность пĕр шухăшлă пулманнипе эпир ăна çухата пуçларăмăр. Хамăр хушăра та тĕлли-паллисĕр çынсем тупăнма пуçларĕç, вĕсем пулăмсене унталла-кунталла турткаласа иртнĕ кун-çула «мантарма» пулăшаççĕ.
Çав вăхăтрах Етĕрнери лицей хупăннă, пуçламăш классенче вĕрентме учительсем çитмеççĕ. Хамăр икĕчĕлхелĕх çинчен калаçатпăр та – чăваш чĕлхине тĕпеле хупса хуратпăр. Шкулти юрă урокĕсенче чăвашла юрăсем вĕрентмеççĕ тесен те юрать. Кашни шкулта фольклор ушкăнĕ кирлĕ, халăх юррисене юратасси çакăнтан пуçланать. Ун пек тума пире Мускав чармасть, пуçарулăхĕ хамăрта пулмалла. Паллах, Чăваш Республикинче киностуди кирлĕ, çамрăксене воспитани паракан, наци ăнланулăхне ӳстерекен фильмсем ытларах ӳкермелле. Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче этнопедагогика институчĕ уçассишĕн те самай кĕрешӳ пырать, хальлĕхе ку ĕçе вĕçне çитереймен-ха. Этнопедагогика наукине пуçарса яраканĕ хамăр çынах вĕт – Г.Н.Волков. Ытти халăхсем ун вĕрентĕвĕпе питĕ анлă усă кураççĕ. Хамăрăн вара мĕншĕн усă курас мар?
Атнер Хусанкай шухăшĕпе, чăваша тĕнче шайĕнчи шухăшлав, ытти халăхсемпе çыхăнусем кирлĕ. Хальхи лару-тăру урăхла, ытти халăхсемпе таччăн çыхăнса ĕçлеме хистет. Поэзи шайĕпе тĕнчене тухмалла, чăваш ăс-хакăлне, тĕнчекурăмне кăтартмалла. Чи кирли, хавхалану ан сĕвĕрĕлтĕр.
Чĕмпĕр Ен делегацийĕн ертӳçи В.И.Сваев Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕн саламне вуласа пачĕ,влаçпа килĕштерсе ĕçлесен çеç пысăк утăмсем тума пулнине палăртрĕ. Облаçра чăваш хаçачĕ те, телекăларăмĕ те пуррине каларĕ. Регионсем пĕрлехи проектсемпе ĕçлемелле, пĕр-пĕрин опычĕпе усă курмалла терĕ вăл. ЧНК 20 çул тултарнă ятпа ун президентне Чĕмпĕр Ен делегацийĕнчен пысăк сехет парнелерĕ.
«ЮНЕСКО чăвашсене пĕтсе пыракан халăхсен шутне кĕртни хут çинчех юлтăр. Эпир пĕтместпĕр-ха, малалла аталанатпăр, хамăр пуласлăхшăн тăрăшатпăр!" - терĕ Владимир Ильич юлашкинчен.
Пухăва тĕрлĕ регионсенчен, çĕршывсенчен пуçтарăннă чăваш хастарĕсен шухăшне ЧНК вице-президенчĕ В.А.Иванов профессор сăмахĕсем пĕтĕмлетрĕç: «Чăваш тĕнчи çывхарнă чух анаслă ыйăх вырăнлă-ши?»
 
: 764, Хаçат: 45 (1189), Категори: Чaваш тeнчи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: