Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Йĕркене сыхлакансем пирки – Польша публицисчĕ Януш Васильковский: «Час-часах таса мар ĕçе пурнăçлама таса алăллă çынсем кăна пултараççĕ», - тенĕ.
Полици ĕçне таса мар ĕçпе танлаштарать публицист, мĕншĕн тесен вĕсен кунĕпе «пурнăçри тасамарлăхпа» тĕл пулма тивет. Полицие никам та савăнăçпа пымасть. Апла пулин те хăшĕсем йĕркене сыхлас ĕçе çемйипе кӳлĕнеççĕ. Кун пек тĕслĕхсем уйрăмах чăвашсемпе тутарсем хушшинче нумай. Çакăн пек çемьесенчен пĕри - Ульяновскра пурăнакан Верхеевсем: Сергей Петрович майор, Надежда Валентиновна капитан тата вĕсен ывăлĕ Александр Сергеевич, хальлĕхе стажёр.
-Çемьере чи малтан милицире эпĕ ĕçлеме тытăнтăм. Салтак хыççăн Ульяновскри электромеханика техникумĕнче илнĕ станоксен наладчикĕ специальноçпа «Гидроаппарат» заводра вăй хутăм. 1994 çулта милицие ĕçе кайма сĕнсен – килĕшрĕм. Мĕншĕн тесен вăл вăхăтра завод ĕç укçи те тӳлейместчĕ. Засвияжски районĕнче патрульпе пост службинчен тытăнтăм. Виçĕ çултан «Свияга» микрорайонĕнчи участокри милиционер пулса йĕркене сыхларăм. Ун чухне чăнах та йĕркеччĕ ман районта, хальхи пек хăйсем тĕллĕн кăмпа евĕр шăтса ларнă пĕчĕк «пасарсем» те çукчĕ. Кайран аслă участковăй, каярах участковăйсен пуçлăхне лартрĕç. Çак вăхăтра Раççей ШĔМĕн академийĕн Шупашкарти филиалне вĕренсе пĕтертĕм (2000 – 2004 çулсем). 2004 çулта облаçри ШĔМĕн тыл енĕпе тивĕçтерекен уйрăмне куçарчĕç. Паянхи кунччен унта вăй хуратăп, - каласа парать Сергей Петрович.
1994 çултанпа Сергей Верхеев тăватă хутчен Чечняпа Дагестанра пулать. Ĕçлеме пуçласанах, 1995 çулта Дагестанпа Чечня чиккине сыхлама каять. Чи хăрушă вăхăтсем. Шăпах хурахсем вăй илсе пырса Кизлярта мирлĕ халăха вăйпа тытса асаплантарнă кунсем. 45 кун пĕр ĕмĕр пек туйăнать сыхлавçăсене.
2000, 2003 çулсенче те вăл виçшер уйăх Чечняри Шали хулинче йĕркене сыхлать. 2009 çулта вара Сергей Верхеев Чечняна контрактпа икĕ çула каять. Чечняри Раççей милицийĕнче чеченсемпе çума-çумăн хĕçпăшалланса тапăнакан вăрă-хурахсене хирĕç тăрать. Нумай хутчен çапăçусене лекет, милици уйрăмне те тапăннă тĕслĕхсем чылай. 2011 çулта авăн уйăхĕнче Ульяновска таврăнать. «Хам ирĕкпе тепĕр хут салтака кайрăм», - кулса калать вăл çав вăхăт пирки.
Тата Чечняна каятăр-и тесе ыйтсан приказ пулсан каятăп тет. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне вăл иккĕленсе тăмасăр пурнăçлама хăнăхнă.
Надежда Валентиновнан вара милицире ĕçлес кăмăл мĕн ачаранах пулнă. Анчах сакăр класс хыççăн юлташĕпе пĕрле вăл Ульяновскри педучилищĕне шкулчченхи ачасен уйрăмне вĕренме кĕрет те пурнăçне педагогикăпа çыхăнтарать. Училище хыççăн виçĕ çул Александр Матросов ячĕллĕ Ивановăри ачасен çуртĕнче ĕçлет, ун хыççăн – ача-пăча садĕнче. Пурнăçра ĕмĕчĕ тулайманни пирки вăл мăшăрне 35 çул тултариччен виçĕ кун маларах кулянса каласа парать. (35 çул хыççăн милицие ĕçлеме илмеççĕ.) Вăл мăшăрĕн ĕçне вăрттăн ăмсанса пурăнннине те пытармасть. Шăпах çапла чунне уçса пани Надеждăн малашнехи пурнăçне тĕпрен улăштарать. Чун-чĕререн юратнă мăшăрне савăнтарас, унăн кăмăлне тултарас тесе Сергей Петрович темĕн тума та хатĕр. Хальхинче те арăмĕн кăмăлне тивĕçтерет. Çапла Надежда виçĕ кунра садикри ĕçрен тухса милицие кĕме хут çырать. Милици ĕçĕнчи малтанхи утăмĕсене Верхеева стажёр 2004 çулта Засвияжски районĕнчи постпа патруль службинче тăвать. Кунне-çĕрне пăхмасăр урамсене çуран та, машинапа та çӳреме тивет. Çур çултан Надежда Верхеева кĕçĕн сержанта ятарлă шкула вĕренме яраççĕ. Çамрăк хĕрсемпе тан вăл спорт енĕпе те, пăшала салатса пуçтарассипе те, çапăçу мелĕсене кăтартассипе те экзаменсене лайăх тытать. Ун хыççăн çăмăл çул шырамасăр каялла постпа патруль службине таврăнать. 2005 çулта мăшăрĕ вĕренсе пĕтернĕ милици академине кĕрет. Ĕçрен хăраман, приказа вăхăтра та туллин пурнăçлакан чăваш хĕрарăмне РОВД пуçлăхĕ тыл службине, хĕç-пăшалпа ĕçлеме чĕнет. «Оружейник» теççĕ вĕсем хăйсене. Яваплă ĕçчене Надежда Валентиновнана çак должноçах Чукун çул, Ленин районĕсен милици уйрăмĕсене чĕнеççĕ. Анчах вăл килĕшмест. Пĕлтĕр аслă пĕлӳ илнĕ Надежда Верхеевана Ульяновск хулин тыл енĕпе тивĕçтерекен службăна куçараççĕ.
Верхеевсен аслă ывăлĕ Александр мĕнле професси суйласа илес-ха тесе пуçне ватман. Шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă каччă 18 çул тултарсанах хăй ирĕкĕпе салтака каять. Челябинск хули çывăхĕнче мотострелоксен чаçĕнче службăра тăрсан та вăл боеприпассене тĕп тунă çĕре хутшăнать. Салтакран таврăнсан ашшĕ-амăшĕ çулĕпе каять, милицие кĕме заявлени çырать. Халь вăл стажёр. Çав вăхăтрах Саша куçăмсăр майпа Ульяновск университечĕн патшалăхпа муниципаллă управленийĕ факультетĕнче вĕренет.
Верхеевсен кĕçĕн хĕрĕ 8-мĕш класра вĕренет. Бал ташшине ăста хĕрача паян ӳссен кам пулассине татса калаймасть-ха, унăн инженер та, тухтăр та пулас килет. Анчах ыранхине кам пĕлет?..
- Мĕнле вăл пĕр çемьере виçĕ полици çынни пулсан? – чăтаймастăп ыйтмасăр.
- Аван, пирĕн ĕç кабинета хупнипе вĕçленмест. Вăл яланах пирĕнпе. Килте сĕтел хушшинче пĕр-пĕрне каласа памаллисем те, сӳтсе явмаллисем те, тавлашмаллисем те тупăнаççĕ. Çапла пулмалла та пуль. Эпир пĕр тĕнчере пурăнатпăр – полицире. Тревогăсем пулсан виçсĕмĕр те сиксе тăрса часрах пуçтарăнатпăр, - хуравлать Надежда Валентиновна.
Верхеевсен çемйи полици ĕçне хаклать. Массăллă информаци хатĕрĕсенче полици ĕçченĕсен начар енĕсене кăтартнă пирки веçех çынран килет, çемьере тĕрлисем пулаççĕ теççĕ. Юлашки вăхăтра вара полици йышне тивĕçлĕ çамрăксене кăна илнине палăртаççĕ.
 
 
 
: 894, Хаçат: 45 (1189), Категори: Паллa дата

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: