Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Валентина Александровна Ильдутова вĕрентӳçĕ Малаелĕнчи шкулта 35 çул вăй хурать. Вĕсенчен 15 çул чăваш чĕлхи кружокне илсе пырать. Вăл пуçламăш класс ачисене вĕрентет. 1996 çулта «Халăх çутĕç отличникĕ» ята тивĕçнĕ.
- Чăваш чĕлхипе культурине чун туртнипе эрнере пĕр сехет илсе пыратăп. Кружока мĕнпурĕ 10 ача çӳрет. Хам вырăс шкулĕнче вĕреннипе чăваш грамматикине пĕлместĕп темелле. Калаçма та ялтисемпе калаçнă шайра çеç пултаратăп. Çавăнпа хам ĕçре кĕнекесемпе нумай усă куратăп. Ачасене йывăр мар, куллен кирлĕ сăмахсене вулама, çырма вĕрентетĕп. Несĕлĕмĕрсен историйĕпе, йăли-йĕркипе паллаштаратăп. Эпир Шупашкарта тухса тăракан «Тетте» журнала çырăнса илетпĕр. Кунта ачасене илĕртекен рубрикăсем нумай. Сăмахкаçмăшсен тупсăмĕсене пĕрле шыратпăр. Ачасене йăлтах интереслĕ. Хам та вĕсемпе пĕрле нумай çĕннине вĕрентĕм.
Чăваш уявĕсене йĕркелетпĕр. Чăваш юррисене итлетпĕр, юрлатпăр. Ачасемпе килĕсенче вырăсла калаçни куçкĕретех: чăвашла яка калаçаймаççĕ. Хăшĕ-пĕри ачине кружока ярасшăнах мар. Шел, чăвашсем вырăсланса пыраççĕ, - терĕ вĕрентӳçĕ хаш сывласа.
Эпĕ вĕрентӳçе питĕ лайăх ăнланатăп. Ун пеккине облаçри мĕнпур ялсенче курма тивет. Вăл чир евĕр сарăлнăçем сарăлать. Чăн чăваш ялĕсенче те пепкисемпе вырăсла пуплеççĕ те. Чи кӳренмелли — çакă йăлтах ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕпе пулса пыни. Вĕрентӳçĕ кунта вăрçă хирĕнчи пĕччен салтак вырăнĕнче пулса юлать. Эрнере пĕр сехет чăвашла калаçнипе чĕлхене сыхласа хăварма май çук çав… Апла пулин те пирĕн вĕрентӳçĕсем чĕлхемĕре сыхласа хăварас ĕçре ырми-канми тăрăшаççĕ.
 
Çĕнĕ Малăкла районĕ.
 
: 946, Хаçат: 45 (1189), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: