Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Канаш» хаçатăн 41-мĕш номерĕнчи Елена Мустаева илнĕ кĕске ыйтăмра мана Ирина ятлă 46 çулхи хĕрарăм хуравĕ чĕрене ыраттарчĕ.
 
Эсĕ, Ирина, аннӳ патне яла кайса çӳретĕн. Вĕсемпе те ытти вĕçкĕнсем пек вырăсла-чăвашла аташатăн пулĕ. Ялти çынсемпе чăвашла калаçма сăмахсем тупаймастăн имĕш. Эх, нишлĕ чун, намăс та мар-и сана? Мĕне кирлĕ чăваш чĕлхи, унпа ăçта каймалла тетĕн. Эпĕ те чăваш хĕрĕ. Апла пулин те нимĕнле транспортран та тĕртсе кăларман-ха паян кунччен. Манăн та мăшăр вырăсчĕ. Эсĕ, тăванăм, упăшку вырăс пулни çине ан йăвантар. Кунта унăн айăпĕ çук та пулĕ. Хăвна темле вырăс тесен те эсĕ чăвашах, тăванăм. Ялна кайсан чĕлхӳне хуçса вырăсла калаçса ан аташ. Чăваш пулса çуралнă пулсан чăвашах пул.
Пирĕн патăмăрта та пур Ирина пеккисем. Кăçал çулла пĕринпе тĕл пулма тӳр килчĕ. Ячĕсене çырмастăп ĕнтĕ. Санпа пĕр çулхи хĕрарăм хăйĕн мăшăрĕпе ватă амăшне курма килнĕ. Эпĕ амăшне аван пĕлетĕп. Хĕрне вара пĕрремĕш хут куртăм. Паллашрăмăр, калаçма пуçларăмăр. Хĕрĕ амăшĕ умĕнчех чăвашла маннă пек туса сăмахсене хуçкалать. Эпĕ тӳссе тăраймарăм. «Эй, Турă, мĕншĕн асапланан? Калаç ĕнтĕ чăвашла. Капла хăвна та лайăх, пире те кăмăллă пулĕ»,- терĕм. Малалла аванах пуплерĕмĕр.
Вăт çапла, Ирина, шел, сан пеккисем нумайланса пыраççĕ. Çынран вăтанмасан Турăран вăтанасчĕ. Элле сан пеккисемшĕн Турă та çук-и?
«Еткер» кăларăмра та хăшĕ-пĕри çурма вырăсла, çурма чăвашла калаçать. «Прослезилась» теес вырăнне “куçăм шывланчĕ» теме йывăрччĕ-и вара?
Чăнах та Серте Мишшин сăввисем куççуль кăлараççĕ, шухăша яраççĕ. Эпĕ Олег Мустаев, Анатолий Юман, Серте Мишши, Альбина Артемьева тата ытти нумай пултаруллă çынсемпе мухтанатăп. Пирĕн чаплă артистсем мĕн чухлĕ!
Чăвашсем пек (пурте мар, паллах) хăйĕн чĕлхинчен вăтанакан халăх тата пур-ши? Чĕлхемĕре упрас тесен вырăсла пĕли-пĕлми куштанланса калаçма пăрахас пулать. Пиртен ĕçчен те пултаруллă халăх сахал. Тăван чĕлхене хаклар. Ăна хамăр упрамасан пирĕншĕн кам тăрăшĕ?
 
 
Карсун районĕ,
Языково посёлокĕ.
 
: 965, Хаçат: 45 (1189), Категори: Cырусем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: