Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юпан 31-мĕшĕнче Раççейре кăна мар ун тулашĕнче те паллă вĕрентӳçĕ-ăсчах, этнопедагогика никĕслевçи, И.Я.Яковлев еткерлĕхне тĕпчекен хастарçă, педагогика ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, профессор, çыравçă, куçаруçă, критик Геннадий Никандрович Волков (Кашкăр Хуначи) çуралнăранпа 85 çул çитрĕ.
 
«Кашни халăхăн хăйĕн апостолĕсем – наци идейине халăх хушшине саракансем, халăха çĕнĕрен çĕкленме чĕнекенсем – пур. Чăваш халăхĕн апостолĕсенчен пĕри Г.Н.Волков шутланать. Вăл И.Я.Яковлев ĕçне малалла тăсать». (Г.С. Сидоров. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ вестникĕ, 1998.- № 1(2).- С.3 ).
Г.Н.Волков 1927 çулта Чăваш Республикинче Аслă Елчĕк ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет) физикăпа математика факультетне, Хусанти патшалăх педагогика университечĕн аспирантурине пĕтернĕ.
Вĕрентӳçĕре çамрăк ăсчах (учёнăй) 1948 çулта Шупашкарти 4-мĕш номерлĕ арçын ачасен шкулĕнче ĕçлеме пуçланă. Ун хыççăн Хусанти арçын ачасен 78-мĕш номерлĕ çичĕ класлă шкулĕнче физика вĕрентӳçинче тăрăшнă. 1952-1972 çулсенче – Чăваш патшалăх педагогика институчĕн аслă преподавателĕ, доценчĕ тата педагогикăпа психологи кафедрин пуçлăхĕ, аслă наука ĕçченĕ, ăслăлăх ĕçне илсе пыракан проректорĕ.
Институтра 20 çул ырми-канми тăрăшнă хушăра профессор вĕрентӳçĕсене хатĕрлес çĕрте пысăк ӳсĕмсем тунă. Геннадий Волков ăслăлăх тата наукăпа халăха ăнланмалла чĕлхепе çырнă 500 статья пичетлесе кăларнă, çав шутра 27 монографи хатĕрленĕ.
Вулакансен кăсăклантарнă тарăн ăслăлăх ĕçĕ 1974 çулта кун çути курнă «Этнопедагогика» кĕнеки. Ятне тĕнче шайне кăларма пулăшнă пысăк ĕçĕсем: «Чувашская народная педагогика», «Этнопедагогика чувашского народа», «Этнопедагогика чувашей», «Судьба Патриарха», «Обыкновенное дело педагога», «Педагогика любви», «Духовное просвещение» тата ыттисем те.
Педагогика ăслăлăхĕсен тухтăрĕ Г.Н.Волков хăйне И.Я.Яковлевăн вĕрентĕвĕпе шухăшне хальхи вăхăтпа шайлаштарса пурнăçласа пыраканĕ, малалла тăсаканĕ евĕр кăтартнă. «Енчен те И.Я.Яковлевăн пурнăç тĕллевĕ чăвашпа ытти халăхсен ăс-хакăлне çутталла çĕклесси пулнă пулсан Г.Н.Волковшăн чи пахи — Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн ырă пуçарăвне малалла аталантарасси, ĕçлесе çитересси, пуянлатасси» (Т.Петрова). Геннадий Никандрович халăх педагогикин тĕнчери пĕртен-пĕр музейĕн (Якутири Орусу хули)ăслăлăх консультанчĕ пулнă.
Г.Волков пысăк ăслă вĕрентӳçĕ-ăсчах анчах мар, питĕ пултаруллă çыравçă, критик, халăх сăмахлăхне тĕпчекен те. Паллă çыравçă-сăвăçсем (Константин Иванов, М.Яковлев, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай, Александр Пушкин, Михаил Ломоносов…) çинчен хайланă критикăллă статйисем тарăн шухăша путараççĕ. Эпир ун илемлĕ литература чĕлхипе çырнă хайлавĕсемпе куçарăвĕсене те пĕлетпĕр, çав шутра «Асанне калавĕсем», «Юманпа хĕвел», «Созвездие земли» кĕнекисене те. Вăл пăлхар чĕлхинчен Ангел Тодоровăн «Длинная рука» кĕнекине, Салчак Токи, Лили Промет, Юван Шесталов ĕçĕсене куçарнă.
Г.Н. Волков – РФ тава тивĕçлĕ ăслăлăх ĕçченĕ, Чăваш тата Калмăк Республикисен Хисеплĕ гражданĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. Ăна К.Д.Ушинский, Я.А. Коменский, Н.К Крупская медалĕсемпе, Гердерăн ылтăн медалĕпе наградăланă, «РСФСР çутĕç отличникĕ» ята тивĕçнĕ.
2010 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче Геннадий Никандровичăн куçĕ ĕмĕрлĕхе хупăннă.
 
: 1144, Хаçат: 45 (1189), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: