Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Пурнăçри чи пысăк ăнăçу – ырă çынна качча кайса çĕршыва юрăхлă ывăлпа хĕр çитĕнтерни»,- терĕ Çĕнĕ Ульяновск хулинче пурăнакан Клавдия Разматова. Аса илмелли, мăнаçланмалли Клавдия Ильинична пурнăçĕнче татах пур: нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ, Хулаçырминчи шкултан сакăр класс пĕтерсе тухнă хыççăн Ульяновскри кĕнеке техникумĕнче ятарлă вăтам пĕлӳ илнĕ, лавккаçăра ĕçленĕ.
«Эпĕ направленипе ĕçлеме каймарăм, тӳрех пысăк лавккара — Ульяновскри автовокзал çумĕнче тин çеç уçăлнă суту-илӳ центрĕнче — тăрăшма пуçларăм,-аса илет Клавдия Разматова.- Питĕ чаплăччĕ. Лавккаçăсем эпир пурте 18-20 çулхисемччĕ. 1980 çулта вара пире, çамрăк та пултаруллă ĕçченсене, çуллахи XXII Олимп вăййисене хутшăнакан хастарсене апат-çимĕçпе тивĕçтерме Мускава ячĕç. Икĕ уйăх хушши гастрономра тутлă ĕçме-çимепе кирлĕ промышленность таварĕсем сутнă. «Пром-прод» лавккара ĕçленĕ. Хăна çуртĕнче пурăнтăмăр. «Олимп хулинче» лавккасенче темĕн те пурччĕ: драпран çĕлетнĕ пальто тавраш, кĕрĕк, кремплин кĕпесем, костюмсем – суйла кăна. Эп те хам валли тем те пĕр илсе тултартăм. Çак çиçĕм хăвăртлăхĕпе вĕçсе иртнĕ тапхăрта кампа кăна паллашман-ши? Спортсменсемпе, артистсемпе, çыравçăсемпе, малĕмĕтлĕ, çилçунатлă яшсемпе тата пикесемпе. Ют çĕршыв çыннисем хăйсене питĕ ирĕклĕ, кăсăк тыткалатчĕç. Урамра кĕске йĕмпе çӳренине те ун чух пуçласа курнă мар-и? Мускавра Олимпиадăра ирттернĕ 60 кун нихăçан та асăмран тухас çук. Тăван тăрăха хаклă Олимп паллипе – çемçе теттепе Мишша упапа — таврăнтăм. Ку маншăн чи пысăк парне пулчĕ. Тăрăшса ĕçленĕшĕн Мухтав хучĕ, дипломсем пачĕç. Тĕрĕссипе, Олимпиада хыççăн пире Мускава ĕçлеме юлма сĕнчĕç. Эпĕ хирĕç те марччĕ. Мана аппа чарчĕ. Темшĕн? Тĕп хулара хăварма хăранăран-ши?
Таврăнсан Ульяновскра суту-илӳ енĕпех вăй хутăм. Чун-чĕреме юрату туйăмĕ «вут хыпса» илсен качча кайрăм. 1983 çулта мăшăрпа Çĕнĕ Ульяновск хулине куçса килме шутларăмăр. Пуçра хам пĕлнĕ, юратнă тивĕçĕме аталантарса харпăр ĕç йĕркелеме шухăш та пурччĕ. Анчах та услам ĕçĕ вăй илменччĕ-ха ун чухне.Тен, çавăнпа та пуль шикленнĕ. 1984 çулта «Ылтăн пулă» ача пахчине хуçалăх ертӳçи пулса ĕçе вырнаçрăм. Вăл вăхăтра унта 12 ушкăнччĕ.
– Ача пахчин пуçлăхĕ Нина Брекова ку тивĕçе 20 çул илсе пырать, ăслă-тăнлă, пултаруллă çын вăл, - аса илет Клавдия Ильинична.- Çавăнпа та кунтах тытăнса тăтăм. Икĕ çултан 30 çул пулать ача пахчине хуçалăхра кирлĕ япаласемпе тивĕçтерме, çак яваплă ĕçе йĕркелесе тăма пуçланăранпа. Мĕнпур хуçалăх пайĕ (апат-çимĕç, тирĕк-чашăк, çумалли хатĕр-хĕтĕр, веçех – ман çинче. Ĕçтешсем хушшинче чăвашсем пурришĕн савăнатăп. Воспитательсемпе килĕштеретпĕр.
 
 
 
Çĕнĕ Ульяновск хули.
 
: 668, Хаçат: 45 (1189), Категори: ентешсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: