Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ – ватăсен кунĕ. Чӳрекел ялĕнчи ватă çынсем çак куна питĕ кĕтеççĕ. Урамра тĕл пулсан е лавккара черетре тăнă чух та çак уяв çинчен калаçаççĕ.
Малтан — мĕнле паллă тăвасси пирки, кайран — мĕнле иртнине сӳтсе яваççĕ. Уяв кĕрекинче —70 çултан иртнĕ çынсем. Г.В. Дьяконов, П.И. Орлов, И.Т. Горячев, П.Л. Ульянов. Кăçал вĕсен çумне П.Н. Краснов хутшăнчĕ. Шел, вĕсен речĕ чаксах пырать. Н.С. Мышов (1921 çулхи) пиртен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.
Нумай курнă, нумай тӳснĕ çынсем хăйсен мăнукĕсемпе, вĕсен телейĕсемпе савăнаççĕ. Нумай та кирлĕ мар вĕт ватă çынна. Ырă та ăшă сăмах тата хăйĕн ятне асăнсан хуть те мĕнле çыннăн та чунĕ çемçелет.
Пирĕн ентеш, фермер хуçалăх ертӳçи Николай Николаевич Волынщиков ватăсене уяв туса парать. Парне валли те, чей ĕçмелĕх кучченеç туянма та укçа уйăрать вăл. Çавăнпа ĕнтĕ ялти ватăсем ырă кăмăллă ентешĕмĕре тав тăваççĕ, сывлăх сунаççĕ.
Хирсем сухаланса акăнни те вĕсемшĕн савăнăç. Вĕсен çамрăклăхĕ хиртех иртнĕ-çке... Нушаллă пулин те çĕрсене акмасăр хăварман. Халĕ вара Тагай вăрманĕ çумĕнчи хирсем сухаланмаççĕ.
Малашнехи пурнăç та шиклентерет ватăсене. Мăнукĕсен пуласлăхĕ мĕнлерех пуласси шухăшлаттарать. Пĕрле ларса калаçнă хыççăн ватăсем килĕсене çĕнĕ вăй илсе таврăнаççĕ.
Эпир вĕсем пурришĕн савăнатпăр. 1942-1946 çулсенче çуралнисен шучĕ те сахал. Упрар вĕсене, пултарнă таран пурнăçĕсене ĕçпе тата ырă сăмахпа илемлетер.
30-40 çул каялла яш çын аслашшĕпе е асламăшĕпе хула урамĕпе юнашар утса пыма вăтаннă пулсан хальхи çамрăксем ватăсене вырăна хурарах параççĕ пек туйăнать. Чăвашла калаçакансенчен те вăтанмаççĕ.
Чăваш хушшинче ватă çынсене ватлăх çурчĕсене леçни те сайра тĕл пулать. Ватăсенчен çапла хăтăлакансем шухăшласах илеймеççĕ пулĕ ваттисен сăмахĕсене: «Мĕн акатăн – çавă шăтать». Кайран хăйсем: «Ачасем пăхмаççĕ»,- тесе нăйкăшса çӳреççĕ. Ачи камран вĕренсе ӳсет-ха? Хăйсенченех. Çакна тавçăрмаççĕ курăнать.
 
 
Майна районĕ.
 
: 748, Хаçат: 45 (1189), Категори: Тĕпчев

Комментарисем:

Srigala (2014-05-09 02:12:44):
It's a joy to find sooemne who can think like that

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: