Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пĕлӳ кунĕ умĕн облаçри обществăлла палатăн анлă ларăвĕнче «Помоги собраться в школу» тăвăçăн пĕтĕмлетĕвне тунă.
Кăçал обществăлла палата членĕсен вăйĕпе сахал тупăшлă çемьесенче ӳсекен ачасене: Егор Егорова, Николай Давыдова, Михаил Маркина, Егор Матвеева, Владимир Желтова, Илья Волгаре, Александра Куклинăна, Данил Семёнова, Алексей Петрова тата Мария Каштанована шкула – пуçтарăнма пулăшнă.
Ларура облаçри шалти политикăн министрĕ Татьяна Кириллова, Обществăлла палата председателĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыраканĕ Галина Батракова тата председателĕн çумĕ Олег Лебеденко кашни ачан ашшĕ- амăшне сертификат тата укçа парса хавхалантарнă.
Культура ĕçченĕсен съезчĕ
Регионта облаçри культура ĕçченĕсен пĕрремĕш съезчĕ иртнĕ. Ăна Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр уçнă. РФ культура министрĕ Александр Авдеев янă салам телеграммине вуласа панă. Кĕпĕрнаттăр хăйĕн сăмахĕнче кăçал “Культура в Ульяновской области на 2012-2016 годы” ятарлă программа йышăнассине пĕлтернĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – культурăна халăх хушшинче сарасси.
Съездра культурăри чи çивĕч ыйтусене çĕкленĕ. Культурăна аталантарма кансĕрлекен сăлтавсем - бюджетран яланах çителĕксĕр укçа-тенкĕ уйăрни, культура учрежденийĕсем кивĕлле ĕçлени, ĕç укçи пĕчĕк пулни, пысăк пĕлӳллĕ кадрсем çитменни. Регионти культура стратегийĕ шăпах кадрсен ыйтăвне татса парассипе тата культура ĕçченĕн статусне çĕклессипе çыхăнĕ. Çитес çул облаçра “О молодых специалистах в сфере культуры”саккун йышăнмалла. Унпа килĕшӳллĕн çамрăк специалистсене ĕç укçи çумне хушса тӳлĕç, ĕçри çитĕнӳсемшĕн паракан “Браво, маэстро!” тата “Шапка Мономаха” премисен калăпăшне ӳстерĕç.
 
: 898, Хаçат: 36 (1128), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: