Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпĕ вăтăрта. Кашни утăмрах пĕлĕшсем: «Эсĕ халĕ те авланман-и-ха?» - тесе тинкене илеççĕ. Атте те ытлашши тиркешетĕн, çавăнпах ватта юлатăн ĕнтĕ тесе мăкăртатать. Пиччесемпе куккасем те кашнинчех: «Санран туй эрехне кĕтсе илесси пулать-и?» - тесе сăмах тĕртеççĕ. Вĕсенчен яланлăхах хăпас тесе пĕррехинче: «Атьăр эпĕ сире нимсĕр-мĕнсĕрех пĕр ещĕк эрех илсе паратăп», - терĕм. «Мĕн, пĕр сăлтавсăр ĕçсе ларма эпир алкашсем-им? – кӳренчĕç вĕсем. Пĕр хĕр çулăхрĕ тата: «Мĕнле халиччен авланман-ха эс?» - тесе тĕлĕнет. Ма шӳтлес мар? «Качча пыраканни тупăнмарĕ-ха», - тетĕп. Пуçларĕ мана мухтама! Хитрескер, кăмăллăскер, çав тери ирĕлтӳллĕскер иккен эп… Хам мĕнле лайăххинчен хам тĕлĕнсе кайрăм та: «Апла эсĕ мана качча пыр!» - тесе хутăм. Килĕшрĕ вĕт шеремет! Юрать, калаçăва урăх енне пăрса яма ăс çитертĕм: «Эпĕ хĕрсене тиркеме хăнăхнă çав, тен, тепĕр 2-3 çултан ку йăлана пăрахăп», - тесе тара патăм.
Йăлăхсах çитрĕм ĕнтĕ. Çапах та канаш парăр-ха: «Халĕ те авланман-и-ха?» - тесе ыйтакансене мĕн хуравламалла? Чăн ята та, шухăшласа тупнине те палăртас килмест. Мана кăна мар, кама та пулин урăххине те: «Эсĕ мар-и-ха «Улаха» çырса яраканни?» - тесе ан тарăхтарччăр.
1. Хуравĕ мĕнлерех пуласси, паллах, ыйтăвне кам панинчен те килет. Çапах та кирек кама та: «Мĕскер эсир? Халь эп ытла та çамрăк-ха», - теме пултаратăр. Сăмах май тенĕ пек тĕнчери чи ватă хĕр пирки каласа парăр. Вăл Минни Манро ятлă. Австралири Поинт-Клэр хулинче пурăнакаскер 102 çулта чухне 83-ри (!) Дадли Рейда качча кайнă. Вĕсемпе танлаштарсан эсĕ чĕчĕ ачи кăна-ха!
2. Качча кайса уйрăлнине вара хирĕçле ыйту пама пултаратăр: «Сан çавă, малтанхи, алимент тӳлет-и-ха? Урăх пырса ан çулăхтăр.
3. Çиччĕ виç те пĕрре кас теççĕ. «Халь малтан хваттер, кайран машина туянмасăр кам авлантăр?» - тени хăшĕ-пĕрне анратсах ярĕ.
4. Статистика тăрăх, Раççейре авланакан каччăсен арăмĕсен 50 проценчĕ мăн хырăмлă иккен. Çавăнпа та чăнласа та, шӳтлесе те: «Хальлĕхе эп арпус вăрри çăтса янисемпе пĕрлешесшĕн мар-ха!» - теме пултаратăр. Ăнланаканни – ăнланать. Ăнланманни – çăварне карса тăрса юлать.
5. Тепĕр шӳт те пур. «Эпĕ Тăван çĕршыва Европа шайне çĕклесшĕн-ха!» тени. Швецире арçынсем вăтамран 30 çултан иртсен тин авланаççĕ. Франципе Испанире – вăтăр иккĕ урлă каçсан. Финляндипе Германире – вăтăр тăваттăра.
6. Май пулсан хăвăрăн шӳтпе: «Апла эсĕ качча пыр-ха!» - тенипе те усă курма пултаратăр. Кам пĕлет, тен, шăпах сире пӳрнĕ çын çакланать ку вăлтана.
 
: 688, Хаçат: 45 (1189), Категори: Утаман

Комментарисем:

Василиса (2015-02-01 17:00:29):
Ку каччă ку вăхăтра авланнă пуль-ха, авлантарчĕç пуль.
Авланманнин авланманшăн пăшăрханать, вăтăртан иртсе качча каяйманни çак таран çитсе те качча каяйманшăн.


Галина (2015-10-27 23:22:22):
ОйĔ ан та калăр-хаĕ Каччă 30-тан иртни нимех те мар-ха вăлĔ хĕрĕм 30-тан иртрĕ -çкеĕĕĕ Ăçта -ши унăн Турă çырни.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: