Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(А.Г.Дмитриев-Ырьятă н илем лаççинче туптаннă пултарулăхĕ)
 
Быть знаменитым некрасиво… (Чаплă çын пулма илемсĕр…)
Борис Пастернак.
 
Пĕрре курсах кăмăлласа, юратса пăрахма пулакан çынсем пур. Вĕсене халь тин çеç курнă пулсан та тахçантанпах пĕлетĕн, паллатăн пек туйăнать. Çав çынпа санăн çийĕнчех шăкăл-шăкăл калаçу пуçланса каять. Пĕр-пĕрне ăнланни куçкĕретех палăрать: килĕшӳлĕх, пĕр шухăшлăх, пĕрешкеллĕх (гармони) çирĕпленет. Унашкаллисемпе калаçса тăранма çук, калаçу теми те тупăнсах тăрать, вĕçĕ те çук: пĕр интерес, пĕр шырав, пĕр пултарулăх асапĕ-ыратăвĕ…
Чăвашсем юлташ хăвăнтан аван пултăр тенĕ. Çак каларăш пĕлтерĕшне ытлашши ăнлантарни те кирлĕ мар. Вăл паллă, уçăмлă. А.Г.Ырьят шăп та шай «хăвăнтан лайăххи»: тĕплĕреххи, хисеплĕреххи, шанчăклăраххи, тĕрĕсреххи. Чăн-чăн интеллигент: çулланнă çынсемшĕн те, çамрăккисемшĕн те вăл тĕслĕх пулса пурăнакан ÇЫН. Вăл нихăçан та хăй чапĕшĕн, хисепĕшĕн,мухтавĕшĕ н аппаланса ылтăн вăхăтне сая ямасть. Юлташĕсемпе ентешĕсемшĕн вара (паллах, пултарулăх лаççинче) мĕнпур вăйне пама хатĕр.
Эпĕ çак хайлав пуçламăшĕнче ахальтен мар вырăс классикĕн – Б.Л.Пастернакăн – паллă сăввинче асăннă йĕркене («Быть знаменитым некрасиво…) илсе кăтартрăм. Ман шутпа, çак эпиграф А.Ырьятăн чун-чĕрине, унăн сăваплăх-пуянлăхне тарăннăн уçса парать. Аслă поэт, Нобель премийĕн лауреачĕ «илемсĕр» («некрасиво») сăмахпа усă курни, ăна ансăррăн-ансатлăн ăнланма кирлĕ маррине тĕплĕн вулакан, паллах, пит лайăх ăнланнă, чухланă. Поэт, çын мухтава тивĕçлĕ пулса тăрсан, хăй ĕнер кам пулнине манса кайсан, сăмсине ытлашши каçăртма тытăнсан ку çын илемсĕр пулса каять тесе ăнлантарнă. Борис Пастернак сăввинчи куçкурăм, пĕтĕмлетӳ-палăрту А.Ырьят пирки те тĕрĕссĕн, уçăмлăн каланăн туйăнать мана.
Çирĕм çул ытла ĕçлет А.Г.Ырьят «Канаш» хаçатра. Эпĕ ăна чи пирвайхи хут курсан Шупашкартан килнĕ корреспондент тесе шутларăм. Унăн калаçăвĕ-пуплевĕ, çын умĕнче хăйне типтерлĕ-çыпăçуллă тыткаласси, уçă кăмăллă, ырă чунлă («Ырьят» çакăнтан мар-ши?) çын пулни самантрах палăрчĕ. «Çут тĕнче чăнахах та хĕсĕр мар, пур авă чăн-чăн йĕркеллĕ çынсем», - шухăшларăм ун чухне.
Çав кунран пуçланса кайрĕ те пирĕн туслăх – ăшă туйăмлă, пĕр шухăш-канашлă ырă туслăх: тĕллевĕмĕрсем пĕр туртăмлă вăйпа аталанса пырасси те иккĕленӳсĕрччĕ. Çапла кӳлĕнтĕмĕр эпир Анатолий Григорьевичпа пĕр лава – чăвашлăх лавне.
Анатоли Ырьят пултарулăхĕ нумай енлĕ: вăл журналист, прозаик-публицист тата поэт. Эпĕ хам та çав çулăмлă цехра – поэзи лаççинче «тĕнчене манса» ĕçлетĕп. Çавăнпа та Ырьят поэзийĕнчи ĕç-хĕл мана çывăхрах, интереслĕрех. Сăмахăм та çав йӳтĕмпех пуçланчĕ. Эппин, сăвă-юррăн мерчен алăкне уçса, унăн илемлĕрен те илемлĕ асамлăхне путар: тĕнче аваллă пуян, чĕлхемĕре хуплаймĕ мăян!
Çыравçă çын вăхăт иртнĕçемĕн аталанса, вăй пухса,хăватланса пырать.Халăха калас сăмахĕшĕн çирĕп яваплăх туйма пуçлать. Сăмахĕсене те асăрханса, «çитмĕл те çичĕ ала витĕр» кăларса шĕкĕлчет. Вулаканшăн юрăхлă тăвать. Раççейре паян сăмах ирĕкре – хуть те мĕн, хуть те мĕнле çыр. Цензура текенни çук, чыс тени те сутăннă. Анчах пичетленĕ сăмаха халăх вулать. Вăл унпа хăйĕн тĕнчекурăмне ӳстерет. Этеплĕхне пуянлатать. Ку – идейăпа çапла. Кулленхи пурнăçра пачах урăхла. Пичет сăмахĕ халăха тислĕке «чышса» лартма та пултарать. Ман сăмахăм та, чĕлхем те унашкалли – путсĕрлĕх пирки – пулмĕ, вĕсем чăваша юраман япаласем.
2000-мĕш çулта «Канаш» хаçат çумĕнче «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн членĕсен хайлавĕсем кун çути курчĕç («Шевле çути», 2000). Анатоли Ырьятăн асăннă кĕнекере çĕр ытла сăвви-юрри пичетленнĕ. Пĕр шутласан çак сăвăсен пуххи хăех пĕр кĕнекене çитет. Çав ярăмри пĕрремĕш сăввиех вулакана шухăша ярать.
Ш а н ч ă к
Календарь листине эп тататăп
Юлашки хут кăçал, тĕлĕнсе.
Иртнĕ çул авăрне ак путатăп
Шухăшсен çумнерех çĕленсе.
 
Çĕнĕ çул – çĕн тивлет, килĕшетĕп,
Хурланас та килмест асăнса
Иртнине. Çав-çавах кӳлешетĕп:
Пурнăç çулĕ пыратчĕ ăнса…
 
Шурлăхах кĕрсе ӳкрĕмĕр пулĕ -
Кирлĕ улăм пĕрчи çăлăнма.
Пирĕн хыççăн мĕскер тăрса юлĕ,
Чун-чĕре пуçланман-ши хытма?
 
Аркатма йывăр мар, аркататпăр
Туслăха, çынлăха, пурлăха…
Йăх-яхсен çул-йĕрне якататпăр
Ылтăна пуç çапса кăлăхах.
 
Çĕр-анне куççульпе çăвăнайрĕ -
Юнланман вырăн çук ун çинче.
Йывăр пурнăç килсе мăйран пăврĕ,
Çут çанталăк вилет, çут тĕнче!
 
Эсĕ вырăс, чăваш е тутар-и-
Çын вăл танлăн килет тĕнчене.
Пурнăçа ăшшăнрах юратар-и,
Юх эс, юррăм, çĕкле çынсене!
 
Çапла çырса пĕлтерет поэт чун-чĕрин ыратăвне Анатоли Ырьят.
Поэзийĕн тĕп тĕллевĕ – ыттисенче поэзи туйăмне вăратасси, чĕрене пырса тивекен йĕркесем калăпласси. Такам çырнă сăвва ют çын куçпа кăна, унтан-кунтан çеç пăхкаласа тухать пулсан сăвă, паллах, сăвă мар, ахаль сăмах купи кăна. Ăна мĕнле çырмалла маррине пурте пĕлетпĕр, анчах мĕнле çырмаллине – никам та пĕлмест. Сăвă çырасси вăл – стихия, чун-чĕре тăвăлне тепĕр вутлă тăвăл – сăвă çуратакан асар-писер вăйăмлă стихия çеç çĕнтерме, лăплантарма пултарать. Сăвă çураличчен (хĕрарăм ача çуратнă пек) поэт чирлĕ: асапланать, унăн чĕринче мар, чунĕнче «юн» юхать! Çавăн чух «поэт çунса кайнă» теççĕ. Поэт вăхăт-вăхăт тискеррĕн кăшкăрни те илтĕнет:
Вилĕмрен хăрамастăп,
Пур пĕрех вилмелле!
Хам ята эп ямастăп,
Ырă çул çеç пилле, -
тесе ыйтать,тархаслать сăвăç хăйĕн шăпинчен. «Пурпĕрех вилмелле…» - чăнахах та мар-и çыннăн çĕр çинчи вĕçĕмĕ-пĕтмĕшĕ? Пурнăçпа вилĕм пĕр самантрах çуралаççĕ. Пĕр сăпкарах сикеççĕ. Ĕмĕр тăршшĕ çума-çумăн çӳреççĕ. Анчах та пурнăç, йĕркисем епле хаяр пулсан та телейсĕр те мар иккен поэт çирĕплетнĕ тăрăх:
Телее аякра шырамаççĕ.
Телее шыв сапса ӳстермеççĕ.
Телее пасарта та сутмаççĕ,
Патшасем укçалла илеймеççĕ.
 
Телее çăкăрпа та çимеççĕ.
Телее писменпе те виçмеççĕ.
Телее килĕрен валеçмеççĕ -
Уншăн тăтăш çынсем тĕмсĕлеççĕ.
 
Телее кивçенле те илмеççĕ.
Телее саклата та хумаççĕ.
Телейсен вырăнне те пĕлместпĕр -
Анчах та ĕмĕр-ĕмĕр кĕтетпĕр…
Поэт çапла асăрхаттарать пире – телей кĕтекенсене. Ман шутпа, «телей кĕтнинче» те этем пурнăç тупсăмне (хăй сисмесĕрех) курать. Ăна çунатлă ĕмĕчĕсенче тĕмсĕлсе шырать… Çĕнĕрен тупасса шанать:
Шăпăр мар çыхман турат, мĕн калăн,
Сапаланнă халăх пурăнать.
Раççейре чăвашăн çĕрĕ анлă,
Вăл шăрçа çыххи пек курăнать.
 
Чăваш ялĕсемлĕ чăваш çулĕ -
Анăçран Камчаткăна çити.
Чăваш йăхĕ пулнă, пур та, пулĕ -
Çутатать ăна ÇĔН КУН çути.
 
Çĕн кун çути! Кам кăна ĕмĕтленмест-ши çав кун çинчен! Миçе пин сăвă ăна халалламан-ши? Телейлĕ, лайăх, ырă пурнăç этемшĕн яланах çутă ÇĂЛТĂР вырăнĕнче пулнă. Халăх çав çăлтăр çутине пуç çапнă. Асра тытнă. Çав асамлăх этемлĕхе ĕмĕр-ĕмĕр астарнă. Сăхлантарнă. Эльдорадо – çăтмах утравĕ - чăнахах та таçта-таçта пур пек туйăннă. Этем çав асамлăхра пур пĕрех пурăнса курасса шаннă (шанатпăр та-и?):
Пурнăç çурхи кун пек анчах пуçланчĕ,
Чĕремĕрсем ялан çеçке çурсанччĕ…
Тавралăх чĕрĕлет,
Куллен-кун чун кĕрет, -
тесе шантарать пире сăвăç  хăй шухăшĕн-позицийĕн ĕмĕтлĕ курăмне.
Анатоли Ырьят хывнă юрă-такмак-сăвăсене , уйрăм çынна халалланă пултарăмсене йăлтах хак пама (кĕскен те пулин) хаçатра йывăртарах. Унăн лаптăкĕ монографишĕн пĕчĕкрех. Çавăнпа та чăн чăвашсем - поэзие юратакансем - çӳлерех асăннă кĕнекене тупса поэт ĕçĕсемпе тĕплĕнрех паллашасса шанас килет. Анатоли Ырьят чăннипех те ырă ят хăварать хăй хыççăн. Эпĕ çакна хам ĕненсе ыттисене те пĕлтерме пуçартăм çак калаçăва. Сăвăç пире малашне те çĕнĕ сăввисемпе савăнтартăр. Эпĕ ăна ырлăх-сывлăх, иксĕлми юрату та вĕçĕ хĕррисĕр телей сунатăп! Хам ятăмран тата пĕр сăвă парнелетĕп.
 
Эс тумхахлă çулпа малалла –
Тăвалла пурпĕрех хăпаратăн.
«Хăлаç хыççăн хăлаç тумалла», -
Шăппăн çеç хăвна хăв эс калатăн.
 
Юрамасть çул çинче чарăнма,
Ту тăрри те, куран, пĕлĕтсемлĕ.
Сан тĕллев – такăнми талпăнма,
Çӳлти сывлăш таса та хĕлхемлĕ.
 
Пĕреççех сывласа тутансан –
Ĕмĕр-ĕмĕр унран уйрăлаймăн.
Кăкăра вăл кĕме чарăнсан –
Çĕнĕ юрă хываймăн, юрлаймăн…
 
Ту тăрри çывăхрах, инçе мар,
Сукмаксем çеç вĕçхĕрсĕр чулсемлĕ.
Хăнăхман эс утма çиле май,
Çӳлти сывлăш хăватлă, хĕлхемлĕ!
 
: 739, Хаçат: 45 (1189), Категори: Тĕпчев

Комментарисем:

Dreama (2014-05-09 14:10:48):
This ints'higs just the way to kick life into this debateĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: