Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пирĕнпе юнашар пӳлĕмре пурăнатчĕç вĕсем – юрист пулма хатĕрленекен аппăшĕпе йăмăкĕ Маринăпа Инна тата вĕсен юлташĕ Наташа, пулас психолог. Шухă та лара-тăра пĕлмен Маринăпа Инна йăл кулăллă, лăпкă, сăмаха шухăшласа çеç калакан Наташăпа пĕрремĕш курсрах туслашса кайрĕç. Хĕрсем занятисенче уйрăм пулсан та пушă вăхăтне яланах пĕрле ирттеретчĕç. Кинона, театра сахал мар çӳренĕ вĕсем.Пĕррехинче ташă каçĕнче хĕрсем хитре яшпа – Игорьпе – паллашрĕç. Вăл хура куçлă, хура çӳçлĕ, тăпăлкка кĕлеткеллĕ Марина патне çӳреме пуçларĕ.Иннăна та килĕшет çак çырă çӳçлĕ, кăвак куçлă каччă. Анчах мĕн тумалла?
— Малтан санпа мар, манпа калаçма пуçларĕ Игорь, эсĕ вара ăна манран туртса илтĕн,-терĕ пĕррехинче Инна Маринăна. Çапла аппăшĕпе йăмăкĕ хушшинчен хура кушак чупса иртрĕ. Занятисене уйрăм çӳреме пуçларĕç, пĕр пӳлĕмре пулсан та пĕр-пĕринпе сăмах хушса калаçмарĕç. Марина йăмăкĕ «тăрăшнипе» Игорьпе хирĕçсе кайрĕ. Инна хăйне килĕшекен качча çавăрса илес шанчăка çухатмарĕ-ха. Аппăшĕпе йăмăкне шеллекенни те, ăнланаканни те, канаш параканни те Наташа пулчĕ. Инна ыйтнипе Игорь патне те кайса килчĕ вăл.
— Пурпĕрех Игорь манăн пулать,-терĕ Инна. Наташа чĕнмерĕ. Марина куççульпе макăрчĕ пулин те юратăвне каялла тавăраймарĕ.
Çак истори мĕнпе вĕçленнине пĕлмесĕрех юлаттăм пуль, ăнсăртлăх тени пулăшрĕ. Иккĕмĕш сыпăкри тăван туйне каймалла пулса тухрĕ. Тăратпăр çапла ЗАГС умĕнче. Тепĕр туй машини килсе чарăнчĕ. Каччине таçта курнă пек. Игорь иккен. Ун çумĕнче шурă кĕпе тăхăннă Наташа кулкаласа тăрать. Веçех ăнланмалла. Вăл чăн та ăста психолог пулса çуралнă Çĕр çине.
 
: 670, Хаçат: 45 (1189), Категори: Чăн пулни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: