Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Вырăс Православи чиркĕвĕн ют çĕршыври первоиерархĕпе Хĕвелтухăç Америкăри, Нью-Йоркри Митрополичĕпе Илларионпа тĕл пулнă.
Митрополитăн Нью-Йоркри резиденцинчи иртнĕ калаçура Чĕмпĕрти кадет корпусĕн ялавне Ульяновск облаçне тавăрасси пирки пынă.
Аса илтеретпĕр, патша Раççейĕнчи кадет корпусĕсен ялавĕсенчен паянхи кунччен сыхланса юлнă пĕртен-пĕр ялав ют çĕршывра, Сан-Франциско хулинчи православи храмĕнче, упранать.
Митрополит Чĕмпĕр кадет корпусĕн ялавне тăван тăрăха тавăрма пулăшма шантарнă.
Ульяновск облаçне инвесторсене явăçтараççĕ
Сергей Морозов ертсе пыракан делегаци Америкăри усламçăсен пĕрлешĕвне Ульяновск облаçĕнчи инвестици проекчĕсемпе паллаштарнă. Мероприяти Манхэттенри Обществăлла вулавăшра иртнĕ.
Сергей Морозов сăмахĕпе, инвесторсене Ульяновск область экономикине явăçтарассипе регионти правительство пысăк ĕç туса пырать. Раççейри ытти регионсемпе танлаштарсан пирĕн облаçра кăна нанотехнологи центрĕ, экономикăн ятарлă порт зони, индустрипе технопарк пур, инвестицири правăпа виçе йĕрки те çăмăл. Тĕнчери Doing businеss методика банкĕн тĕпчевĕ те кăçал Ульяновск облаçне услама аталантарма çăмăл регион шутне кĕртнĕ.
Юлашки пилĕк çулта региона хывнă инвестици шайĕ 57 процент ӳснĕ. Танлаштарма, Атăлçи федераллă округра – 30 процент, Раççейре – 19. Пĕлтĕр кăна облаçа 61 миллиард та 800 миллион тенкĕ инвестици хывнă, 2012 çулта – 70 миллиард тенкĕ.
Хальхи вăхăтра облаçри реестрта 133 миллиард тенкĕлĕх 103 проект тăрать.
Ульяновск районĕнче – чи йӳнĕ хаксем
Чӳкĕн 3-мĕшĕнче Ишевккери Культура çуртĕнче Ульяновск районĕн ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕ иртнĕ. Çĕр ĕçченĕсемпе Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин тата регион парламенчĕн депутачĕсем тĕл пулнă.
Александр Чепухин каланă тăрăх, ял хуçалăх производстви кăçал лайăх кăтартусемпе палăрнă. Ульяновск районĕ — малтисен йышĕнче. Облаçра туса илекен чĕкĕнтĕрĕн 13 процентне, тĕш-тырăн 6,4 процентне Ульяновск районĕ панă. Ял хуçалăх предприятисенчен чи тухăçлисем: «Симбирская птицефабрика», «Агрофирма «Абушаев» тата «Красная Звезда». Кăçал область тĕш-тырă пĕлтĕрхинчен сахалтарах туса илнĕ пулин те районта Атăлçи федераллă округри ытти регионсемпе танлаштарсан апат-çимĕç хакĕ чи йӳнни.
 
: 1013, Хаçат: 46 (1190), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: