Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Геннадий Тимофеевич Антонов – Раççей Хисеплĕ донорĕ
 
Тереньгана пырсан ун тăрăхĕн ертӳçипе Геннадий Антоновпа тĕл пулса калаçрăм. Геннадий Тимофеевич хăйсен ытарайми тавралăхĕпе пуянлăхĕ çинчен, кулленхи ĕçĕсем çинчен каласа пачĕ.
 
Хăй çак районта 1941 çулта Патуелĕнче çуралса паян кунччен тăван çĕр çинче ĕçлесе пурăнать. Шкул хыççăн Ульяновскра строительсен техникумне пĕтернĕ. Вăл каменщикран тытăнса аслă прораба çитнĕ. «Строитель» кооперативĕн председателĕ, унтан Тереньгари çурт-йĕр тăвакан комплексăн тĕп инженерĕ пулнă. 2004-2006 çулсенче ăна район администрацинче строительство енĕпе тĕп специалист тивĕçне шанса параççĕ. Халĕ вăл Тереньга хула тăрăхĕн ертӳçи. Унăн тĕп тивĕçĕ – Тереньгара пурăнакансен пурнăçне лайăхлатасси: çурт-йĕрпе, çут çанталăк газĕпе, таса шывпа тивĕçтересси, çул-йĕре юсасси. Асăннă ĕçсене пурнăçа кĕртме бюджет йĕркелесси.
-Районта тĕрлĕ программа ĕçлет. Ун тăрăх, 137 çыннăн пурнăçне лайăхлатма свидетельство панă, вăл шутра 12 çамрăк специалиста, - каласа парать Геннадий Тимофеевич.- 64 çурта çут çанталăк газĕ кĕртнĕ. Пӳрте шыв кĕртме ыйтакансем те пур. Вĕсен ыйтăвĕсене те тивĕçтеретпĕр.
Хĕветĕрьел ялĕнчи масар тавра карта тытрăмăр. Патуел масарне те тирпей-илем кĕртрĕмĕр. Унта ял халăхĕнчен пуçтарнă укçапа вăрçăра пуçĕсене хунă, таврăнса çĕре кĕнисен ячĕпе фотокерамикăран палăк лартрăмăр.
Унтан Геннадий Тимофеевич Хурăн уявĕ тата Тĕпсĕр çăл çинчен каласа пачĕ. Патуелĕнче çулсерен иртекен Хурăн уявĕн йăли-йĕркипе эпир вулакансене паллаштарнăччĕ ĕнтĕ. Тĕпсĕр çăл çинчен пĕлме интереслĕ пулĕ тетĕп.
-Эпĕ кооператив председателĕ пулнă чухне кунта часавай лартрăмăр,- пуçларĕ калаçăвне тăрăх ертӳçи.- Унтанпа ку тĕле çулталăкĕпех çынсем килсе çӳреççĕ. Вăл Хĕветĕрьел ялĕнчен пилĕк çухрăмра вырнаçнă. Халăхра çакăн пек халап çӳрет. 200 çул каялла улма-çырла йывăçĕсем хушшинче чиркӳ ларнă. Пĕррехинче кĕлĕ пынă вăхăтра чиркӳ майĕпен çĕр айне кайма тытăннă. Халăхĕ тухса ĕлкĕрнĕ — пачăшки анса кайнă. Кайран темĕнччен çав çăлтан чан çапнă сасă илтĕннĕ теççĕ. Темиçе çултан ку тĕлтен шыв тапса тухнă. Ун çийĕн Иоанн Креститель сăнĕ тухсан шывĕ тасалнă, сипленнĕ. Çынсем унăн тарăнăшĕпе кăсăкланнă. Темĕн вăрăмăш вĕрен ярсан та тĕпне çитеймен. Çавăнтанпа ăна Тĕпсĕр çăл теççĕ. Совет вăхăтĕнче çак шăтăка çӳп-çаппа, ытти ăпăр-тапăрпа тултарма шутланă. Анчах таса шыв тапса тухма пăрахман. 1995 çулта ялти ватăсем, ĕненекенсем çак вырăна часавай лартма ыйтрĕç. Халăх сурать — кӳлĕ пулать. Эпир те часах кунта хĕрлĕ кирпĕчрен часавай туса лартрăмăр. Унăн тăррине çутă хĕрес вырнаçтартăмăр. Çулсерен Таса Сывлăш кунĕнче кунта пысăк кĕлĕ иртет, тасалса сипленме халăх таçтан та килет. Хĕрарăмсемпе арçынсене чăмма уйрăм купелсем тунă.
Геннадий Тимофеевич хăй ентешĕсемпе ырă йăлисем çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа пама хатĕр. Çын пурнăçĕшĕн вăл хăйне те шеллемест. Паянччен 54 хутчен юн панă. Вăл Раççей Хисеплĕ донорĕ.
 
: 999, Хаçат: 46 (1190), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: