Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти Литература музейĕнче Ульяновск облаçĕнчи Аслă Нагаткинра пурăнакан РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн, композиторăн, поэтăн Валентина Николаевна Игнатьеван (Тарават) пултарулăх каçĕ иртнĕ. Ăна пирĕн ентеш хăй пултарулăх ĕçне тытăннăранпа 40 çул çитнине халалланă. Çаплах вăл пухăннисене «Ĕмĕтсем» ятпа тухнă 21-мĕш кĕнекипе паллаштарнă.
Çак кун Чăваш наци конгресĕ Шупашкара çĕршывăмăрăн мĕнпур кĕтесĕнчен йăхташăмăрсене пуçтарнă. Валентина Тараватăн пултарулăх каçне хутшăнакансем чылай пулнă. Вĕсен хушшинче — поэтсемпе прозаиксем, критиксем, преподавательсемпе студентсем, шкул ачисем, композиторсемпе юрăçсем. Чĕмпĕрсем килсе çитни уйрăмах савăнтарнă пирĕн ентеше.
Уяв тĕлне шупашкарсем Валентина Николаевнан пултарулăхĕ çинчен калакан виçĕ капăр стенд хатĕрленĕ. Кунта автор кĕнекисен ярăмĕ, тĕрлĕ çулсенче илнĕ наградăсем, унăн ĕçĕсене писательсемпе поэтсем хакласа çырнисем тата ытти те.
- Нумай çул хушши туса пынă ĕçĕме чăваш тĕнчин сумлă çыравçисемпе поэчĕсем, композиторĕсем çапла хак пани маншăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Кăмăлăм çĕкленчĕ, малалла ĕçлеме хавхалантарчĕ. Шкул ачисем сăввăмсене пăхмасăр калани те чĕреме хускатрĕ. Пултарулăх ĕçне парăннă çынсемшĕн çакă, ман шутпа, чи кирли, - терĕ Валентина Николаевна савăнăçне пайлама пынисене чĕререн тав туса.
Уяв кĕрекине ЧР тава тивĕçлĕ артисткисем: Регина Грачёва, Зоя Лисицына тата Тамара Гурьева – пирĕн ентеш кĕвĕленĕ юрăсемпе илемлетнĕ.
 
: 956, Хаçат: 46 (1190), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: