Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ваççа Аниççин литературăри шăпи тĕлĕнмелле пулса тухнă. 1907 çулта «Хыпар» хаçатра «Ялта» ятлă сăвви çапăннă хыççăн вăл темиçе теçетке çул хушши «çухалса» пурăннă. (Ун айĕнче автор ятне асăнман, унта «Т.В.А.» инициалсем çех тăнă.) Авалхи чăваш ялĕнчи хĕн-хурлă пурнăçа курăмлăн сăнласа пама пултарнă поэт 10 çулхи чăваш хĕрĕ пулнă тесе кам шутлама пултарнă-ха?
«Тупăннă» хыççăн тин «Тимĕрçенсем Ваççа Аниççи» хăй çырнисене уйрăм кĕнекен кăларса яма пултарчĕ. Çав кĕнекесем 1966 çулта «Çутă çăлтăр хăпарчĕ» тата 1972 çулта «Ĕмĕт çитрĕ» ятсемпе пичетленсе тухнăччĕ.
Революцичченех палăрнă хĕрарăм сăвăçăн 120 çулхи юбилейне унăн ентешĕсем (вăл Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен ялĕнче çуралнă) чаплăн палăртма хатĕрленеççĕ. Ульяновскра пурăнакан скульптор, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Григорьевич Кондрашкин Ваççа Аниççин рельефлă сăнне ӳкернĕ Асăну хăмине туса унăн ентешĕсене парнеленĕ. Вырăнти пуçлăхсем ăна Анат Тимĕрçенти вăтам шкул çурчĕн стени çине вырнаçтарма йышăннă. Чӳк (ноябрь) уйăхĕн 10-мĕшĕнче çав Асăну хăми чаплă лару-тăрура уçăлчĕ. Митинга уçса Чăнлă районĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Александрович Узиков çапла каларĕ:
- Эпир чăвашсен малтанхи хĕрарăм сăвăçи ниçта та мар, пирĕн тăрăхра çуралса ӳснĕшĕн калама çук савăнатпăр. Паянхи событи унăн юбилей умĕнхи хатĕрленĕвĕн пуçламăшĕ кăна-ха.
Вăл Асăну хăми авторне районта тĕпленсе пурăнакан чăвашсен культурине çĕклес енĕпе тăрăшса ĕçленĕшĕн, Тимĕрçен ял тăрăхĕн пуçлăхне И.В.Мартынова тата ялти вăтам шкул директорне Ю.А.Аппанова хăнасене ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн тав турĕ.
Ăсăну хăмине уçма чăвашсен ку чухнехи поэчĕсене – Анатолий Юманпа Валентина Таравата тата Пушкăртстанран килнĕ хăнана Лидия Шурçăла (Мавлютована) шанса пачĕç. Акă пустав сĕвĕнет те – уяв халăхĕ умне Ваççа Аниççин сăнарĕ тухса тăрать. Ун айне ылтăн саспаллисемпе чăвашла тата вырăсла: «Ваççа Аниççи. Чăвашсен малтанхи хĕрарăм сăвăçи (1893-1975 çç.)»,-тесе çырса хунă.
Хăнасем хушшинче Ульяновск облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕн правлени председателĕ, кĕпĕрнаттăр советникĕ В.И.Сваев, Пăлхар хулинчи (Тутар Республики) чăвашсен обществăлла культура центрĕн ертӳçи Валентина Михайловна Якличева, Ваççа Аниççи юлашки çулсенче ĕçлесе пурăннă Димитровград хулинчи чăваш юхăмĕн хастарĕ Геннадий Петрович Улюкин (Тăхтаман), Николай Александрович Казаков, Иван Моисеевич Кирпичников таврапĕлӳçĕсем, Владимир Константинович Пушкин архитектор (Ульяновск), районти культура ĕçченĕсем – район вулавăшĕн директорĕ Анфиса Владимировна Клопкова, Наталья Николаевна Краснова, «Еткер» телекăларăм редакторĕ Олег Мустаев пулчĕç.
Хăнасем валли тĕрлĕ çулхи шкул ачисем пысăк концерт хатĕрленĕ. Ăна шкулти чăваш чĕлхипе литература вĕрентӳçи Светлана Валерьяновна Телеева ертсе пычĕ.
 
: 826, Хаçат: 46 (1190), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: