Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Губернаторский» Культура керменĕн пĕчĕк залĕнче облаçри 3-10 çулти шăпăрлансен пултарулăх ăмăртăвĕ – «Путене» – 2012» - иртрĕ. Кăçалхи уява 200 яхăн ача-пăча хутшăнчĕ. Вĕсем Раççей çĕршывĕн, чăвашлăхăн мăнаçлăхĕ тата пуласлăхĕ. Шăпăрлансем хăйсен пултарулăхĕпе чăваш халăхĕн çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сăмах пулнине, Чĕмпĕр тăрăхĕнче чăваш чĕлхи сарăлса пынине çирĕплетрĕç. Конкурссантсем 3-7 тата 8-10 çултисен ушкăнĕсене уйрăлса юрласа (вокал), ташласа (хореографи) ăмăртрĕç.
Уява ертсе пыракансем – Нина Тихонова тата Алёна Карсакова (Ульяновск патшалăх педагогика университечĕн филологи факультетĕнче вĕренекенсем) – ăмăртăва хак паракан ушкăнпа паллаштарчĕç. Жюрире: вĕренӳ министерствин тĕп специалисчĕ Ф.Т.Улендеева, УОЧНКА пуçлăхĕ В.И.Сваев, Ульяновск патшалăх архивĕн пай пуçлăхĕ Р.В.Макарова, РФ культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Н.Игнатьева-Тарав ат, вĕрентӳçĕсен пĕлĕвне ӳстерекен институт методисчĕ В.А.Архипова.
Конкурса хутшăнакан çамрăк артистсем сцена çине тухсан Федосия Улендеевапа Владимир Сваев тата Халăхсен туслăх çурчĕн директорĕ Нурия Туркова паянхи уяв пĕлтерĕшне палăртса хăварчĕç, халал сăмахĕсем каларĕç, шăпăрлансене ăнăçусем сунчĕç.
«Путене – 2012» туслăх кăшăлне Сюзанна Сандркина (Чăнлă районĕ, Ирçел шкулĕ), Кристина Никитина(Аслă Нагаткин шкулĕ), «Шевле» юрă ушкăнĕ (Ульяновскри 20-мĕш ача пахчи), Карина Зюзина (Димитровградри 55-мĕш ача пахчи), Анна Шкапова (Ишевке посёлокĕ), Настя Васильева, Кристина Ярлыкина, Настя Баканова (Ульяновскри 72-мĕш ача пахчи), «Сказочка» ташă ушкăнĕ (Димитровградри 36-мĕш ача пахчи), Кристина Макарова (Ульяновскри 135-мĕш ача пахчи), Дарья Карпенко (Димитровградри 56-мĕш ача пахчи), Ульяновскри 233-мĕш ача пахчин юрă ушкăнĕ, Ульяновскри 31-мĕш шкулăн этнокультура театрĕ, Оксана Мискина (Ульяновскри 47-мĕш шкул), Полина Шигирданова, Дарья Имангулова (Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш шкулĕ), «Калча» юрă ушкăнĕ (Чăнлă районĕнчи Ирçел шкулĕ), Ольга Лапшина, Михаил Козлов (Чăнлă районĕ, Вăта Тимĕрçен шкулĕ), Çĕнĕ Çарăмсанри юрă ушкăнĕ, Валерия Судакова (Чăнлă районĕнчи Пухтел шкулĕ), Настя Мигукова (Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен шкулĕ), Настя Муленкова (Ульяновскри 64-мĕш шкул), чăваш эстрадин юрă ушкăнĕ «Нарспи» (Ульяновскри 55-мĕш шкул), Володарски посёлокĕнчи юрă ушкăнĕ, Света Авданова (Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен шкулĕ), Антон Карсаков (Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш шкулĕ), Алина Самян (Ульяновск хулин Засвияжски районĕнчи Баратаевка шкулĕ), Ксюша Узалукова, Кристина Шубина (Ульяновскри 56-мĕш шкул), Маша Ямщикова (Ульяновскри 46-мĕш шкул), Ульяновскри иккĕмĕш ача-пăча пултарулăх центрĕн юрă ушкăнĕ, «Соловушка» юрă ушкăнĕ (Димитровградри 19-мĕш шкул), «Гармония» клуб (Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсар шкулĕ), Настя Прокопьева (Ульяновскри 63-мĕш шкул), Александр Жегалин (Çинкĕл районĕнчи Уличе шкулĕ), «Соловушки» ташă ушкăнĕ (Ульяновскри 19-мĕш шкул),Саша Жегалин, Люда Пузыркинапа Катя Пузырникова ( Çинкĕл районĕнчи Уличе шкулĕ), Анна Абрамова (Ульяновскри 19-мĕш шкул), «Милана» ташă ушкăнĕ (Димитровградри 12-мĕш шкул), «Соловушки» юрă ушкăнĕ (Çинкĕл районĕнчи Уличери культура комплексĕ), Катя Кирюшкина, Даша Куруськина (Çинкĕл районĕнчи Ялавăр шкулĕ) çыхрĕç.
Жюри членĕсене чи лайăххисене палăртса хăварма çăмăл пулмарĕ. Конкурсри кашни юрă-ташша куракансем патне пысăк пултарулăхпа илсе çитернĕ артист е артистсен ушкăнĕ тава тивĕçлĕ. Çапах та, лайăххисен хушшинче чи лайăххисене палăртса хăвармаллах.
Акă вĕсем «Путене-2012» фестиваль-конкурс çĕнтерӳçисем:
Юрăçсем, 3-7 çултисем, 1-2-3 мĕш вырăнсем – Кристина Никитина, Кристина Макарова, 233-мĕш ача пахчин юрă ушкăнĕ; 8-10 çултисем , 1-2-3-мĕш вырăнсем – Саша Жегалин, «Калча» юрă ушкăнĕ, Ксения Узалуковапа Кристина Шубина, «Соловушка» юрă ушкăнĕ, Саша Жегалин тата Люда Пузыркинапа Катя Пузырникова, Катя Кирюшкинапа Даша Куруськина, Володарскири юрă ушкăнĕ, Маша Ямщикова.
Ташă ăстисем, 3-7-çултисем , 1-2-мĕш вырăнсем - Карина Зюзина, «Сказочка» ташă ушкăнĕ; 8-10 çултисем, 1-2-3-мĕш вырăнсем – «Милана» ташă ушкăнĕ, «Соловушки» ташă ушкăнĕ, Анастасия Мигукова.
Çĕнтерӳçĕсемпе лауреатсем парнесене, дипломсене тивĕçрĕç. Уява укçа-тенкĕпе пулăшакансем – УОЧНКА çумĕнчи «Эртел» ар ушкăнĕ.
«Путене»-2012» конкурса хатĕрлекенсем – облаçри вĕренӳ министерстви, Наци культурисен центрĕн пай пуçлăхĕ И.В. Гаврилова, УОЧНКА, Халăхсен туслăхĕн çурчĕ.
 
: 1109, Хаçат: 46 (1190), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: