Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
5-мĕш Интернет педканаш чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене йыхравлать. Вăл авăнăн 5-мĕшĕнче ĕçлеме пуçлать те юпа уйăхĕн 2-мĕшĕччен пырать. Яланхи пекех чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕрентекенсем Интернетри канашлăвне http://pkаnаsh.сhv.su каçăпа кĕрсе хутшăнма пултараççĕ.
Вĕрентекенсен интертĕтел форумне çулсерен 150 çынна яхăн хутшăнать. Вуншар тĕрлĕ ыйту хускатаççĕ ун ĕçне явăçнă чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем. Уçă калаçу кăтарту хатĕрĕсемпе усă курасси, электрон пособийĕсем, вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентесси, литература урокĕсене йĕркелесси, ĕç планĕсем çырасси тата ытти нумай ыйту тавра пырать.
Чăваш халăх сайтĕнчен.
ЯковлевĂн вĕренекенне аса илчĕç
Çĕнĕ Йĕлмеленче, çĕршыври ытти шкулсенчи пекех, вĕренӳ çулĕ пуçланчĕ. Пĕлӳ кунĕ парта хушшине пĕрремĕш хут ултă ача ларчĕ. Вĕсене шкул директорĕ В.А.Мискин парнесем пачĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ З.А.Архипова, Çĕпрел районĕн администрацинчен А.Валиуллов тата ыттисем саламларĕç. Ял тăрăхĕн секретарĕ О.Б.Макарова та парне парса савăнтарчĕ.
100 çул каялла авăнăн (сентябрĕн) 1-мĕшĕнче ялта Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче пĕлӳ илнĕ Мария Васильевна Егорова-Васильева (Шупашкар уесĕнчи Тĕрлемес ялĕнче çуралнă) ĕçлеме пуçланă. Вăл Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи шкулта ватăличченех вăй хунă, темиçе ăру вĕрентсе кăларнă. Çакна та палăртса хăварчĕç, ял умĕнче тунă ырă ĕçĕсене аса илчĕç.
Геннадий Карсаков.
Тутарстан.
ПАЙТУЛ – ПИРĔН ЕНТЕШ
Чăваш Енри Красноармейски районне кĕрекен Карай ялĕнче чăваш халăх паттăрне – Пайтула – халалланă уяв иртрĕ.
Пайтул 1670-1671 çулсенче Степан Разин çарĕнче ушкăн пуçлăхĕ пулнă. Чăвашсене патша çарне хирĕç кĕрешме йĕркеленĕ. Вăл сăвăсем çырнă. Ун çинчен хывнă юрăсем чăваш тĕнчинче паянччен упранса юлнă.
Уява чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши пуçарăвĕпе ирттерчĕç. Вăл чăваш паттăрĕ çинчен çырнă кĕнекине нумайăшне парнелерĕ. Кĕскен Пайтул пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Пайтула, тыткăна илнĕскере, асаплантарса вĕлернĕ. Вил тăприне Çĕнĕ Шупашкар таврашĕнче шыраса тупнă. Ульяновск скульпторĕ Николай Кондрашкин вырăнти пуçлăхсемпе калаçса татăлчĕ, Пайтулăн палăкне Карайра лартма туса пама шантарчĕ.
Уявра вырăнти артистсем пысăк концерт кăтартрĕç. Шупашкар артисчĕсем те ял çыннисене савăнтарчĕç. Праçнике шкул ачисем, ял халăхĕ хутшăнчĕ.
Лаврентий ДАНИЛОВ.
 
: 1133, Хаçат: 36 (1128), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: