Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ноябрĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарти «Чĕмпĕр Ен» ентешлĕхĕн пуçлăхĕн, «СВ-Пресс» издательство директорĕн, "Канаш" хаçат тусĕн А.Н. Вражкинăн юбилей – 50 çул тултарать. Ентешĕмĕр Ульяновска та час-часах килсе каять, кунти чăвашсен культура пурнăçне хастар хутшăнать. Эпир юбилярпа курса калаçрăмăр.
-Александр Николаевич, хăвăр çинчен кĕскен каласа парăр-ха. Шупашкара мĕнле лекрĕр?
-Эпĕ Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ку тăрăхра чăваш ялĕсем карта кăмпи пек лараççĕ: Çĕнĕ Улхаш, Кивĕ Улхаш, Чăвашкасси, Анат Тимĕрçен, Вăта Тимĕрçен. Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев 1879 çулта Хусанти вырăс мар халăхсен учитель семинарийĕн директорĕ Н.И.Ильминский патне янă çырура çапла çырать: «...Улхашран эпĕ тахçан А.В.Рекеев учительте ĕçленĕ Тимĕрçен ялне кайрăм. Тимĕрçен – питĕ пысăк, чăн-чăн чăваш ялĕ (2500 арçын ытла), юнашар вырнаçнă виçĕ ялтан тăрать. Кунти халăх пуян, сывлăхлă та хитре. Çынлăхне, чунлăхне çухатман». Сăмах май, ку тăрăхри шкулсем И.Я.Яковлев ырми-канми тăрăшнипе уçăлнă.
Ача чухнех эпĕ кĕнеке-журнал вулама питĕ юрататтăмччĕ. Шкулти тата ялти библиотекăсенчен туха пĕлмен тесен те юрать. Атте малтан комбайнёрта ĕçлетчĕ, пенсие кайсан колхоз правленине кочегара куçрĕ. Эпĕ вулама юратнине пĕлсен ман валли кантуртан кивĕ журналсем çыххипех илсе килетчĕ. Шупашкарта тата Ульяновскра тухакан хаçатсене çырăнса илеттĕмĕр. «Пионер сасси» хаçат, «Хатĕр пул» журнал илсе тăраттăмăр. 4-мĕш класра «Пионер сассине» хамăр çырма айккипе йывăçсем лартса тухни çинчен пĕр заметка ярса патăм. Пичетлерĕç. Питĕ савăннăччĕ. Мана шкулти стена хаçачĕн редакторĕ пулма шанчĕç. Малалла та çыртăм. «Пионер сасси» хаçат редакцийĕ ирттернĕ çамрăк корреспондентсен конкурсĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Ленин вырăнĕсем çинчен çырнă пысăк статья икĕ номерте пичетленнĕччĕ. Шупашкара вĕренме пымашкăн та çак редакцирен йыхравласа ячĕç.
1980 çулта Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне кайса кĕтĕм, студент пулса тăтăм. Мана çамрăк журналистсен кружокĕн старостине суйларĕç, вĕренӳ ушкăнĕн комсоргĕ туса хучĕç. Спортпа туслашрăм, йĕлтĕрпе чупассипе тата кире пуканĕ йăтассипе 1-мĕш разряд нормине тултартăм. Пĕрремĕш курс хыççăн Чăнлă район хаçачĕн редакцинче практика иртнĕччĕ. Унта мана Анатолий Юман журналист тата çыравçă (ун ашшĕ — пирĕн ялсем) пысăк пулăшу пачĕ.
Алла диплом илсен «Коммунизм ялавĕ» (халĕ – «Хыпар») хаçатра пилĕк çул вăй хутăм. Чăваш радиовĕ валли те кăларăмсем пĕрре мар хатĕрленĕ.
-Эсир «Канаш» хаçатăн чи малтанхи авторĕсенчен пĕри. Çав вăхăта аса илĕр-ха.
-Эпĕ «Коммунизм ялавĕ» хаçатра ĕçленĕ вăхăтра Чĕмпĕр тăрăхĕнче «Канаш» хаçат тухма пуçларĕ. Чăвашла çыра пĕлекен журналистсем çуккипе И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин председателĕ И.С.Кирюшкин мана Ульяновска куçма йыхравларĕ, редактор пулма сĕнчĕ. Икĕ пӳлĕмлĕ хваттер те шантарнăччĕ. Эпĕ ун чухне юлташсемпе пĕрле Шупашкар хулин хаçатне йĕркелес ĕçе пуçăннăччĕ те – пĕрне вĕçлемесĕр тепĕр ĕç çине сиксе ӳкес темерĕм. Çапах та «Канаш» валли Шупашкартан материалсем ярса тăраттăмччĕ, вĕсене хаваспах пичетлетчĕç. Хам çуралнă тăрăхра тăван сăмах вăй илсе пыни питĕ хавхалантаратчĕ. Халĕ «Канаш» вăй илнĕ хаçат ĕнтĕ, унта опытлă журналистсем ĕçлеççĕ. Пурăна-киле хаçат тĕрлĕ тĕспе тухасса, татах та аталанса каясса шанатăп.
- Сире Чĕмпĕр Енпе халĕ мĕн çыхăнтарать?
- Чĕмпĕр тăрăхĕ – ман тăван ен. Аппа-пичче, вĕсен ачисем кунта пурăнаççĕ. Тăван ялта аслă пичче тĕпленчĕ. Тăван кил пушă ларать пулин те пĕртăвансем ăна юхăнса кайма памаççĕ, пăхса тăраççĕ. Тăван ял масарĕнче аттепе анне, Слава ятлă пичче ĕмĕрлĕхех канлĕх тупрĕç. Чăваш чунĕ Чĕмпĕрте теççĕ те – эпĕ чунпа хам тăван тăрăхран кайман тесех калаятăп. Май килнĕ таран килсе çӳреме тăрăшатăп, кунти пурнăçпа интересленетĕп.
-Александр Николаевич, ăçта ĕçлеме тӳрĕ килчĕ, халь мĕн ĕçлетĕр? ЧНКпа та тачă çыхăну тытатăр Эсир.
- «Чебоксарские новости» хаçатра пĕрремĕш номертен пуçласа пай редакторĕнче ĕçлерĕм, темиçе çул яваплă секретарь пултăм. Çав вăхăтрах уйăхра пĕрре «Шупашкар» ятпа 8 страницăллă чăвашла хаçат кăларса тăма вăй çитереттĕм. Ун хыççăн мана РФ патшалăх пичет комитечĕн Чăваш Республикинчи управленине ертсе пыма шанчĕç. Уйăхра пĕрре «Пресса Чувашии» кăларăма хатĕрлесе тăрассине те хам çине илнĕччĕ. Власть тытăмĕнче пилĕк çул пулнă хыççăн уйрăм издательство йĕркелесе ярас шухăш çуралчĕ. «СВ (Свежий Ветер)-Пресс» ят патăмăр ăна. Вунă çул ытла иртрĕ унтанпа. Çĕр-çĕр кĕнеке, альбом, буклет кăлартăмăр ку хушăра. Пĕр тапхăр «ОРТ (отдых, развлечения, туризм) в Чувашии» хаçат кăларса тăтăмăр. «Чебоксары в памятных датах», «Здравницы Чувашии», «Знакомьтесь: Чебоксары» проектсем уйрăмах ăнăçлă пулса тухрĕç. Кăçал Раççей историйĕн çулĕ тесе палăртнă. Унпа килĕшӳллĕн «Чувашский край в памятных датах и фотографиях» ятпа стена çумне çакмалли пысăк календарь хатĕрлесе çитертĕмĕр. Чĕмпĕр тăрăхне те манса каймарăмăр. Мĕнле манăн! Яковлев шкулĕ хăй вăхăтĕнче ялкăшса тăнă та. Унтан вĕренсе тухнă нумай çын халăх мухтавĕ пулса тăчĕ. Вĕсем çинчен халь Д.В.Кузьмин кăларнă энциклопедире те вуласа пĕлме пулать.
Обществăлла ĕçсенчен те пăрăнса çӳремен эпĕ. Нумай çул хушши Раççейри тавар кăларакансен союзĕн ЧР представительствине ертсе пыратăп. Республикăри музейсемпе лицейсен попечитель канашĕн ĕçне те хастар хутшăнатăп. Çав вăхăтрах ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕн А.П.Князевăн пулăшаканĕ эпĕ. Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн членĕнче тăратăп. Унта яланах кĕрсе çӳретĕп. ЧНК пухăвĕсене чĕмпĕрсем нумайăн килни тата хастар хутшăнни мана савăнтарать. Чĕмпĕрсене Шупашкарта хисеплеççĕ, вĕсен ырă ĕçĕсене пĕлеççĕ: И.Я.Яковлева палăк лартнине те, Раççей Акатуйне ирттернине те… Кунта УОЧНКА пуçлăхĕн В.И.Сваевăн тӳпи пысăк. Ăна ахальтен кĕпĕрнаттăр советникĕ пулма суйламан ĕнтĕ.
-Шупашкарти "Чĕмпĕр Ен" ентешлĕх мĕнле ĕçлет?
-Эпир, Чĕмпĕр хутлăхĕнче çуралса ӳснĕ çынсем, Шупашкарта ентешлĕх туса хутăмăр, пĕр ушкăна чăмăртантăмăр. Ентешлĕхĕн чи хастар çыннисем: Владимир Нагорнов скульптор, Пётр Маркин çыравçă, Николай Мулянов радиожурналист, Пётр Сымкин журналист, «Бичурин тата паянхи самана музей директорĕ Ирина Удалова (Эльмукова), «Куç микрохирургийĕнче» тăрăшакан Эмиль Ургалкин, наука çынни Алевтина Долгова, Шупашкар аэропортĕнче нумай çул аэронавигаци службине ертсе пынă Николай Тимошкин. Час-часах тĕлпулусем ирттеретпĕр, чун килениччен калаçатпăр, канашлатпăр. Каша ялĕнче çуралса ӳснĕ Владимир Сатай çыравçă пирки час-час аса илетпĕр. Пысăк мероприятисенче сцена çине тухса чĕмпĕрсен ятĕнчен саламлатпăр. Нумаях пулмасть акă Литература музейĕнче Чĕмпĕр Ен çыравçисен – Анатолий Юманăн тата Валентина Тараватăн — пултарулăх каçĕсене ирттернĕ çĕре хутшăнтăмăр.
-Сирĕн шутăрпа, чăваш тĕнчине аталантарма мĕн тумалла, Александр Николаевич?
-Тĕнчене чăваш пулса килтĕмĕр пулсан чăваш пулсах пурăнасчĕ. Эпир ытти халăхсем умĕнче чăваш пулнипе, хамăр йăла-йĕркене пĕлнипе интереслĕ. Тăван культурăна аталантарнă çĕре кашни чăваш хутшăнмалла. Ытти халăхсемпе тан пымалла пирĕн, вĕсенчен нимĕнпе те кая мар эпир. Пирĕн халăхăн ырă енĕсем нумай, çавсене çухатас марччĕ. Усалли ан çыпçăнтăр тесе тăрăшасчĕ. Çакна пурнăçа кĕртесси хамăртан килет.
-Тавах, Александр Николаевич. Сире юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, чăваш тĕнчишĕн малашне те усăллă ĕçсем тума сунатпăр. Сывлăхлă та телейлĕ пулăр! Сире чăваш туррисем упраса пурăнччăр!
 
 
Шупашкар хули.
 
: 1117, Хаçат: 46 (1190), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: