Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççейри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан пур шкулсенче те кăçалхи вĕренӳ çулĕнчен çĕнĕ предмет кĕртнĕ. Вырăсла ăна «Основы религиозной культуры и светской этики» тетпĕр. Ку урок пирки çынсем хушшинче, радиокăларăмсемпе телекуравсенче тавлашусем самаях пулчĕç. Пĕрисем 10-11 çулхи ачасем тĕн вăрттăнлăхĕсене ăнланмалли çул-ӳсĕме çитменнине ĕнентерме пăхрĕç, теприсем ачасене аристократла тыткалама çеç вĕрентмеллине çирĕплетсе пачĕç, виççĕмĕшсем виçĕ уйăхлă курссенче ăсталăхне туптанă вĕрентӳçĕсен пĕлĕвĕ çĕнĕ предмета вĕрентнĕ çĕрте çителĕксĕр пулассинчен шикленчĕç.
Раççейри йышлă тĕн конфессийĕсен ертӳçисем вара православи тата ытти тĕн культурисене вĕрентни тĕрлĕ халăх ачисенче туслăх çуратасси пирки иккĕленмеççĕ. Шăп çак тĕллевпе сĕннĕ те вĕсем çак ăслăлăха шкулсенче кĕртмешкĕн. Статистика пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Раççей шкулĕсенчен 47 процентĕнче аристократсен йĕркине ("Светская этика"), 25 – тĕн культурин никĕсĕсене («Основы религиозной культуры»), 23 – тĕнче культурин никĕсĕсене ("Основы мировой культуры") тата 5 – ислам культурине вĕрентеççĕ. Пурте çӳреççĕ-ши çак урока, кам илсе пырать вĕсене, 45 минут хушши мĕне вĕрентеççĕ-ши? Çак тата ытти ыйтусемпе Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсарти пĕтĕмĕшле пĕлу паракан тĕп шкулта православи культурин урокне илсе пыракан çынпа, РФ тава тивĕçлĕ вĕрентӳçипе, ятне Ульяновск облаçĕнчи «Материнская слава» Хисеп Кĕнекине кĕртме тивĕçлĕ пулнă Раиса Черновапа калаçатпăр.
- Упамсар шкулĕнче ку интереслĕ дисциплинăна виçĕ çул каялла 5-мĕш классенче эксперимент евĕр вĕрентме пуçланăччĕ,-каласа парать Раиса Георгиевна. - Кăçалхи вĕренӳ çулĕнчен вара вăл – программăна кĕртнĕ урок. 4-мĕш классем унта хаваспах çӳреме пуçларĕç. Ашшĕ-амăш те хирĕç пулмарĕ. Православи культурине малашне икĕ вĕренӳ çулĕ – 4-5-мĕш классенче – вĕренĕç. Предметăн тулли ячĕ "Основы религиозной культуры и светской этики" пулсан та ăна икĕ пая пайласа вĕрентнине пĕлетĕр ĕнтĕ. Упамсар шкулĕ малтанхи пайне – хамăрăн православи культурине – суйласа илчĕ. 1-2-мĕш классемпе те çак темăпах урокран юлса ĕçлетпĕр. Çак калаçусем ачасенче шанăç çуратаççĕ, Турра ĕненессине ăс-тăнĕнче çирĕплетеççĕ, Çĕр çине ырлăхпа илем илсе килнĕ çăлавçа мухтама вĕрентеççĕ. Ачасем православи культурине вĕренеççĕ, Турă кĕнекисене вулама хăнăхаççĕ. Пирĕн шкула Çĕнĕ Малăклари Дмитрий Солунский ячĕллĕ чиркӳрен Алексий атте килсе çӳрет, ачасемпе кĕлĕ ирттерет, Турă кĕнекисене вулама вĕрентет. Вĕренекенсем пĕр хутчен çеç мар тĕн викторинисене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илчĕç. Нумаях пулмасть Елена Елифанкина, Екатерина Шарапова тата Петр Ванюков «Сохраним Русь Святую» ăмăртура палăрчĕç, парнесене тивĕçрĕç. «Пасха радость нам несёт» тата конкурс-вулавсем ачасене савăнăç кӳреççĕ.
Уроксене Раиса Георгиевна шкулти таврапĕлӳпе этнографи музейĕнче ирттерет. (Кĕске справка: çак сăваплă ĕç 1989 çултах тымар янă темелле. Материалсене те тахçанах пухма пуçланă, музей ятне вара 2002 çулта панă. Хаклă экспонатсене тупас ĕçре пур ветеран вĕрентӳçĕн тӳпи те пур темелле. Уйрăмах чăваш чĕлхипе литературине предмет евĕр илсе пыракан Валентина Петровна Ванюкована тав тăвать шкул коллективĕ. Вĕрентӳçĕ чăннипе те хисепе тивĕç. Паян музее Раиса Чернова ертсе пырать. Çĕнетет, пуянлатать.)
- Кăçал пирĕншĕн уйрăмах асра юлмалли çул, - терĕ вăл. - Эпир Ульяновск облаçĕнчи этнографи музейĕсем хушшинче 1-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Çĕнтерӳшĕн тивĕçнĕ 10 пин тенке ахаль вырттармăпăр, хальхи вăхăт ыйтакан илемлĕ стендсем тутарасшăн. Тумалли нумай. Кăмăл пысăкки хавхалантарать. Ĕçлес килет.
Музей пуян материалсемпе, хăйнеевĕр стендсемпе тыткăнларĕ. Уйрăмах 200 çултан та аслăрах авалхи хаклă кĕнеке — ӳкерчĕклĕ Библи – сумлă вырăн йышăннă. Çак тупра Раиса Георгиевнана амăшĕнчен куçнă. Ăруран ăрăва куçса пырать вăл кил-йышра. Упамсар вĕрентӳçи ун вырăнĕ музейре тесе шутлать. Библие кашни ача тытса пăхма, ӳкерчĕксене тишкерме, вулама пултарать.
 
: 856, Хаçат: 46 (1190), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: