Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мария Алексеевнапа Василий Алексеевич Селендеевсем çырса кăларнă «Чăвашкасси: мĕнпур ăрури ял çыннисен шăпи çинчен» кĕнекине çемьепех пăхса тухрăмăр.
Çак кĕнекере пирĕн ял историйĕ, 35 йăхăн тымарĕ. Хамăрăн несĕлсен тымарĕпе маларах М.М. Бикмендеева çырнă очерксен кĕнекинче те паллашнăччĕ-ха, анчах та хальхи авторсен «Чăвашкасси энциклопедийĕнче» тата та тĕплĕнрех çырса, йăх-ăру йывăççисене ӳкерсе кăтартнă. Ку справочник çак ялта çуралса ӳснĕ кашни çыннăн пулмалла тесе шутлатăп. Ăна алла илсен мăн аслашшĕ-асламăшĕ ячĕсене, аякка саланса пĕтнĕ ял çыннисен шăпине, йăх историне, йĕркине, вĕсен ачисем çинчен пĕлме пулать. Çемье историйĕпе çыхăннă, чăн пулнине сăнарлакан тĕрленчĕксене, хатĕр йăх-тымара малалла тĕнчесе аталантарма шухăш пур, ăна нумай çул маларах ӳкернĕ сăн ӳкерчĕксемпе пуянлатма ĕмĕтленетĕп.
Илемлĕ те кирлĕ кĕнеке çырнăшăн авторĕсене тав сăмахĕ каласшăн, çирĕп сывлăх, пуçланă ĕçе малалла тăсма вăй-хал сунатпăр.
 
 
Сăр районĕ,
Архангельски ялĕ.
 
: 720, Хаçат: 46 (1190), Категори: Cырусем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: