Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш Енри Тăвай (Янтиково) ялĕ – халĕ район варри шутланать. Янтик (тутар сăмахĕ, тăвайкки), 1555 çулта пуçланса кайнă. Пирĕн ял – Сăхăтпуç (Нижарово), 1930 çулта «Красный Октябрь» колхоз ячĕпе çирĕпленнĕ. Нишер шывĕ ял варрипе, Сăхăт шывĕ – ял çуммипе юхаççĕ. Яла Катек ятлă чăваш никĕсленине ĕнентерет истори. Шкулта пысăк музей пур.
Мăн асаттене Чăрсăр Ваçлейĕ тенĕ. Çак хушамата вĕсем вăйлăран, усалран, хирĕçме килĕштернĕрен «çыпăçтарнă» пулас. Çурт умĕнче хура юпа ларнă теççĕ. Çакнашкал юпа ял укăлчи умĕнче тăнине калаççĕ. Хура юпа – кунти çынсем усаллине пĕлтернĕ.
Асатте – Даниил (Тальне), вăтăрмĕш çулсенче утарта пуçпа аптраса вилнĕ. Вăл ун чухне 66 çулта пулнă. Арăмĕ (ман асанне) – Анастасия Макаровна (1900-1983) юнашарти Çĕнĕ Пуянкас ялĕнчен пулнă. Вăл иккĕ качча кайнăскер. Малтанхи упăшки, питĕ усал, кăра чунлăскер, ним маршăн хĕнеме пултарнă. Хăй чире кайса çамрăклах вилнĕ. Асаннен унран Тарьепе Николай ачисем юлнă. Халĕ вĕсем çут тĕнчере çук. Асанне вара Тальнене качча кайнă.
Асаннен аппăшĕ Елена 1902 çулхи тата шăллĕ Илле пулнă. Ман атте: Иван Данилов (1924-1996). Ун хыççăнхи: Николай (1932-1956) Венгрире халăх пăлхавĕ вăхăтĕнче салтак хĕсметне пурнăçласа пуçне хунă. Унччен вунă куна канма янăскер каялла каясшăн пулман, татăлса йĕнине каласа паратчĕ атте. Вара ăна улталаса, эрех ĕçтерсе ӳсĕртсе, лаша урапи çине тилхепепе çыхса вырттарса военкомата 18 çухрăмри Вăрмара çити ăсатнă. «Вилессе чунĕ сиснĕ ахăр»,-тетчĕ ăна аса илсе атте. Ун хыçĕнчен Анатолий (1935-1996); Василий (1939-1995) – Украинăра вилнĕ;Александра (1944-2010). Ман анне ялтан сакăр çухрăмри Çĕнĕ Пуянкас ялĕнчен. Туратсен йăхĕнчен – Ольга Васильева, 1925 çулхи пулнă. Ашшĕнчен çамрăклах тăлăха юлнă. Санюк аппăшĕпе ӳснĕ. Качча килнĕ кун чĕркуççи çине кушак ачашланма улăхса ларнă тет. «Ку кин нумай ача çуратĕ-ха, паллă», - тенĕ асанне. Чăн та, анне вунă ача çуратса «Ача амăшĕ героиня» чыса августăн 10-мĕшĕнче 1970 çулта тивĕçлĕ пулнă. Докуменчĕсем упранаççĕ.
Аттене, Ивана, 1941 çулта вăрçă пуçлансан ялти çамрăксемпе пурĕ 17 çулхи сакăр ачана ФЗО шкулĕ урлă приказпа Сучан-Владивосток енчи шахтăна çĕр кăмрăкĕ кăларма янă. Нумайăшĕ унтах пуçĕпе çухалнă. Яла çичĕ çултан вăл тата Георгий Кошкин кăна ӳпке чирĕпе чирлесе таврăннă. «Киле кĕтĕм те – атте йывăç кашăкпа яшка сыпса ларать. Хăлхи пит илтместчĕ пулас. "Ăçта сан ывăлу, Иван?" - тĕкетĕп хулĕнчен. Мĕлтлеттерет куçне, аран палласа илчĕ вĕт, йĕрсе ячĕ. Хам та йĕтĕм пĕрле…» - аса илетчĕ атте. Шахтăра ĕçленĕ, çимелли пулманпа пĕрех. Çăкăр илме талон панă. Ăна çухатакана тепре паман. Пĕррехинче черетре атте пĕр ача йĕнине асăрхать. Талонне çухатнă е кам-тăр вăрланă. Шеллесе ăна хăйĕн талонне парать. «Аса илет-ши çав ача мана?» - каласа паратчĕ пире атте. Хăй выçăпа чутах вилмен иккен.
Кайран атте алă вăйĕпе хулăн правккаран пружинăна явмалли аппарат шутласа кăларса тунăччĕ. Ачасене харăс тăваттăн ярăнмалли лаша урапинчен карусель – катаччи туса панăччĕ. Ытти япаласене ăсталама маçтăр пулнă. Аннепе атте ачасене ĕçе хăнăхтарнă, вĕренме хушнă, кĕнеке-журнал вуланăшăн ырланă.
Ачисенчен чи асли: Николай (1948-1989), купăсçă, механик – сакăр профессиллĕ çын пулнă. Зоя – 1950 çулхи, газооператортан «Ĕç ветеранĕ» паллăпа тивĕçлĕ канăва тухнă, алă ĕç ăсти; Валентина, 1953 çулхи, купăсçă: Зинаида, 1955 çулхи – 22 çул шкулта вĕрентнĕ, дирижёр, балалайка, гитара, баян ăста калать; Юлия – сыватăшра вăй хурать, юрăсем нумай пĕлет; Лаврентий, 1959 çулхи – сăвăç, таврапĕлӳçĕ; Татьяна 1961 çулхи – спектакльсенче нумай роле ăста вылянă, такмаксемпе юрăсен ăсти; Юрий – фортепьяно, гитара маçтăр калать, концертсемпе нумай вырăна çӳренĕ, Атăлçи тăрăхĕнчи фестивальте юрласа икĕ хут малти вырăна çĕнсе илсе «Золотой тенор» ята тивĕçнĕ, тĕрлĕ конкурссен çĕнтерӳçи; Екатерина, 1966 çулхи – хореограф, ӳнерçĕ, баянпа гитара, купăс маçтăрла каласа юрлать, вĕрентӳçĕ; Надежда, 1968 çулхи – дирижёр, ӳнерçĕ, скульптор, баян, гитара калать.
Йăхри тăвансене шутласан – виççĕр çынран та иртет. Украинăри куккан ачисене пĕрре те курман, икĕ çул шырасан тупрăм, çыру çӳрететпĕр, сăн ӳкерчĕксем урлă паллашрăмăр. Хамăр çемье, йăх, тăван ял, шкул, масарсем, тавралăх, ял çыннисем çинчен нумай летопиçле альбом туса хатĕрлерĕм, вĕсене тăссах пыратăп.
 
: 839, Хаçат: 46 (1190), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: