Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ Хулана каякан маршруткăна чикансем шавласа кĕчĕç. Вĕсем Тури Террасăра, чукун çулăн леш енче, пурăнаççĕ. Ачи-пăчи-мĕнĕ вырнаçса ларчĕç те тытăнчĕç хăйсенле пуплеме… Маршруткăри майрасем чĕркуççи çинчи сумккисене хăйсем патнерех пăчăртарĕç. Хăшĕ-пĕри йĕрĕнерех пăхса илсе тепĕр майлă çаврăнса ларчĕ.
Эпĕ чикансем çине кăсăклансах пăхса пытăм. Çийĕнчи тумĕсем таса. Хура та вăрăм çӳçне тирпейлĕ çавăрса хунă, çиелтен капрон тутăрсем уртса янă. Пĕрмеллĕ кĕписем айĕнчен йăрăс пĕвĕсем палăраççĕ. Çамрăк хĕрарăмĕсем уйрăмах килĕшӳллĕ курăнаççĕ. Тутрипе мăйĕсем çинчи капăрлăхĕ кĕпе тĕсĕпе килĕшсе тăрать.
Чикансем пĕр вĕçĕм калаçрĕç, кулчĕç. Мĕн сӳтсе явнине питĕ ăнланас килчĕ. Темĕнле тимлесен те вырăс сăмахĕсем илтмерĕм. Эпĕ çак наци çыннисенчен тĕлĕнсе пытăм. Мĕнлерех хăйне евĕрлĕ халăх вĕт-ха. Раççейре вĕсем мĕнпурĕ те 35-40 пин çеç. Авалтан пыракан йăли-йĕркине хытă пăхăнса пурăнаççĕ. Тумĕпе те ыттисем пек мар. Чикан хĕрарăмĕ хăй тумне майра кĕпипе улăштарать-и? Çук. Ачипе вырăсла калаçнине курнă-и? Кураймăр та. Чĕлхене, йăли-йĕркине упрасси вĕсен чи таса тивĕç шутланать.
Пурнăç условийĕсем те хăйсенле. Ирĕке юратакан халăх пирĕн пек тăвăр хваттерсенче пурăнасшăн мар. Баронĕсем уйрăм çуртсенче, ахальлисем вара фанертан ăсталанă начар пӳртсенче е палаткăсенче пурăнаççĕ.
Никамшăн та вăрттăнлăх мар, ытти наци çыннисем çак халăха юратсах каймаççĕ. Сăлтавĕ те çук мар. Патшалăх ĕçĕсенчен вĕсем пăрăнаççĕ. Вăрлама, юмăç пăхса улталама ăста. Апла пулин те эпĕ вĕсене ăмсантăм. Вулакан мана хирĕçлесе: «Мĕн ăмсанмалли çав чикансене?» - теме пултарать. Пур çав, тăванăмăрсем, пурах. Чи малтан – чĕлхене, хăй халăхне юратнишĕн, хăйне евĕрлĕхне сыхласа хăварнишĕн.
Халĕ хамăра илер. Икĕ чăваш тĕл пулсан пĕли-пĕлми вырăсла калаçать. Енчен те тăван чĕлхепе хутшăнаççĕ пулсан (уйрăмах транспортра е обществăлла вырăнта) – ыттисем илтесрен хăраса пăшăл-пăшăл тăваççĕ. Калăн, иккĕшĕ тин кăна банк çаратнă. Хăш чух тата чăваш иккенне пĕлсе унпа чăвашла калаçма тытăнатăн та – вăл сана вырăсла хуравлать. Мăна перет. Мĕн-ма çав тери вăтанатпăр эпир хамăр чĕлхерен? Вырăссем пирĕн çине мăнкăмăллăн пăхасран хăраса-ши? Чикансемшĕн вара – ик айкки те тăвайкки. Чалăшшăн пăхаççĕ-и, шăпланма ыйтаççĕ-и — вĕсен яланах хурав пур. Тĕрĕссипе, вырăссен ытти халăхсене тиркес йăла яланах пулнă-ха. Ыттисем пек тăхăнсан, тен, чикансене те йĕрĕнсе пăхман пулĕччĕç. Пуласшăн мар вĕсем ыттисем пек. Чикан пулсах çӳресшĕн. Тутарсен те чĕлхе тĕлĕшĕнчен вăтанас йăла çук. Транспортра икĕ тутар тăк – пĕр пасар. Эпĕ чикансенчен тата тутарсенчен начар енĕсене илме сĕнесшĕн мар, хамăр хушăра чăвашлах калаçмалла теесшĕн. Шел, эпир пĕр-пĕр чăваш ларăвне пуçтарăнсан та вырăсла пуплетпĕр. Çапла чĕлхемĕртен вăтаннипех чакса пыратпăр та ĕнтĕ.
Чăнлă районĕнчи чăваш ялĕнче пĕр хĕрарăм калани халĕ те хăлхарах. «Мĕншĕн ачăрсене «Канаш» хаçат çырăнса памастăр?» - тесе ыйтсан вăл мана çапла хуравларĕ: «Чăваш чĕлхи вăл пире ялтан тухса аслă çул патне çитиччен çеç кирлĕ, малалла – йăлтах вырăсла». Çакăн пек шухăшлакан чăвашсем нумайланса пыни хăратать. Ачасене чĕлхемĕртен сивĕтекенсем те хамăрах, ют халăх мар. Тепĕр 10-15 çултан анне чĕлхи мĕнле янăранине чăваш юррисенче кăна илтĕпĕр-ши? Чăн чăваш тумĕсем музейсенче кăна упранса юлнă пек.
 
: 962, Хаçат: 46 (1190), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: