Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çирĕм пĕрмĕш ĕмĕр… Çĕр çинче пурăнакан çамрăк ăру хальхи саманара мĕнпе интересленет? Мĕне хаклать, пурнăç çине еплерех пăхать, мĕн пирки ĕмĕтленет? Паллах, хальхи çамрăксем веçех пăсăлнă, вĕсене сăра-эрех, чĕлĕм, наркотик кăна интереслентерет, вĕсем малашлăх пирки шухăшлама пĕлмеççĕ текенсем те тупăнĕç. Ан васкăр пурне те пĕр виçепе виçме.
Хальхи çамрăксен пĕрремĕш интересĕ – Интернет тата компьютер вăййисем! Интернетра 7 çултанах лараççĕ ĕнтĕ. Хĕрсемпе каччăсем темиçе тĕнчере пурăнаççĕ. Виртуаллă тĕнчери çамрăксем чăн пурнăçа пĕлмеççĕ, унта пурăнма интереслĕ мар вĕсене, урама тухма та кахалланаççĕ. Интернетри тĕрлĕрен форумсем, социаллă тытăмсем, йăпантару порталĕсем, вăйăсем çынсене вун-вун сехет компьютер умĕнче тытма пултараççĕ…
Иккĕмĕшĕ – клубсем! Клубсăр хальхи çамрăксем пурăнаймаççĕ. Унта вĕсем пĕр-пĕринпе паллашаççĕ, ташласа савăнаççĕ, çапла канаççĕ.
Виççĕмĕшĕ – мода! Хĕрсем кăна мар, каччăсем те модăна пăхăнаççĕ. Хăшĕсем модăллă япалана пĕр уйăх ĕç укçине парса туянма хатĕр.
Тăваттăмĕшĕ – музыка! Музыкăсăр çамрăксем сывлăшсăр пекех. Транспортра та плеер итлесе пыраççĕ. Музыка урлă вĕсем хăйсен туйăмне, шухăш-кăмăлне, тавракурăмне, пăшăрханăвне кăтартаççĕ.
Кино. Астăватпăр-ха пĕр вăхăт кинотеатрсем еплерех пушанса юлнине. Халĕ вара? Вăтăр çул каялла пекех çамрăксем кинона билет черет тăрса илеççĕ. «3D форматлă» кино анлă сарăлни те çамрăксене кинотеатра туртать. Çаплах вĕсене рекламăри пек «места для поцелуев», залри чи юлашки рет интереслентерет. Романтика! Кино та кураççĕ!
Кĕсье телефонĕ. Кĕсье телефонĕ тĕнчене пăхăнтарчĕ. Ватти-вĕтти аллинче – телефон! Мĕнле унпа интересленмĕн-ха?! Куллен тенĕ пекех çĕнĕрен те çĕнĕ модельсем шухăшласа кăлараççĕ, пĕри тепринчен чаплăрах. Кун йышши телефона 20-30 пин тенкĕ парса туянасси çамрăксемшĕн ним те мар.
Автомобильсемпе мотоциклсем. Хăш-пĕришĕн çав «çул çинчи тимĕр патша» - пурнăç. Вĕсем иртен пуçласа каçчен тимĕр ăшĕнче чакаланма, кивĕ, юрăхсăр машинаран «тетте» тума пултараççĕ.
Спорт. Техника аталанăвĕ куçкĕрет пулин те спорт пурнăçран каймарĕ. Çамрăксене футбол, волейбол, тĕрлĕ енлĕ кĕрешӳсем интереслентереççĕ, тренировкăсене çӳреççĕ, ăмăртусенче çĕнтереççĕ.
Укçа. Мĕншĕн укçа çамрăксемшĕн интереслĕ? Мĕншĕн тесен вĕсене аслă ăру çыннисенчен ытларах кирлĕ, темĕн те туянмалла вĕсен. Çĕнĕ япаласем илнипе юлташсем умĕнче мухтанмалла, хăйсем никама та пăхăнманнине кăтартмалла. Яланах кĕсьере укçа пултăр тесе хăш-пĕри вăрлама та, улталама та вăтанса тăмасть . Çав вăхăтра парăмсене парса татма та васкамаççĕ.
Кĕнекесем. Унччен çамрăксем «Война и мир» романа антăхса кайса вуланă пулсан паян Лев Толстой произведенийĕпе çамрăксене тыткăнлаймастăн. Вулакансем пур, нумай мар. Вĕсем те хăрушă сюжетлисене, вампирсемпе тухатмăшсем пирки вулама юратаççĕ.
 
: 685, Хаçат: 46 (1190), Категори: Cамрaксен страници

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: