Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чунăм ыратать… Чĕрем тухса тарасла тапать… Тепĕр тесен тапатех-ши вăл? Юлашки вăй-халне пухса аран-аран шаккать. Тук-тук-тук! Пĕр тикĕссĕн тапмалла пек. Вăл вара кунран-кун халсăрланать. Халь-халь чарăнса ларас пек…
Пĕлетĕн-и, тепĕр чухне хăратăп та. Вăй-хал пĕтсе-пĕтсе килĕ те ирхине вăранмалăх та тăрса юлмĕ… Вара мĕн тăвас? Тепĕр тесен халĕ те çăмăл мар. Çĕнĕ куна кĕтсе илнĕ май куллен ăна пурăнса ирттерме хăват ăçтан тупасси канăç памасть. Çапла, кашни кун тамăкри пек иртет… Сансăр…
Тунсăхлатăп çеç-и? Вăй илме ĕлкĕреймен чечек евĕр типетĕп, хăратăп… Сансăр мĕнле пурăнмаллине те пĕлместĕп. Нимĕн те хавхалантармасть-çк е. Пĕр ĕмĕт-шухăш та çунатлантармасть. Санпа юнашар пулсан-и? Темле тарăн тинĕсе те çуран каçма, темле çӳллĕ тăва та парăнтарма хатĕр эпĕ. Эсĕ çумра çукки пĕтерет… Кашни кун, кашни сехетре, кашни минутра юнашар пулас килет. Кашни самантра эсĕ çумра пулнине туяс кăмăл темрен те ирттерет.
Юрататăп сана. Пĕтĕм чунран, пур кăмăлтан, чĕремри мĕнпур вăй-халран... Еплерех хытă савнине каласа кăтартма сăмах та çитеес çук. Туйăмсем çулăмран та вĕрирех, кăвартан та хĕрӳрех, хĕвелтен те çутăрах. Çак туйăма нихăçан та, нимĕн те çапса хуçаймассăн туйăнать.
Туйăм чăннипех те вĕри. Анчах хушăран тунсăх ăна пусарать. Çавах чунăма шĕкĕ евĕр кăшлать. Сана çухатасран, сансăр юласран питех те шикленетĕп-çке. Епле пурăнатăп-ха эп сансăр? Халĕ те, эсĕ манпа юнашар çуккине туйнă май, чĕрем уласа йĕрет. Анчах пĕрле пулас шанăç кăштах та пулин хăват хушать. Типекен чечеке шыв сапса чĕртес ĕмĕт парнелет.
Эсĕ çак тĕнчере пурришĕн тем пек хĕпĕртетĕп эпĕ. Сана савса пурăнни чунăма канăçсăрлантарать пулин те савăнăçăм та пурах.
Сана тĕл пуличчен епле пурăннă-ши эпĕ? Мĕнпе сывланă-ши? Кама тĕлленнĕ-ши? Пурнăçăмăн тĕллевĕ те пулман-шим? Ара, эсĕ халĕ маншăн пĕтĕм тĕнче пулса тăтăн. Мĕнпур савăнăçăм, пурлăхăм – пĕтĕмпех санра.
Еплерех хаклă-çке эсĕ маншăн! Çакна пĕлтерме мĕнле сăмах пулăшĕ-ши? Эсĕ сывлăшран та пахарах, çутăран та çутăрах иккенне пĕлтерме май шыратăп. Анчах чун-чĕремри, ăшăмри юратăва, пăшăрханăва, савăнăçа, кулянăва нимĕн те ăнлантараяс çук. Çут тĕнче те тĕксĕм пек, пурнăç та кичем пек… Сансăр…
Ан çухалсамччĕ! Ан иксĕлсемччĕ! Ан кайсамччĕ! Яланах çумра пулсамччĕ… Эсĕ ман паталла килнине çеç юрататăп эпĕ…
■ ЯНА.
 
: 688, Хаçат: 46 (1190), Категори: Cамрaксен страници

Комментарисем:

Mbalenclaire (2014-05-09 02:39:34):
At lastĔ somenoe who knows where to find the beef

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: