Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пурнăç таппипе тан утакан поэт
 
Кашни çыравçă кĕнеки алла лексен унăн ĕçне тивĕçлĕ хак парас килет. Анатолий Юман мана хăйĕн «Суйласа илнисем» кĕнекине парнелесен ăна вуласа тухса тишкермесĕр тӳсеймерĕм. Ун пирки эпĕ хамăн «Хальхи пурнăç ыйтнипе» кĕнекере калас тенĕ сăмаха каларăм.
Анатолий Юмана эпĕ пуçласа ЧНКан йĕркелӳ Анлă Пухăвĕнче курнăччĕ. В.Станьял пуçарнипе чăваш чĕлхи, культури, ырă йăласене чĕртсе тăратас ыйтупа çавра сĕтел йĕркеленчĕ. Çавăнта пĕрле лартăмăр та унпа. Юман кĕнекисемпе эпĕ унчченех паллашнăччĕ, вуланăччĕ. Хăйĕнпе тĕл пулса паллашас килетчĕ.
Анатолий Юман хăйĕн пултарулăхĕнче хальхи пурнăçа тĕрĕс хак пама пултарни килĕшет. Уйрăмах Совет Союзĕ саланнă хыççăн пурнăç çав тери йывăрланнине тĕрĕс хак парать поэт.
Çырма кĕске те ансăр Атăлтан,
Хур çеç унта чăмать-ха çăтăл-çатăл.
Анчах вак çырмасем пулман пулсан
Хăйĕн вăйне тупайĕччĕ-ши Атăл?
Çак йĕркесен пĕлтерĕшĕ питĕ анлă. Кунта Союз саланнишĕн пăшăрханни те сисĕнет. Çут çанталăк, ӳсен-тăран тĕнчи, чĕр чун, çын ӳсĕмĕ те ку йĕркесенче философи саккунĕпе аталанни сисĕнет. Çын çуралать, чи малтан амăшне, унтан тăванĕсене пĕлекен пулать. Ӳснĕçемĕн тавракурăмĕ анлăланать. Пурнăçра яланах вăйсăрри вăй илсе, пĕчĕкки пысăкланса пырать. Ку вăл çут çанталăк витĕмне пула аталанать. Ку йĕркесене ахаль пулăм, философи, политика тата ытти енчен те хак пама пулать.
Автор тăван чĕлхе шăпишĕн пăшăрханни те яр уççăн тухса тăрать:
Янратăр юрă-сăвă
Чăвашла. Ку хăй тупра.
Чăвашла чăваш калаçтăр
Çыртăр та, вулатăр та.
Юлашки вăхăтра кĕнеке кăларасси йывăрланни те поэта пăшăрхантарать темелле. Çырнине çын патне çитерес тесен ыйткалакан пек спонсорсем шырамалла. Хăвăн укçупа калăплă кĕнеке кăларма çук. Çыравçăн кĕсйи те çӳхе. Пĕчĕк кĕнеке сахал тиражпа хăв шутунтан кăларатăн та – ăна та сутаймастăн, тăван-пĕлĕше парнелесе пĕтеретĕн.
Черет çинчен çырсаччĕ сăвă,
Çитмерĕ кăларма черет.
Поэт та - çын. Çырать вăл сăвă,
Çапăнмасан чĕрре кĕрет.
(«Черет» сăвăран).
Мĕн тăвăн, çавăн пекки те час-час пулать пулĕ. Халь ху çырнине те кĕсье пушă пулсан пичетлеттерейместĕн . Ĕлĕкрех çыравçă хисепреччĕ. Халь унăн та хисепĕ чакрĕ пулмалла. Халь нимĕн те калаймăн, пĕтĕмĕшле илсен пурнăç лайăхланса пырать. Тухтăрсен, вĕрентӳçĕсен, инженерсен ĕç укçи ӳссе пырать. Пирĕн çĕршывра халĕ çыравçă – чи чухăн çын.
«Хыпар» хаçатăн юпа уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче тухнă номерĕсенче Анатолий Юманăн «Манăн пурнăç» хайлавĕ пичетленсе тухрĕ. Тумхахсăрах пулман унăн пурнăç çулĕ. Мĕн тăвăн. Тĕрĕссипе, Сталин вилмесĕр эпир çăкăр çисе курман. Мăян çăкри, кăшкар ути çулçи, тĕрлĕ курăк яшки пулнă пирĕн умра.
Автор çăткăн çынсем те пурри çинчен çырать. Пур. Пысăк вырăнти çынсемех укçашăн тем тума та хатĕр. Хальхи вăхăтра укçа – патша. Укçашăн çынна вĕлереççĕ. Çакна автор сивлет.
Хурахсем пĕрле иртсе çӳреççĕ,
Урампала, çĕрле вăрманта мар.
Хĕвĕсене чиксе çӳреççĕ çĕçĕ,
Е пистолет – укçа кăлар та пар.
Ак ăçта пырса тухрăмăр эпир совет самани саланнă хыççăн.
Юлашкинчен ман Анатолий Юман çинчен çапларах калас килет: хальхи пурнăçа пур енчен те тĕрĕс сăнлама пултаракан чăн-чăн поэт. Манăн ăна 80 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламлас килет.
Çулпа ватă пулсан та
Сăнпа ватă мар эс, Юман!
Ан ватăл, çыр татах та –
Эс кун-çул уттинчен юлман!
 
Тутарстан,
Аксу районĕ.
 
: 933, Хаçат: 46 (1190), Категори: Тĕпчев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: