Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раштавăн 25-мĕшĕнче чăвашсен пĕрремĕш поэтесси Анисия Васильевна Княгинина çуралнăранпа 120 çул çитет.
Вăл Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте çуралнă. Мелекесс районĕнчи Эврелĕнчи пуçламăш шкулăн вулавăшĕнче те ĕçленĕ. Çакна эпир вăл 1920 çулта панă отчётран вуласа пĕлтĕмĕр. Унта çапла каланă: «Вулавăш шкул çуртĕнче вырнаçнă, унăн фондĕнче хытă хуплашкаллă 57 кĕнеке упранать». Фондра ытларах вырăс литературин классикĕсен тата чăваш литературине никĕслекен поэтăн Константин Ивановăн произведенийĕсем. 1905 çулта Ваççа Аниççи Константин Ивановпа пĕрле Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ.
Вулакансемпе пĕрле Ваççа Аниççи драмкружок йĕркелесе янă. Хăйĕн упăшкипе тата пĕртăван Ерменеевсемпе Константин Ивановăн «Нарспи» поэми тăрăх спектакль лартнă. Ун пирки мана 1965 çулта хăй каласа панăччĕ – вĕсем патне анне кукăль леçсе пама ярсан. Вăл вăхăтра Ваççа Аниççи Димитровград хулинчи Морис Торез урамĕнче пурăнатчĕ. Халĕ вăл çурт çинче Асăну хăми пур.
Ваççа Аниççи каласа панă тăрăх, нумай хресчен хăйсен арăмĕсене «Нарспи» пьесăна курма яман. Чăваш хĕрарăмĕсен йывăр пурнăçне кăтартса паракан пьеса арăмĕсен чунĕсене хускатасран хăранă. Спектакльпе Эврел артисчĕсем кӳршĕ ялсене те çитнĕ. Куракансем вĕсене лайăх йышăннă. Репертуара анлăлатас тесе поэтесса Антон Чеховăн калавĕсем тăрăх пĕр курăмлă кулăшла пьесăсем çырнă.
Манăн анне, Евдокия Фёдоровна Ерменеева, Нарспи рольне вылянă. Вăл ун чух вунçиччĕре пулнă. Нарспи ролĕнче хăвна мĕнлерех туяттăн тесе ыйтсан анне шӳтлесе кăна илетчĕ.
 
: 940, Хаçат: 46 (1190), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: