Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пурччĕ, пур ман икĕ Турă
Чи кирли те чи пахи:
Малтанхи – Литература,
Иккĕмĕш – Чăваш чĕлхи.
 
Революциччен çырни те
Чун валли апат пекки.
Илĕртетчĕ мана питĕ
Чăн поэзи кĕнеки.
 
«Ялта» ятлă пĕчĕк сăвă
Тыткăнларĕ пĕрреччен.
Выçă, аран юлнă сывă
Сăпкари ача çинчен.
 
«Хыпарта» вăл тухнă пулнă
Çапăнса вăхăтĕнче.
Унтанпа сахал-и юхнă
Шыв-шур, улшăннă тĕнче.
 
«Т.В.А.» тесе ал пуснă
Авторĕ сăвви айне.
Лайăх сăвă ăсталанă,
Килтерсе майне-шывне.
 
Кам вăл пулнă çав ăстаçă. -
Ялти кивĕ чир-чĕре
Питлекенĕ? Халь ăçта-ши?
Паллă марччĕ вăл пире.
 
Кун-çулсем татах та шурĕç,
Пирĕн яшлăх иртнĕçем.
Сăвă авторне те тупрĕç
Пичетри тĕпчевçĕсем.
 
«Т.» – Тимĕрçенсем-мĕн пулнă.
«В.А.» – Ваççа Аниççи.
Хăй çаплах ыр-сывă юлнă,
Вăрттăнлăх çăрин уççи.
 
Вăл çаплах вĕçсе çӳренĕ
Пирĕн малтанхи чĕкеç.
Ача çуратса ӳстернĕ,
Кăткăсланнă ĕçĕ çеç.
 
Чĕри çуннă ун кăварлă,
Сирнĕ пур тумхахсене.
Вăл ялта çутта кăларнă
Чăвашсен ачисене.
 
Ĕçĕ ку та пулнă сумлă,
Кирлĕ пулнă халăха.
Вăл пурне те ырă суннă,
Мала хунă Çынлăха.
 
«Тупăнсан» каллех çĕклерĕ
Хăйĕн çăмăл çунатне.
Халăх чыслăн хисеплерĕ
Сумлă ĕçĕпе ятне.
 
Эпĕ те унпа тĕл пултăм -
Телее тесе калар.
Хӳтлевçи пулса та куртăм -
Чăн сăмах ку, суя мар.
 
Ăш сăмах пурне те кирлĕ,
Çыракан çынна пушшех.
Туслăхсăр яш çын та чирлĕ -
Ман сăмахăм çакă çех.
 
Малтанхи чăваш чĕкеçĕ
Таврăнчĕ тăван ялне.
Ят-сум кӳчĕ унăн ĕçĕ
Анатри Тимĕрçене.
 
Ун сăнне Николай Кондр
Асăну хăми çине
Ăсталарĕ. Курса тăтăр
Халь чăваш хăй чĕкеçне!
 
: 838, Хаçат: 46 (1190), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: