Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскра пушарпа кĕрешекен отрядсем хушшинче “Чи лайăх караул начальникĕ” тата “Чи лайăх пушар сӳнтерекен” смотр-конкурс иртнĕ.
Конкурса пушарпа кĕрешекен федераллă службăн пилĕк отрядĕнчен икшер çын хутшăннă. РФ МЧСăн Ульяновск облаçĕнчи тĕп управленийĕн сотрудникĕсенчен тăракан жюри пушарпа кĕрешекен службăн чи лайăх ĕçченне палăртнă.
Конкурс программи темиçе пайран тăнă. Малтанах конкурсантсем “Труд” стадионра чупса тата алă вăйне виçсе ăмăртнă, кайран теори пайĕпе экзамен иртнĕ.
Смотр-конкурсра çĕнтерсе “Чи лайăх пушар сӳнтерекен” ята иккĕмĕш пушар чаçĕн сотрудникĕ Алексей Евдокимов, “Чи лайăх караул начальникĕ” ята çав чаçрах служба иртекен Михаил Журавлёв тивĕçнĕ.
Шыв çынран вăйлăрах
Çу иртрĕ, шыва кĕмелли тапхăр авăнăн 20-мĕшĕнче кăна вĕçленсен те, çанталăк сивĕтнипе пĕтĕмлетӳ тума май пур. Кăçал облаçри юханшывсенче 45 çын путса вилнĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан – вунă çын сахалтарах. Путса вилнисенчен 36-шĕ ӳсĕрле шыва кĕнĕ. Тăватă ача путнă.
Шыва кĕмелли тапхăр пуçланичченех МЧС сотрудникĕсем, çăлакан центрпа пĕчĕк кимĕсен инспекцийĕ пысăк профилактика ĕçĕ ирттернĕ. Шкул ачисемпе, кану лагерĕсенче калаçусем йĕркеленĕ, çынсем нумайшарăн пухăнса канакан вырăнсенче патруль служби çӳренĕ. Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсемпе кăна 60 хут патруле тухнă, Раççейри çăлакансен пĕрлĕхĕпе тачă çыхăнса ĕçленĕ. Шыв çинчи хăрушсăрлăха сыхлассипе облаçри районсен организацийĕсемпе хутшăнса ĕçлесе Атăл хĕрринче шыва кĕмелли тăватă вырăн, Сĕве хĕрринче икĕ вырăн йĕркеленĕ.
Çитес çула Сĕвепе Атăл хĕррисенче çынсене шыва кĕмелли тата тăватă вырăн йĕркене кĕртмелле.
Выляса – вĕрентнĕ
Мускаври “Хĕрарăмсем хăрушсăрлăхшăн” коммерциллĕ мар организаци “Хăрушсăрлăх ачалăх” программăна пурнăçласа Ульяновскри ача сачĕсенче “Çулăмпа ан алхас” вĕренӳ-вăйă ирттернĕ.
Вăййа МЧС сотрудникĕсем те хутшăннă. Ульяновскри 153, 232 номерлĕ ача сачĕсенчи 50 ача мероприятие хутшăннă. Ачасене центр директорĕ Зоя Шелкоуденко пушар пирки тĕрлĕ видеосюжетсем, плакатсем, слайдсем кăтартнă, вăйăсем выляттарнă. Ачасене парнесĕр хăварман – теттесемпе брошюрăсем парнеленĕ.
Кадетсем – шкул ачисем
Ульяновскри 7-мĕш номерлĕ кадет шкулĕнче вĕренекенсене Пĕлӳ кунĕпе вĕрентекенсем кăна мар, Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр тата облаçри МЧС пуçлăхĕ Игорь Кисилёв та саламланă.
Кадет шкулĕнче ачасем шкул дисциплинисемпе пĕрлех МЧСăн ятарлă предмечĕсене ăса хывĕç, çар хатĕрленĕвне иртĕç. Кадет шкулĕнче вĕренекенсене çĕршывăн аслă çар училищисене кĕме хатĕрлеççĕ.
Çиччĕмĕш шкулти кашни класс çумне МЧС кураторне çирĕплетнĕ. Вĕсем хăйсен класĕсемпе пĕрремĕш уроксем ирттернĕ, вĕренӳре ОБЖпа физкультура тĕп предметсем пулмаллине пĕлтернĕ.
Кадетсем юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче тупа тăвĕç.
 
: 825, Хаçат: 36 (1128), Категори: МЧС

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: